Янăрарĕ, кĕрлерĕ Тăрăн ял уявĕ

Тăрăн Ен аваллăхĕ пирки документсенче çапла палăртса хăварни пур: «Тăрăн ялĕ чи авалхи ялсенчен пĕри. Вăл 1500 çул каяллах пулса кайнă. Ку ялта Турун ятлă улăп-паттăр пурăннă. Унăн нумай-нумай çĕр лаптăкĕсĕр пуçне крепоç та пулнă. Хăй вăл Атăлçи Пăлхар патшине пăхăннă. Хальхи вăхăтра Тăрăн ене 7 ял кĕрет, Тăрăн, Анаткас, Кочак, Шинер, Вăрманкас, Лепетер тата Энтимĕркасси. Пĕтĕмĕшле лаптăк – 3560 га, унта 570 хуçалăх шутланать, 837 çын пурăнать.

Ял кунне паллă тума клуб умне пухăннă халăх чăваш йăли-йĕркине пăхăнса уява чăвашăн ĕмĕрхи «Алран кайми аки-сухи» юррипе пуçларĕ, унтан вăйă карти йĕркеленчĕ.

Авалтан пыракан, ăруран-ăрăва куçакан йăла-йĕрке, халăх сăмахлăхĕ, юрри-ташши – çакă вăл пирĕн несĕлсен пуянлăхĕ. Тăрăн Ен халăхĕ те ĕмĕрĕпех тар юхтарса ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, çурт-йĕр лартнă, ача-пăча ÿстернĕ. Унăн чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев тата ытти сумлă хăнасем уявпа саламлама килсе çитрĕç. Уяв сăрине пуçлама вĕсемпе пĕрле Виталий Николаев академикпа, пĕр тăван Андреевсем те тивĕçрĕç. Виталий Николаев 12 ялта пурăнакансен йăх тăсăмне тĕпченипе палăрнă, пĕр тăван Андреевсем тивĕçлĕ канăва тухичченех аслă вĕрентÿ заведенийĕнче вăй хунă, ырă ятлă пулнă. Майя Павлова ял совет пуçлăхĕнче нумай çул ĕçленĕ, Геннадий Ефимов уй-хир хуçи – бригадир – пулнă. Хисеплĕ йыша çак йĕркесен авторне те кĕртрĕç.

Кĕçех сцена çине «Тăрăн Ен» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Атте-аннене, мăн асаттесемпе асаннесене хĕвел çути кăтартнăшăн, çĕр çул хушши, пин çул хушши йăха тытса пынăшăн тав юррисем янăрарĕç. Уяв тăршшĕпех чуна витерсе чăвашсен ĕлĕкхи музыка инструменчĕ – шăпăр – сасси илтĕнчĕ. Ăна калаканĕ те, ăсталаканĕ те – Чаканар ялĕнче пурăнакан ăстаçă Николай Фомиряков.

Халăха Чăрăшкассинчи çамрăксен çурчĕ çумĕнчи «Тарават» фольклор ушкăнĕн юрăçисем, Ишекри культурăпа вĕрентÿ центрĕн агитбригада членĕсем, Атайкассинчи чиперкке-ташăçăсем, вырăнти шкул вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çак хушăра Шинерпе Тăрăн çамрăкĕсем футбол уйĕнче парнесемшĕн кĕрешрĕç. Кĕçĕннисем ывăничченех батут çинче сикрĕç, йăлăхичченех шыв хăмпинче чăмпăлтатрĕç.

Кĕреке те тулли пулчĕ. Лепетер кинĕ Алевтина Павлова тата Надежда Михайлова тутлă какай шÿрпипе, пулă яшкипе хăналарĕç. Чăваш сăрине Анаткасра пурăнакан Лидияпа Валерий Дмитриевсем вĕретрĕç. Ĕçре хастарлăхпа тата тăрăшулăхпа палăрнисене, пуçаруллă старостăсемпе депутатсене тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç.

АНТОНИНА ЕФИМОВА, Тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости