Ята улăштарнă редактор

«Тăван Ен» район хаçачĕ çак ятпа тухма пуçланăранпа, 1991 çулхи октябрьтеньпе, 15 çул иртрĕ. Çавна май паянхи тĕрленчĕкре хаçат ятне улăштарнă тапхăрта редакторта ĕçленĕ Г.А. Егорова аса илем-ха.

Геннадий Егоров 1950 çулхи сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Мăн Чăкăр ялĕнче çуралнă. Толик Хураскинчи вăтам шкула, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра историпе филологи факультетне (1973 ç.), Мускаври Раççей социаллă политика институтне вĕренсе пĕтернĕ (1991 ç.).

Пичет ĕçĕнчи стаж унăн 1973 çулта университета вĕренсе пĕтерсен Муркаш районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕнчен пуçланнă. Çакăнтанах Совет çарĕн ретне тăнă. 1974 çулта çартан таврăнсан каллех малтанхи ĕç вырăннех вырнаçнă, яваплă секретарьте вăй хунă.

Çĕр çинче пурăнакан çынна тăван кĕтес хăйĕн патнех туртать. 1978 çулта Геннадий Егоров çыравçă Шупашкар районĕнче тухса тăракан «Ленинец» хаçата ĕçлеме куçнă. Малтан ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ пулса вăй хунă, каярахпа – редактор çумĕ. Яваплăха туйса тăрăшакан çыравçа района ертсе пыракансем асăрхаççĕ. Çапла майпа 1983 çулта Г. Егорова, вунă çул патнелле район хаçачĕсенче ĕçлесе опыт пухнăскере, «Ленинец» хаçат редакторне çирĕплетеççĕ. Çак ĕçре вăл 9 çул ĕçлесе район хаçат историйĕнче сумлă йĕр хăварать. 1959 çултанпа паянхи кунччен хаçат редакторĕсен хушшинче ун пек нумай вăхăт ĕçлекен пулман-ха. Вăл редактор тивĕçне пурнăçласа пĕрремĕш страницăра умстатьясемпе пĕрлех хаçатăн ытти страницинче пысăк калăпăшлă, анлă содержаниллĕ материалсем час-часах пичетленĕ, республикăра тухса тăракан хаçатсемпе çыхăну тытнă. Редакторта ĕçленĕ çулсенче хăйне вăл сăпайлă ертÿçĕ пулнипе кăтартса панă.

Геннадий Андрияновича пирĕн çĕршывра 1991 çулта пулса иртнĕ улшăнусен вăхăтĕнче редактор пулса ĕçлеме тÿр килнĕ. Совет Союзĕ саланнă хыççăн тата коммунистсен партине ĕçлеме чарса лартнă май лару-тăру йывăрланнă. Раççейре рынок хутшăнăвĕсем аталанса пынă май пурлăхпа финанс тĕлĕшĕнчен район хаçачĕ панкрута тухма пултарнă. Çакă, паллах, редактора та, унта ĕçлекенсене те хумхантарнă. Çакăн пек лару-тăрура Г. Егоров редактор çухалса каймасть. Кирлĕ мерăсем йышăнас тĕлĕшпе майсем шырать.

1991 çулхи август уйăхĕн 31-мĕшĕнче халăх депутачĕсен район Совечĕн черетсĕр сессийĕ пулса иртет. Унта район хаçатне сыхласа хăварас ыйтăва пăхса тухаççĕ, халăх депутачĕсен район совечĕ хаçат учредителĕ пулмалла тесе йышăну кăларать, хаçат редакторĕ пулма малтан ĕçленĕ Г.А. Егорова çирĕплетет. Çак сессинчех хаçат ятне улăштарасси пирки те сĕнÿсем пулаççĕ.

Г. Егоров редактор хаçат ятне улăштарас тенĕ тапхăрта яваплăха туйса тимлĕх кăтартать. Хаçат ятне улăштарас тĕлĕшпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пичет кăларăмĕ урлă пулса пыраççĕ. Ку енĕпе район хаçатĕнче ятарлă дискусси уçăлать. Унта вулакан умне çакăн пек ыйтусем кăларса тăратаççĕ: хаçат ятне улăштармалла е çук, улăштарас пулсан мĕнле ят сĕннĕ пулăттăр?

Хаçат сотрудникĕсем кашни çырăва тĕплĕн тишкереççĕ, чылайăшне хаçатра пичетлеççĕ. Пĕр уйăх иртсен дискуссие пĕтĕмлетеççĕ. Шутласа пăхнă тăрăх пĕтĕм çыру авторĕсенчен çичĕ проценчĕ хаçат ятне улăштарма килĕшмен. Ыттисем вара улăштарма сĕннĕ, хăйсен енчен çĕнĕ ятсен варианчĕсене асăннă. Тĕслĕхрен, А. Смирнова «Колхозник хаçачĕ», К. Верендеев «Çĕнĕ пурнăç», А. Егоров «Тĕрĕслĕх çулĕпе», В. Лаврентьев «Хăват», А. Ефимова «Тăванъен» тата ыттисем те.

Палăртмалла, çыру авторĕсенчен ытларахăшĕ Тăрăнта пурăнакан Антонина Ефимова сĕннĕ «Тăванъен» ята ырланă. Тепĕр хут анкетăсем çырсах тĕрĕслесен те ытларахăшĕ район хаçатне çак ята памаллине çирĕплетсе панă. Ку ыйтăва райсовет ĕçтăвкомĕн анлă ларăвĕнче пăхса тухнă хыççăн Шупашкар район хаçачĕ 1991 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен «Ленинецпа» мар, «Тăванъен» ятпа тухма пуçланă.

Çĕршывра пулса иртнĕ улшăнусем хыççăн район хаçачĕн тематикине урăхлатма тивнĕ. Çак ĕçе те Г. Егоров редактор яваплăха туйса асăрхануллăн, тимлĕн пурнăçласа пынă. Ку енĕпе хаçат сотрудникĕсенчен çирĕп ыйтнă, асăрхаттарсах тăнă, обществăлла корреспондентсене те сĕнÿсем панă.

1992 çулта Геннадий Андрияновичăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртет. Мартăн 20-мĕшĕнче халăх депутачĕсен 21-мĕш созывĕнчи район Совечĕн 9-мĕш сессийĕнче Г.А. Егорова, район хаçачĕн редакторĕ пулса ĕçленĕскере, депутата, халăх депутачĕсен район Совечĕн председательне суйлаççĕ. Çак ĕçре пĕр созыв ĕçленĕ хыççăн вăл Кÿкеçри ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕçлеме куçать. Кунта 1994-1997 çулсенче вăй хунă хыççăн тепĕр хут хăй юратнă ĕçе – журналистикăна – таврăнать, «Тăван Ен» хаçатра яваплă секретарьте вăй хума пуçлать.

Г. Егоров çыравçă 1979 çулта Раççейри журналистсен союзĕн членне кĕнĕ. Журналистикăра чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна чылай хисеп хучĕпе, тĕрлĕ дипломпа наградăланă.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ,
КИПЕККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости