Ятсем çырăнса юлчĕç

«Тăван Ен» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсем çинчен çырнă очерксемпе вĕсен ĕçĕсен пуххи пичетленсе тухни пирки эпир вулакана систернĕччĕ. Вĕсем номертен-номере хаçат страницисенче те кун кураççĕ. Ĕнер вара Кÿкеçри библиотекăра «Тăван Ен» хаçатăн калем ăстисем» ятпа пухса хатĕрленĕскерĕн презентацийĕ иртрĕ.

Кĕнеке авторĕсем – пирĕн ĕçтеш, районăн хисеплĕ çынни Фадей Константинов таврапĕлÿçĕ тата Ишекри шкул вĕрентекенĕ Екатерина Григорьева. Вĕсем вырăнти пичет кăларăмĕн аталанăвне историе кĕртсе хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Уяв хуçисене район администрацийĕн тав хучĕсемпе чысласа çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа саламланă май çакна райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров та палăртрĕ.

«Икĕ ăру çыннисем – штатра тăман корреспондентсемпе паян редакцире вăй хуракансем – пурнăçлакан ĕç пархатарлă», – терĕ вăл. Республика пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн презентацие хутшăннă шаннă çынни – хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕсен республикăри пĕрлешĕвне ертсе пыракан Петр Ивантаев вара хăйĕн сăмахĕнче Шупашкар районĕнчен хисепе тивĕçлĕ, пултаруллă çын сахал мар тухнине палăртрĕ. Вĕсенчен пĕри – Фадей Константинов. Çакă – унăн пиллĕкмĕш кĕнеке. Тĕл пулура хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Виктория Вышинская ăна штатра тăман корреспондентсене пĕр тĕллевпе – хаçата пуянлатассишĕн çине тăрас шухăшпа, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшассипе – çыхăнтарнăшăн тав турĕ. Вăл презентацие хутшăннă библиотекарьсен умĕнче вырăнти уйрăмах хастар корреспондентсен ячĕсене хаçат, район историне кĕртес пуçарăва малалла та тăсма сăмах пачĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости