Ячĕсем гранит плитасем çинче кăна мар

çывăх çыннисен, ял-йыш чĕрисенче…

Майăн 6-мĕшĕ Ишек салинче пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлчĕ – вăрçă хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă салтаксене, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене, Ишек ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, Афган тата Чечен вăрçисенче паттăррăн пуç хунă Геннадий Калининпа Андрей Дмитриева халалласа шкулпа юнашар палăк уçăлчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалланă мемориал комплексĕпе юнашар БТР-60 ПА вырăн тупрĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – социаллă политикăпа национальноç ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Зоя Маслова, Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи уйрăмĕн комиссарĕ Александр Кочуров, Ишек ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Максимов, Афган вăрçин ветеранĕсен республикăри канашĕн председателĕ Игорь Кашаев, Раççейри ветерансен канашĕн правлени членĕ Геннадий Орлов, паттăррăн пуç хунă салтаксен тăванĕсем, ял çыннисемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисене çывхарса килекен уявпа саламланă май, çĕршыв чысне хÿтĕлесе хăйсен пурнăçне шеллемен салтаксене манăçа кăларма юраманнине, вĕсем çитĕнсе пыракан ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртрĕç. «Хамăр ачасене çĕршыв чысне хÿтĕлесе пуç хунă салтаксен, офицерсен, асаттесен ас тăвăмне парса хăвармасан мĕн парса хăвармалла?» – ыйту та, çирĕплетсе калани те илтĕнчĕ Александр Кочуров сăмахĕсенче.

Ывăлĕсене вăрçăран цинк тупăкра кĕтсе илнĕ амăшĕсен чĕри паян та сÿлетес ыратать. «Ывăл вилни 22 çул çитрĕ, пирĕн ачасене манăçа кăларманшăн пысăк тав», – чĕтренсе тухакан сасăпа калаçрĕ Андрей Димитриевăн амăшĕ Екатерина Ильинична. Екатерина Калинина чĕринче те пиччĕшĕн паттăрла вилĕмĕ тарăн йĕр хăварнă. «Нумай çамрăк вăрçăран таврăнаймарĕ, вĕсен ретĕнче Гена та. Анчах вăл яланах пирĕн чĕрере», – куççульне чараймарĕ паттăрăн йăмăкĕ.

Бронетранспортер ăнăçлă вырăнта вырнаçнă – тĕп урампа иртсе çÿрекенсем тÿрех асăрхама пултараççĕ. Территорие хăтлăх кĕртнĕ, чечексем лартнă. Гранит плитасем çине çырăннă хушаматсем вара яланах чĕрере…

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости