35 кг ытла туртса илнĕ

Наркотиксен законла мар çаврăнăшĕ тĕлĕшпе закон çирĕп. Апла пулин те илĕртÿллĕ «бизнеспа» аппаланакансем, сиенлĕ хутăшсемпе туслашакансем пур-ха.

Асăннă тема общество тăнăçлăхĕшĕн, сывлăхĕшĕн ытла та пĕлтерĕшлĕ пулниех ĕнтĕ хăй вăхăтĕнче уйрăм тытăм йĕркелеме хистенĕ. Шăп та лăп 1991 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче СССР Шалти ĕçсен министерствин Хушăвĕпе пĕрремĕш хут наркотиксен законла мар çаврăнăшне контрольлесе тăмалли бюро йĕркеленĕ. Каярах федераци служби туса хунă. 2016 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Указĕпе шалти ĕçсен органĕсенче наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан подразделенисем йĕркеленĕ.

Нарко-преступниксене, наркотиксен законла мар çаврăнăшне хирĕç кĕрешесси патшалăх умĕнче лартнă приоритетлă тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. ЧР ШĔМ информацийĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшне контрольлекен управленийĕн ĕçченĕсем наркотик сутнă 35 çынна тытса чарнă, 35 кг ытла наркотик хутăшĕ туртса илнĕ. Преступла ушкăнсем тунă 59 преступление уçса панă. Кăçал ытти çулхи 35 преступление тăрă шыв çине кăларнă, ку кăтарту 2015 çулхинчен самай ытларах иккен. Çул çитмен çамрăксене наркопреступноçе явăçтарасси те чакса пырать.

Шупашкар район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Шупашкар районĕнче наркотиксен законла мар çаврăнăшĕпе çыхăннă 13 преступление регистрациленĕ, вĕсенчен 9-не уçса панă.

Этемлĕхшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан наркăмăша хирĕç кĕрешес ĕçре общественноçăн та хутшăнмалла. Шăпах çакна тĕпе хурса республикăра çулсеренех «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци иртет, юлашки ноябрь уйăхĕнче пулчĕ. Унпа килĕшÿллĕн район прокуратурин ĕçченĕсем, йĕрке хурал тата яваплă ытти орган представителĕсем ачасемпе наркотик сиенĕ пирки калаçусем ирттерчĕç. Акцие кирек камăн та хутшăнма, ку темăпа кирек мĕнле хыпар та пĕлтерме юратчĕ, анчах та çынсенчен пĕр хыпар та пулман.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости