60 çул каялла…

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Çÿлтикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан 1956-1958 çулсенче вĕренсе тухнисемпе, шкул ачисемпе иртнĕ канмалли кунсенче ăшă тĕл-пулу иртрĕ. 166 çула çитекен вĕрентÿ учрежденийĕн историйĕнчи паллă тапхăр сăлтавĕ пулчĕ çакă: 1954 çулта ăна вăтам шкулсен шутне кĕртнĕ.

1956 çулта Çÿлтикассинчи вăтам шкултан çамрăксем вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен дипломсемпе пуçласа вĕренсе тухнă. 60 çул каялла вĕсем пурнăç çулĕ çинĕ тухнă. Тĕлпулăва 87 çул тултаракан Игорь Крысин вĕрентекенпе пĕрле 16 выпускник пухăнчĕç. Игорь Гаврилович 1951-1961 çулсенче, кивĕ йывăç шкулта химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Унтан Муркаш районĕнчи Оринин тата Атапай шкулĕсенче тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ стажĕ унăн 30 çула яхăн. Мăшăрĕ Анна Семеновна Муркаш шкулĕнче 38 çул математикăна вĕрентнĕ. Çакăн чухлĕ çулах килĕштерсе пурăнаççĕ, çирĕп хуçалăх тытаççĕ.

Шкул çулĕсене, иртнĕ тĕлпулусене сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксен стенчĕ çинче 60 çул каялла Игорь Гаврилович хими урокĕ ирттерет. Вăрманкассинчи Анисим Ерманов сăн ÿкерчĕкри ачасем хушшинче хăйне те палласа илчĕ. Хыçалта – шкулăн шурă кăмаки. 1956 çулта вĕренсе тухнисем тĕл пулăва 5-ĕн килнĕ: Кипечкассинче çуралса ÿснĕ, çур ĕмĕрне Кировра ирттернĕ техника наукисен кандидачĕ Валерий Смирнов (унăн мăшăрĕ, медицина наукисен кандидачĕ Роза Михайловна та пĕр класра вĕреннĕ), Кипечкассинчи Вера Смирнова, Курак Чурачăкри Людмила Сумкова, Çÿлтикассинчи Лидия Мочалова, Анатри Тăмлайри Геннадий Васильев.

Хисеплĕ хăнасене шкул ачисем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Чи малтанах тĕлпулăва пухăннисене Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçăлхĕ Олег Ермановпа Çÿлтикасси шкулĕн директорĕ Татьяна Майорова ăшшăн саламларĕç, кашни ачашăнах аслисем тĕслĕх пулса тăмаллине палăртрĕç. Çÿлтикассинчи Галина Александрова педагог – выпускниксенчен пĕри – пулнă май шкул историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, унтан историпе кăсăкланакан, 7-мĕш класа каякан Андрей Николаева «Анат-Киняры» кĕнекине парнелерĕ.

Педагог, таврапĕлÿçĕ, халăх академикĕ,поэт, филологи наукисен кандидачĕ Виталий Станъял Çÿлтикассинчи вăтам шкултан 1957 çулта вĕренсе тухнă. «Эпир те сирĕн пекех яшă пулнă. Тĕпĕртетсе, тусан вĕçтерсе чупнă. Пирĕн класра 43 ача вĕреннĕ. Пĕтĕмпе 2 класчĕ. Пире Александра Александрова вĕрентетчĕ, теприне Зинаида Самсонова», – аса илчĕ вăл. Хăйĕн «Малый Сундырь» кĕнекине вăл вĕрентекенне Игорь Гавриловича парнелерĕ.

Курак Чурачăкра пурăнакан Людмила Сумкова хăйне 6 çулта шкула янине аса илчĕ. Чармакран, 9 çухрăмран, шкула çăпатапа çÿренĕ вăл. «Кайран çăматă йăвалама пуçларăмăр. Ун чухне электричество çути пулман. Халĕ сире вĕренме питĕ нумай майсем туса панă: столовăйĕнче çитереççĕ, классем ăшă. Шкул варринче çăл пурччĕ, сивĕ шыва çавăрса кăлараттăмăр. Шкулта вутăпа каланкка кăмака хутнă», – терĕ вăл. Зоотехника енĕпе, курăмсăр майпа маларах Вăрнар техникумне, каярах ял-хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ вăл. 28 çул хушши фермăра заведующийре ĕçленĕ, унтан библиотекаре куçнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 43 çул. «Хăвăр тăрăшсан çын пулатăр», – терĕ вăл ырă сунса.

Татьяна Майорова Станъял ялĕнче çуралнă, халĕ Саранскра пурăнакан Вениамин Пигачев шкула тĕл пулу умĕн янă çырăва вуласа пачĕ. Хăйĕн вĕренекенĕсене итлесе пĕтернĕ хыççăн Игорь Крысин педагог сăмах илчĕ: «Эпĕ сирĕн çине пăхатăп та – речĕпех паллă, аслă пĕлÿ илнĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă сумлă çынсем. Агрохими кружокĕнче ачасемпе колхоз тăприпе тĕпчев ирттернĕ. Унтан тăпра йÿçĕлĕхне кăтартакан карта хатĕрленĕ. Приборсене педагогикăпа ял хуçалăх институтучĕсенчен илсе килеттĕмĕр», – терĕ вăл хумханăвне пытармасăр.

Çÿлтикасси шкулĕ 165 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ слайдсене пысăк экран çинче кăтартрĕç. Унтан шкул столовăйĕнче Наталья Ильинапа Раиса Разумова поварсем пурне те пулă шÿрпипе хăналарĕç. Сĕтел хушшинчи калаçу çамрăк чухнехи юрăсемпе малалла тăсăлчĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости