Ăмăртуран – «ылтăнпа», «кĕмĕлпе»

Чăваш Енре хĕллехи çăмăл атлетика сезонĕ уçăлнă. Иртнĕ канмалли кунсенче ачасен 3-мĕш спорт шкулĕн манежĕнче Совет Союзĕн Геройне Николай Дудецкие асăнса йăлана кĕнĕ тĕл пулу иртнĕ. Вăл Чăваш Ен, Мари Эл, Тутарстан, Чулхула, Киров, Чĕмпĕр облаçĕсенчен пурĕ 600 ытла çăмăл атлета пĕр çĕре пухнă.

Икĕ кун çамрăк спортсменсем тĕрлĕ енлĕ тупăшнă: темиçе дистанцие чупнă, вăрăмăшне сикнĕ, йĕтре тĕртнĕ… Пурĕ ăмăртура 52 комплект наградăшăн вăй виçнĕ.

Çĕр-çĕр спортсмен хушшинче ентешĕмĕр Никита Удалов çĕнтерÿпе таврăннă. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче 400 метра чупса ăна çитекенни урăх пулман, финиша пĕрремĕш çитсе ылтăн медале çĕнсе илнĕ. Кÿкеç­ри 1-мĕш шкулта вĕренекенскер иккĕмĕш кун та чупнă, 200 метра хыçа хăвармалла пулнă. Финиша пĕрремĕш çитме кăшт кăна мехел çитереймен, çавна май «кĕмĕле» тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна вара спорт мастерĕн кандидачĕ Артем Афанасьев тухнă.

– Шăпах 200 метра чупма йывăртарахчĕ, Чăваш Ен чемпионĕпе тупăшма тиврĕ-ç­ке, – каласа пачĕ пире Никита. Çамрăк каланă тăрăх, 400 метра хыçа хăварасси вара уншăн кăткăс пулман, çак дистанцире чупнă чух йывăрлăх туйман.

Çĕнтерессе шансах ăмăртăва кайнă иккен Никита, унăн тренерĕ «çĕнтерме тивĕç» тени те ырă витĕм кÿнĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне яша мала тухма ашшĕ-амăшĕ хавхалантарни те пулăшнă.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости