Ăмăртуран – çĕнтерÿпе

Январĕн 11-мĕшĕнче ЧР спорт министерствин самбопа дзюдо олимп резервĕн шкулĕнче самбо мелĕпе кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Вăрмар, Шупашкар тата Çĕрпÿ районĕсенчи 114 спортсмен хутшăннă.  Шупашкар район чысне хÿтĕлекен Явăш каччи Артем Щербаков 57 кг-ченхи виçере республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Самбо мелĕпе кĕрешекен 23 çул тултарман çамрăксен тепĕр ăмăртăвĕ январĕн 19-23-мĕшĕсенче Кстово хулинче иртĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости