Ăрусен çыхăнăвĕн палли

Кашни çулах Аслă çĕнтерÿ умĕн Георгий хăйăвне валеçесси ырă йăлана кĕчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тунă çавра дата тĕлне, 2005 çулта, пуçарнă ку акцие. Çак хушăра вăл Раççейре кăна мар, чикĕ леш енчи 30 çĕршывра та 50 млн яхăн хăю салатнă волонтерсене пĕр тĕллевпе пĕрлештерчĕ. Вĕсен йышĕ паян та ÿссех пырать. Ку пуçару хăйсен пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр вута кĕнĕ паттăрсене пуç тайнин, çар мухтавĕпе ăрусен çыхăнăвĕн палли пулса тăчĕ.

«Георгий хăйăвĕ» акци кăçал районта май уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланĕ. Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă митинга Кÿкеçре Палламан салтак палăкĕ умĕнче пухăнакансем çак кун пĕрремĕш хăюсене тивĕçĕç.

Иртнĕ çулсенчи пекех, хăйăва акци вăхăтĕнче халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче валеçеççĕ – «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ тата районти культура çурчĕ умĕнче. Малтан палăртнă тăрăх, 10 пин хăю ырă йăларан аякра юлман çынсен кăкăрĕ çинче вырăн тупĕ. Вĕсене пĕлтĕр те çакăн чухлех валеçнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости