Ăста журналист, профессиллĕ репортер

Хаçатçăсем çинчен хайланă статьясен ярăмне малалла тăсса вулакана чылай вăхăт «Тăван Ен» хаçат редакторĕнче вăй хунă, халĕ Кÿкеçре пурăнакан, Юрий Степанов-Листопадпа çывăхрах паллаштарар-ха.

Юрий Петрович (Листопад – псевдоним) 1955 çулхи ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă.

Юрийĕн çырас туртăм ача чухнех çуралнă. Красноармейски шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра шкул хыпарĕсене районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетлеме тытăннă. Çар тивĕçне пурнăçласа вăл 1973-1975 çулсенче Казахстанри «Байконур» космодромра службăра тăнă. Запасри офицер. Çартан таврăнсан 8 уйăх «Ял пурнăçĕ» хаçатра корреспондентра ĕçленĕ. Аслăрах юлташĕсем сĕннипе ĕçлеме пăрахсах И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет, апла пулин те район хаçачĕпе çыхăну çирĕпленнĕ кăна. Заметкăсем ярсах тăрать, вĕреннĕ вăхăтрах çыравçă ĕçне алла илес тĕлĕшпе тимлет. Архив справкинчен 1980 çулхи сентябрь уйăхĕнче университет ректорĕн приказĕпе Ю. Степанов студента «Ульяновец» хаçат редакторне çирĕплетеççĕ.

1981 çулта дипломлă специалиста «Коммунизм ялавĕ» республика хаçатне направлени параççĕ. Кунта вăл пилĕк çул тăрăшса паха опыт пухать.

Шăпа Юрий Степанов журналиста Чĕмпĕр облаçне те илсе çитерет. Кунти Чăнлă районĕнче тухса тăракан «Заря коммунизма» хаçатăн яваплă секретарĕнче вăй хурать, халăхпа хутшăнма ÿркенменскер, вырăнти çыравçăсемпе туслашать. РФ Журналистсен союзĕн членĕ В. Данилов 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнче, шăп та шай Юрий Петрович 60 çул тултарнă тĕле, «Ăсталăху çăлкуç пек вăйлă таптăр» ятпа «Ял пурнăçĕ» хаçатра статья пичетлесе кăларать.

1986 çулта çыравçă шăпи Ю. Листопада Шупашкар районне илсе çитерет. Кунта вăл 1986-2004 çулсенче районти радиовещани редакторĕнче, «Тăван Ен» хаçатăн яваплă секретарĕнче, редактор çумĕнче, çичĕ çул хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлесе сумлă йĕр хăварать, ырă ята тивĕçет. Вăл район хаçачĕн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ çулсенче «Тăван Ен» хаçатăн тематики анлăланать, содержанийĕ пуянланать, район хаçачĕсен хушшинче пахалăх енĕпе палăрать, республикăри тĕрлĕ конкурсра редакци пĕрре кăна мар малти вырăн йышăнать. Кÿкеçре ĕçленĕ çулсенче Ю. Степанов тĕп редактор общество ĕçне те хастар хутшăннă, Чăваш Республикин журналистсен союзĕн правлени членĕнче тăнă, 1990 çулта журналистсен пĕрлĕхне кĕнĕскер, журналистсен районти организацине ертсе пынă. Вăл – республикăри журналистсен союзĕн виçĕ съезчĕн делегачĕ.

2004 çулта Ю. Степанов çыравçă пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ тепĕр улшăну пулса иртет. «Хыпар» хаçата ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Чăваш халăх хаçатĕнче вăл пенсие тухичченех политика тата общество пурнăçĕн пайĕн редакторĕнче вăй хурать. Хăй профессиллĕ репортер, яваплă çыравçă пулнине тепĕр хут кăтартса парать.

Ю. Степанов пичет ĕçĕнче кăна мар, литературăра та палăрнă. Унăн хайлавĕсене шкул программисемпе вĕрентÿ пособийĕсене те кĕртнĕ. 1993 çулта чăваш журналисчĕсемпе писателĕсен псевдонимĕсене тĕпчесе «Алга, Ахах… Камсем эсир?» словарь-справочник пичетлесе кăларнă. «Хушма хушамат», «Халăхран тухнă ăсчах», «Тăван кĕтес пилĕпе» тата ытти кĕнекисем халăх хушшинче анлă сарăлнă. Пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕшĕн пилĕк медальпе чысланă. Вĕсен шутĕнче – Раççей космонавтика федерацийĕн «СССР летчик-космонавчĕ А.Г. Николаев», «Хĕç-пăшаллă вăйсене – 90 çул» медальсем. Унăн тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсем тата Диплом нумай: РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари департаменчĕн, Раççей олимп комитечĕн, тĕрлĕ министерствăпа ведомствăн тата ыт. те.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, ЧР ХИСЕПЛĔ ТАВРА ПĔЛŸÇИ, КИПЕККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости