Ăста класс

Эпĕ виççĕмĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн класра пурĕ 16 ача. Эпир питĕ туслă пурăнатпăр, тăрăшса вĕренетпĕр.

Класри тата шкулти тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăнатпăр. Уроксемпе кăна çырлахса лармастпăр, тĕрлĕ кружока çырăннă. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ класĕпех «Волшебная петелька» кружока çÿретпĕр. Унта эпир çекĕлпе çыхма вĕренетпĕр. Пире çав тери килĕшет. Кружока Татьяна Михайловна ертсе пырать.

Павел ШОРКОВ, 3-МĔШ КЛАСС

Ялти клубра та, Шупашкарта та

Акă пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленчĕ те. Кашни кун нумай çĕннине пĕлсе пытăмăр. Пире вĕрентекен Алена Олеговна Ильина уроксемпе кружоксене, тĕрлĕ мероприятие интереслĕ ирттерет. Кĕркуннехи пĕр хĕвеллĕ кун эпир тăван тавралăх урокне уçă сывлăшра ирттертĕмĕр. Анчахрах вара Çĕньялти клуба мультфильм курма кайса килтĕмĕр. Шупашкар хулинче пулма та ĕлкĕртĕмĕр эпир. Унта тăваттăмĕш классемпе ИЗО вĕрентекенĕ Оксана Юрьевна Петрова пычĕ. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пĕтĕм тĕнчипе паллă Ван Гог художникăн ÿкерчĕкĕсемпе килентĕмĕр.

Кĕркуннехи каникул вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Тата та чылай пĕлес, курас килет.

КАРИНА ПЕТРОВА, 4-МĔШ КЛАСС

Кам нимĕн те вĕренмест – çав ялан нăйкăш та кичем

Пĕлетĕр-и, эпĕ пĕрремĕш класс вĕренекенĕ! Пире Татьяна Анатольевна Пчелкина пĕлÿ парать. Класра – 19 ача.

Эпир час-часах шкулти библиотекăра пулатпăр. Кунта Н.М. Федорова пире интереслĕ кĕнекесемпе, вĕсен авторĕсемпе паллаштарать. Нумаях пулмасть Роман Сеф çырнă сăвăсемпе паллашрăмăр.

«Кам нимĕн те вĕренмест, çав ялан нăйкăш та кичем». Çакăн пек сăмахсемпе пире шкулти библиотекарь Надежда Михайловна Роман Сеф паллă кунĕнче кĕтсе илчĕ. Библиотекăра çутă та таса. Пирĕн валли ятарласа кĕнеке куравне тата ачасен çыравçине халалласа презентаци хатĕрленĕ. Çак литература кунĕнче эпĕ тата манăн юлташсем Роман Сеф çырнă сăвăсене пăхмасăр каласа патăмăр. Шапа хуранне алла тытса тинĕспе те калаçрăмăр, тĕлĕнтермĕшсемпе паллашрăмăр. Пире библиотекăри тĕлпулу питĕ кăмăла кайрĕ.

Эпир библиотекăна кашни кун çÿретпĕр. Кунта илемлĕ кĕнекесем, хаçат-журнал вулама, шашкăпа шахматла та выляма пулать, ачасем валли компьютер та пур. Кашни эрнере пĕр хутчен эпир, пĕрремĕш класра вĕренекенсем, библиотекăна литературăпа çыхăннă мероприятисене çÿретпĕр. Пире «Читай-ка» шутне те кĕртрĕç ĕнтĕ. Библиотекăна çÿреме пире Татьяна Анатольевна та хавхалантарать. Эпĕ кĕнеке вулама юрататăп, библиотекăра мана питĕ килĕшет.

КИРА КУЗЬМИНА, 1-МĔШ КЛАСС

Светопольский – çĕнĕ учитель

2015 çултанпа пирĕн шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен çĕнĕ учитель ĕçлет. Денис Владимирович Светопольский хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлет.

Кашни урока вăл ачасен пултарулăхне шута илсе ирттерет. Пулма пултаракан пĕтĕм йывăрлăха пĕлсе тăрать. Чылай урока вăйă майлăн ирттерме, ачасене интереслентерме тăрăшать. Урокри темăсене çăмăллăн ăнлантарать. Урок вăхăтĕнче никама та тунсăхлаттармасть. Денис Владимирович урокĕсенче яланах компьютерсемпе усă курать, акăлчан чĕлхиллĕ юрăсем тата текстсем итлеттерет. Урокрах тĕрлĕ ăмăрту ирттерет, класс тулашĕнчи занятисенче Европăри çĕршывсем çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслет, акăлчанла киносем кăтартать.

ВЕРОНИКА ИСАКОВА, 9-МĔШ КЛАСС

Интереслĕ çулçÿрев

Ĕç çыннин çулталăкне шута илсе пире Елизавета Валерьевна Борисова вĕрентекен Çĕньял тăрăхĕнче вырнаçнă предприятисемпе паллаштарма экскурсие илсе кайрĕ. Пушар хуралĕнче, йывăçсемпе ĕçлекен обществăра, колхозăн техника паркĕнче пултăмăр. Мĕн кăна курмарăмăр эпир унта? Уйрăмах арçын ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ ял хуçалăх техникисемпе паллашма. Пушар хуралĕнче пире пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Йывăçсемпе ĕçлекен предприятире пурасене епле туса хунине куртăмăр.

Каялла таврăннă чух ачасен паркĕнче тĕрлĕ вăйă вылярăмăр. Чуччупа ярăнтăмăр, çак япаласене те ĕç çыннин алли туса лартнă. Çын туни яланах хисеплĕ.

Экскурси пурне те питĕ килĕшрĕ.

АННА ИВАНОВА, 2-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости