Ăста педагог-химик

Хими промышленноçĕ пур отрасльпе те тенĕ пекех уйрăлми тачă çыхăннă. Вăл сиенлĕ те, çав вăхăтрах усăллă та пулма пултарать. Ку наука пирки пĕлĕве вара этем шкул саккинченех илет.

Шкул ачисене çак предметпа вĕрентнĕ Аверкий Андреевич Гарашкин 1918 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Атăлъял ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Андрей Алексеевич Гарашкин I Тĕнче вăрçинче юланутçă пулса çапăçнă. Вăл вулама-çырма пĕлнĕ, çавăнпа та ачисене те вĕрентме тăрăшнă. Малтанах Аверкий Гарашкин ялти пуçламăш шкулта, музыка шкулĕнче вĕреннĕ. 1932-1934 çулсенче Çÿлтикассинчи Çамрăк колхозниксен шкулĕнче ăс пухнă, ун хыççăн Ишлейри вăтам шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ – аттестатра пĕтĕмпех «5» паллă пулнă. Чăваш педагогика институчĕн естествознанипе хими факультетне вĕренме кĕресси çавăнпа та чăрмав кăларса тăратман. 1942 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче аслă пĕлÿллĕ педагог пулса тăрать. Унтан хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте ĕçлет. Çав çулах çамрăка Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Аверкий Гарашкин малтанах рядовой, унтан курсант пулса Красноармейск хулинчи стрелоксен 1-мĕш запаслă полкĕ çумĕнчи курсантсен шкулĕнче вĕреннĕ, çар тивĕçне унта пурнăçланă.

1942 çулхи майăн 23-мĕшĕнче вăрçă хирĕнче йывăр контузи илнине пула салтака çар тивĕçĕнчен хăтарса киле яраççĕ. Вăрçăран таврăнсан тÿрех ăна Чулхулари шыв çул транспорчĕн участокне мобилизацилеççĕ. Виçĕ çул хушши, 1943-1946 çулсенче, вырăнти «Богатырь» колхозра счетовод, колхоз председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă. Çапах та чунĕ ачасене вĕрентес ĕçех туртăннă. Аверкий Андреевич 40 çула яхăн кÿршĕлле Муркаш районне кĕрекен Шомик шкулĕнче ачасене биологипе хими предмечĕсене вĕрентет. 1948 çулхи сăн ÿкерчĕкре вăл – вĕренекенĕсен хушшинче. Çывăхра пулнă май вăл шкула Атăлъялпа Хорнсор ачисем те вĕренме çÿренĕ, халĕ те çÿреççĕ. Ăста педагог ачасене çут çанталăка юратма хăнăхтарнă. 0,8 га çĕр çинче панулми сачĕ паха çимĕç кÿнĕ. Пĕтĕмпе 175 улмуççи, пахча хĕррисене 100 хыр лартса çавăрнă вăл. Сыхланса юлнă йывăçсем халĕ те кашни кĕркунне ачасене савăнăç кÿреççĕ. Аверкий Гарашкин педагог шкулта пахча çимĕçе акса, вăхăтра им-çамласа, туса илес вĕрентĕве опытсем çинче никĕсленĕ. Сăнавсене вĕренекенĕсене явăçтарнă. «Çамрăк натуралист-агрохимик» кружока ăнăçлă ертсе пынипе пĕрлех çак хушăра икĕ теçетке çула яхăн профком, «Хĕрлĕ Хĕреспе» «ДОСААФ» обществăсен председателĕнче, агитаторта тăрăшнă. 27 çул тăван колхоза пыл хурчĕсене ĕрчетсе пулăшнă. Аверкий Андреевич халăх вĕрентĕвĕн тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ЧАССР вĕрентÿ министерствин Хисеп хутне (1960), «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» (1964) палла тата 5 медале — вĕсен хушшинче «1941- 1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн» (1993) медаль те – тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ Евдокия мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Шăпах 10 çул каялла, 2006 çулхи майăн 11-мĕшĕнче, Аверкий Андреевич пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Халĕ унăн тĕп килĕнче ывăлĕн çемйи пурăнать.

Ашшĕн ĕçне хĕрĕ Альбина малалла тăсрĕ. Альбина Гарашкина И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИ-ĕн биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухсан 30 çул Кăшавăш шкулĕнче ачасене пĕлÿ пачĕ. Гарашкинсен химипе биологи ăслăлăхĕпе педагогикăри стажĕ 68 çулпа танлашать. «Халĕ Кăшавăш шкулĕнче манăн вĕренекен Светлана Николаева биологипе хими предмечĕсене вĕрентет. Тепĕр вĕренекен Оксана Завожина вара Шупашкарти шкулта çав предметсемпех ачасене пĕлÿ парать», – терĕ кăмăллăн Альбина Аверкиевна.

Аверкий Гарашкин — вырăнти химик – ячĕ Атăлъялти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă «Мăнаçлă салтак» çумĕнчи асăну хăми çинче те ĕмĕрлĕхех çырăннă. Çакăн пек йĕр хăварнă вăл хăйĕн пурнăçĕнче.

Сăмах май

Майăн 29-мĕшĕ – Химик кунĕ. Уява СССР Президиумĕн Аслă Совечĕн 1965 çулхи майăн 10-мĕшĕнчи указĕпе кашни çулах çак уйăхăн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости