Ăшă каç асра юлĕ

Тутаркасси поселокĕнчи шкула пĕтернĕренпе 35 çул çитнине паллă туса эпир, пĕр класра вĕренекенсем, тĕл пулу йĕркелерĕмĕр.

Алла чечек çыххисем тытса пĕрремĕш вĕрентекен – Клара Борисовна Алмазкина – патне çул тытрăмăр. Унăн çурчĕ патне çитсен пурте харăссăн, хыттăн ăна ятран чĕнтĕмĕр. Вăл балконран пире курсан тĕлĕнсе кайрĕ. Хĕпĕртенине пытармасăр савăнса кулса ячĕ. Хăвăртрах урама тухрĕ те эпир ăна саламласа чечек çыххисем тыттартăмăр.

Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне хĕл кунĕсенче киле саланас умĕн пире, шăпăрлансене, шăнса ан чирлеччĕр тесе Клара Борисовна тумтирĕн çÿлти тÿмисене тÿмелесе яратчĕ. Çавăнпа та эпир ăна пĕр шухăшлă пулса ăшă та çемçе утиял парнелес терĕмĕр.

Эпир 15-ĕнччĕ: Инна Васильева, Олег Васильев, Ира Ильина, Феоген Иванов, Борис Иванов, Любовь Мочалова, Людмила Николаева, Татьяна Петрова, Геннадий Яковлев, Вячеслав Филиппов, Татьяна Захарова, Нина Сергеева тата эпир, Юрийпе Валентина Ильинсем. Пурте пĕр пулса çанталăк илемĕпе киленсе йывăçсен айĕнче сĕтел хатĕрлерĕмĕр.

Чи малтан Клара Борисовна сăмах илчĕ. Эпир ăна тимлĕн, шыв сыпнă пек итлесе лартăмăр. Пĕр класра вĕреннисем те пĕрин хыççăн тепри иртнĕ вăхăта аса илсе сăмах каларĕç. Шÿтлесе те илтĕмĕр, сăн-пит çинче пурин те йăл кулă вылярĕ. Çак ăшă та тÿлек каç Клара Борисовна пирĕнпе пĕрлех савăнчĕ. Ташларăмăр, пурте пĕрле савăнтăмăр, асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Çак çуллахи ăшă каç пирĕн туслă класс ачисемшĕн те, вĕрентекеншĕн те нумайлăха асра юлĕ тесе шухăшлатăп.

ВАЛЕНТИНА ИЛЬИНА, ТРЕНККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости