«Çаклан пулă, вĕтти те, шултри те…»

Ас тăватăр-и, вырăс халăхĕн юмахне – кашкăр хÿрине вакка янă та «Çаклан, пулă, çаклан, вĕтти те, шултри те, çаклан!» – тесе юрласа ларнă. Иртнĕ канмалли кунсенче Атайкасси ял тăрăхĕнчи Сархурăн ялĕнчи пĕвене пуçтарăннă пулăçсем пулла йыхравланă е çук – ку вăрттăнлăх, çапах та «Тытăн, пулă!» район шайĕнчи турнир хаваслă та тухăçлă иртнĕ.

Унта хутшăнма кăмăл тăвакансене юрă-ташăпа вырăнти «Атай» фольклор ансамблĕ тата «Девчата» ташă ушкăнĕ кĕтсе илнĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Башкиров пулăçсене саламланă май турнир темиçе çул каялла аталанса çулсерен вăй илсе пынине, нумай çын хутшăннине палăртнă. Çавăн пекех вăл ял халăхĕ ăшă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнине, мероприятие çÿллĕ шайра ирттерме çынсем хаваспах пулăшнине палăртнă.

Пухăннисене тупăшура ăнăçу сунма «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн директорĕ Сергей Тунгулов, унăн çумĕ Павел Цветков сăмах илнĕ. Вакран чи нумай пулă туртса кăларса – 3530 г – Лапсар ял тăрăхĕнчи Хурăнлăх ялĕнче пурăнакансем палăрнă. «Кил хуçисем» 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, кÿкеçсем – 3-мĕш.

Тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртнă пулăçсен турнирĕнче: чи пысăк пулă Кÿкеçри Анатолий Федотов вăлтине çакланнă, чи пĕчĕккине вара Атайкасси ял тăрăхĕнчи Артем Милидонов туртса кăларнă. Вакă шăтарассипе Лапсар ял тăрăхĕнчи Сергей Яковлев палăрнă. Чи çамрăк пулăçă ятне 3 çула çитмен Иван Польков (Атайкасси ял тăрăхĕ) тивĕçнĕ, чи асли вара Кÿкеç поселокĕнче пурăнакан Владимир Сорокин пулнă. Турнир çĕнтерÿçисене райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев тата Юрий Башкиров парнесемпе, дипломсемпе чысланă.

Кил хуçисемпе хăнасем вырăнти пултаруллă хĕрарăмсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, техĕмлĕ шÿрпепе – пулăçăсен ăмăртăвĕ унсăр пулать-и вара – сăйланнă.

Вера Шумилова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости