Çара – контрактпа

Ытти çамрăк пекех, Юра Никитинăн та кăçал салтака кайма ят тухрĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕн 19 çулти яшĕ вăрман техникумне пĕтернĕ хыççăн вăхăтлăх службăра тăмасăрах тÿрех контрактпа çара кайма тĕллев лартнă. 2017 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин профессилле вăтам пĕлÿллĕ призывниксене те контрактпа хĕсметре тăма ирĕк паракан закона алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн халĕ унăн та çакăн пек май пур. Июнĕн 5-мĕшĕнче Кÿкеçри çар ĕç комиссариатĕнче пулас салтаксем контрактпа çар службинче тăракансемпе тĕл пучĕç.

«Çулталăк автоматпа чупса казармăра пурăнас вырăнне 24 уйăх контрактпа служба ирттерсе укçа-тенкĕ илсе тăма пулать, – ăнлантарчĕ Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи çар комиссариачĕн ертÿçи Александр Кочуров çамрăксене мĕнле службăна суйласси пирки тĕплĕн шухăшлама сĕнсе. – Çар чаçĕнче призывниксем 3 уйăх пыракан тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн служба условийĕсем кăмăла кайсан 24 уйăхлăха контрактпа килĕшÿ тума пултараççĕ. Енчен те призывник тĕрĕслев срокне ăнăçлă вĕçлеймесен каччă 12 уйăх хĕсметре тăрса çĕршыв умĕнчи тивĕçе татать». Тĕл пулăва килнĕ ытти район каччисем, çар тивĕçне контрактпа пурнăçлакан, хăйсен хĕсметри пурнăçĕ пирки каласа кăтартрĕç.

Акă Муркаш районĕн 20-ри каччи Даниил Храмов Цхинвалта (Кăнтăр Осети) контрактпа службăра тăрать. 2015 çулта вăл пĕрле службăра тăракансемпе халăхсен хушшинчи «Танк биатлонĕ» конкурса хутшăннă, Ангола, Венесуэла, Кувейт, Монголи, Никарагуа, Армени, Таджикистан, Инди тата Киргизи командисемпе Алабинора (Мускав облаçĕ) ăмăртнă. РФ тип çар вăйĕсен главнокомандующийĕ Олег Салюков генерал-полковник «Суворовский натиск» конкурсри «Хăваласа харпăр хăйшĕн пĕрремĕш вырăншăн» номинацире çĕнтернĕшĕн РФ тип çар вăйĕсен командине, пехота çар машинин экипажне – БМП командирне Евгений Зимин сержанта, Владимир Литовченко наводчик-оператора, Даниил Храмова механик-водителе УАЗ «Патриот» автомашинăсен уççисене панă. Контракт службине чăваш каччи ултă кунлă ĕç эрнипе танлаштарчĕ.

Çак тĕл пулăва килнĕ Патăръел районĕн каччи Евгений Петров та çар тивĕçне контрактпа пурнăçлать. Ăна малалла тăсса Таджикистана каяс шухăш пуррине пĕлтерчĕ вăл.

«Призывпа пĕр çулталăк кăна хĕсметре тăма тивнĕрен сирĕнтен чылайăшĕ çар тивĕçне контрактпа пурнăçлама май пурри пирки аса та илмест. Анчах та суйлавăн ытти критерийĕ призыв служби майлă мар», – терĕ контрактпа çара суйлакан пункт офицерĕ Игорь Иванов аслă лейтенант çамрăксене контракт тата призыв службисем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăнине ăнлантарса. Чи малтанах контрактпа хĕсмете кайсан ăçта службăна тăрассине суйлама ирĕк пуррине палăртрĕ вăл. Призывпа кайнă чухне çакăн пек ирĕке памаççĕ. Çулталăклăха салтак аттине тăхăннă каччă казармăра пурăнать. Хăш чухне унта темиçе рота вырнаçать. Ротăра – çĕре яхăн салтак. Тĕрлĕ регионти, тĕрлĕ çемьери, тĕрлĕ воспитани илнĕ çынсен пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупма тивет. Контрактник вара 4-6 çын пурăнакан пÿлĕмре служба хыççăн канать. Чылай чухне салтаксем хваттер йышăнса унта темиçен пурăнаççĕ. Хваттершĕн тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне çĕршыв каялла тавăрса парать. Ку, паллах, казармăра пурăннинчен лайăхрах. Ĕç кунĕ контрактпа службăра тăракансен эрнере ултă кун чухлĕ, вăл 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен тăсăлать. Призывпа салтака кайнисен вара 6 сехетрех ура çинче пулмалла. Çывăрма вара вĕсем каçхи вунă сехетре кăна выртаççĕ. Контрактниксен чаçрен тухма юрать пулсан, призывниксен ун пек ирĕк çук, канмалли кунсенче те вĕсем яланах казармăра.

Пулас салтаксене кăсăклантаракан тепĕр ыйту шалупа çыхăннă. Призывниксем уйăхне икĕ пин тенкĕ илеççĕ пулсан, контрактниксем – 20 пин тенкĕ ытла. Кунсăр пуçне контрактпа службăра тăракансен отпуск (30 талăк) та пур. Çул çинчи кунсене те отпуск çумне хушаççĕ. Вăтам пĕлÿллĕ контрактниксем вĕрентÿ заведенине куçăмсăр майпа вĕренме кĕрсе тÿлевсĕр аслă пĕлÿ илееççĕ. Сесси вăхăтĕнче вĕрентÿ отпускĕ пур. Малалла та пурнăçне çарпа çыхăнтаракансем çар ипотекипе усă курса çĕршыври кирек хăш регионта та хваттер туянма сертификат илме пултараççĕ. Паяхи куна вăл 3 млн яхăн тенкĕпе танлашать. Çак çăмăллăхпа иккĕмĕш контрактăн виççĕмĕш çулĕнчех усă курма май пур. Пенсие тухсан çак хваттер çар çыннине куçать.

«Контрактпа службăна тăрсанах тÿрех ăçта та пулсан çапăçма яраççĕ тесе шухăшлать чылайăшĕ. Анчах та çак шухăш чăнлăхпа тÿр килмест», – терĕ Игорь Иванов çамрăксене контрактпа службăра тăма хăрамалла маррине палăртса. Çапăçу хирне салтака хăй ирĕкĕпе, килĕшĕвĕпе кăна яраççĕ. Çамрăксем контрактпа хĕсметре тăма хатĕррипе хатĕр маррине палăртса хăйсен шухăшĕсене июнĕн 30-мĕшĕччен пĕлтерĕç. Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи çар комиссариачĕн призыв комиссийĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Валерий Николаев яваплă утăма палăртма вĕсене шăпах çак кунччен вăхăт панине пĕлтерчĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости