Çимĕк çичĕ тĕспе палăрса тăрать

Çимĕк… Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк та анлă. Çимĕк кун кашниех хăй çуралнă тăрăхне çитсе тăванĕсемпе тĕл пулма тăрăшать, çут тĕнчерен уйрăлнă çывăх çыннисене çăва çинче аса илет. Ватăсем çимĕкчен çичĕ тĕслĕ курăк çимелле, çичĕ хут шыва кĕмелле, çичĕ тиха курмалла, çичĕ тĕрлĕ курăк шывĕпе çăвăнмалла тесе ахальтен каламан, мĕншĕн тесен çимĕкре курăк сиплĕхĕ çичĕ хут ÿсет.

Паянхи кун çак йăласем манăçа тухса пыраççĕ, анчах пур çĕрте те мар. Нумай пулмасть Янашкассинче пурăннă тыл ĕçченне, Марина Зиновьевна Васильевăна, юлашки çула ăсатрăмăр. Вăл 96 çула кайнăччĕ. Çак çула çитнин вăрттăнлăхĕ мĕнре пулнă-ши унăн? Манăн шухăшăмпа – сиплĕ курăксемпе усă курма пĕлнинче. Вăл медицина ĕçченĕ пулнă май тĕрлĕ курăкпа усă курнине пĕрре мар каласа панăччĕ. Халĕ шухăшлатăп та, курăк сиплĕхĕ чăнахах пур, вĕсемпе тĕрĕс усă курмалла, вара вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулать.

Çимĕк кунĕнче кашниех хăйсенчен уйрăлса кайнă тăванĕсем, хаклă çыннисем патне çул тытать. Çак кун эпир çывăх çыннăмăрсене чи ăшă сăмахсемпе асăнатпăр. Çимĕкчен кашни вил тăприне йĕркене кĕртмелле, тасатмалла. Эрех-сăрапа ашкăнмалла мар, хамăра йĕркеллĕ тытмалла çăва çинче. Нумай чухне урăхла ÿкерчĕк куç умне тухса тăрать – вил тăприсем çине пăхсан чун ыратать. Çăвасенче йывăçсем хунаса кайрĕç, вĕсене касса тирпейлесе пытармалли вырăнсем тăвасси çинчен те манмалла мар.

Çăва – сăваплă вырăн, ун çинчен яланах асра тытмалла, çимĕк кун анчах мар. Çимĕк умĕн пуçтарнă çÿп-çап куписем те çывăхра выртни вырăнлă мар.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости