Çам­рăк амă­шĕ ша­нă­çа тÿр­ре кă­ла­рĕ-­ши?

Шем­шер ял тă­рă­хĕн­че выр­наç­нă çак çурт­ра амă­шĕ пул­ма ха­тĕр­ле­не­кен çам­рăк хĕ­ра­рăм пу­рă­нать. Сен­тябрь уйă­хĕн­че çу­рал­мал­ли ачан аш­шĕ те пур-­ха, ан­чах йы­вăр­лă­ха лек­нĕ çемье шă­пи­не ку ни­хăш ен­чен те çă­мăл­лат­масть.

Пы­сăк хы­рăм­па та­та ÿсĕр-и?

Кун­та газ та, элект­ри­чест­во та çук, хĕле валли вутă та хатĕрлемен, çурт кĕç-­вĕç йă­тăн­са анас пе­кех. Ку уйăх вĕ­çĕн­че аш­шĕ­пе амă­шĕ пул­са тă­нă хыç­çăн Са­ра­тов­сем пеп­ке­не çак çурт­ра мĕн­ле çи­тĕн­те­рес­си пал­лă мар.

Ку ый­ту паян влаç ты­тă­мĕн предс­та­ви­те­лĕ­сен­чен пуç­ла­са ача çуратасса сехĕрленсе кĕтекен  тух­тăр­сем та­ра­нах шу­хăш­лат­та­рать. Вăл ва­ра тĕ­рĕс­си­пе икĕ çул каял­лах, çам­рăк хĕ­ра­рă­мăн амă­шĕ пур­нăç­ран син­кер­лĕ уй­рăл­сан, пуç­лан­нă. Çу­лĕ­сем çит­мен­ни­не пу­ла ун чух­не Еле­на хă­йĕн тă­ва­тă пĕр тă­ван йă­мă­кĕ­пе шăл­лĕ­шĕн амăш­не улăш­та­рай­ман – опе­кă­па по­пе­чи­тель ор­га­нĕ пĕ­чĕк ача­се­не ус­ра­ва Шĕнер­пуç тă­рă­хĕн­чи урăх çемье­не па­нă. Çап­ла ача­сен­чен чи ас­ли пĕч­че­нех тăр­са юл­нă. Вă­хăт ну­маях та ирт­мен, çав çурт­ра вăл Шор­че­кас­си çам­рă­кĕ­пе пу­рăн­ма ты­тăн­нă. Шкул хыç­çăн пĕ­лĕве тăс­ма ĕл­кĕ­рей­мен, ура çине çи­рĕп тă­рай­ман хĕр­шĕн хăй çие юл­ни­не пĕл­ни, пал­лах, кĕт­мен­лĕх пул­нă. Ун­сă­рăн вăл сыв­лăх­не тĕ­рĕс­лет­тер­се тă­ма учас­ток­ри боль­ни­цă­на тă­тă­шах пыр­са çÿ­рĕч­чĕ. Ту­тар­кас­син­чи сыв­лăх сых­лав уч­реж­де­ни­йĕ çум­не çи­рĕп­лет­нĕ ăна, ан­чах та кун­та тух­тăр­сем хĕ­ре хă­çан юлаш­ки хут кур­ни­не те ас ту­маç­çĕ. Ун­та ин­çе те­сен çы­вăх­ра выр­наç­нă ФАПа та пул­сан кĕр­ке­ле­се тух­ма май пур ĕн­тĕ. Ан­чах унăн заве­дую­щи­йĕ Еле­нă­па паян­хи кун та пĕр чĕл­хе ту­пай­масть – пу­лас амă­шĕ çын­сем­пе те кăнт­там, ур­лă-­пир­лĕ ка­ла­çать-­мĕн. Ку кă­на та мар, ну­май пул­масть пы­сăк хы­рăм­лăс­ке­ре ял­та ÿсĕр çÿ­ре­ни­не кур­нă. Сас-­ху­ра­на çи­рĕп­ле­тес шут­па эпир ял ста­рос­ти­пе çы­хăн­тă­мăр. Вăл ка­ла­нă тă­рăх, ял­ти ха­лăх чă­нах та çап­ла ка­ла­çать, ан­чах та хăй çак­на кур­ман. Ап­ла-и, кап­ла-и – çак сă­мах по­ли­цин учас­ток­ри упол­но­мо­чен­нă­йĕн хăл­хи­не те кĕ­нĕ. Олег Тун­гу­лов «Тă­ван Ен» ха­çат ре­дак­ци­йĕн ый­тăв­не ху­рав­ла­нă май çа­кăн пир­ки ШĔМĕн Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи па­йĕн çул çит­мен­ни­сем­пе ĕç­ле­кен уй­рăм­не пĕл­тер­ни­не ка­ла­нă – Еле­нă­на та­та унăн пу­лас çемйи­не ÿлĕм­рен куç­ран вĕ­çерт­ме­сĕр сă­наç­çĕ.

Шем­шер ял тă­рă­хĕн­че пул­нă май ха­çат кор­рес­пон­ден­чĕ­сем  ла­ру-­тă­ру­па тĕп­лĕн кă­сăк­лан­нă. Еле­на пу­рă­на­кан çурт­ра вĕ­се­не ха­пăл пул­ман, те­ле­фон­па шăн­кă­рав­ла­сан та ка­ла­çу сы­пăн­ман.  Ап­ла пу­лин те кил-­çур­та пăх­са çав­рăн­ни пĕр пĕ­тĕм­ле­тÿ пат­не кă­на ил­се çи­тер­нĕ: кун­та пĕ­чĕк ача­на çи­тĕн­тер­ме май çук. Пах­ча­ра мăян каш­лать, çам­рăк ху­çа арăм ун­та пĕр тĕп пах­ча çи­мĕç те ларт­са çи­тĕн­те­рес­шĕн мар. Ял-­йыш хĕр­хе­нет çам­рă­ка, ан­чах ни­мĕн­пе те пу­лă­шай­масть. Еле­на шу­хă­шĕ­пе ва­ра çак­на вал­ли çын­сен май та çук мар – «­чун хы­тă­лăх­не», «­вĕ­сен хуй­хи­не ăн­лан­ман­ни­не пу­ла кă­на айк­кин­че пăх­са тă­раç­çĕ». Çа­кăн­шăн ÿп­ке­ле­шет те хĕр – ял-­йыш пу­лăш­ман­шăн. Ан­чах ялта кун­па ки­лĕ­шес­шĕн мар. «Хăй­се­не вал­ли çĕр ул­ми те ту­са илей­меç­çĕ те – эпир айăп­лă мар», – теç­çĕ вĕ­сем. «А­пат-­çи­мĕç çи­те­лĕк­сĕр пул­сан йыт­ти­не мĕн ту­ма ты­таç­çĕ-­ши та­та? Ăна мĕн çи­те­реç­çĕ?», – кă­сăк­лан­нă «Тă­ван Ен» кор­рес­пон­ден­чĕ­сем. Ху­рав ан­сат: «Йы­тă ял­ти чăх­сен мăй­не пăв­са тă­ра­нать».

Ял-­йыш вĕ­сен хуй­хин­чен аяк­ра?..

Ял тă­рăх пуç­лă­хĕн Сер­гей Авер­кие­вăн шу­хă­шĕ­пе ва­ра çак пу­лă­шу­сăр­лăх айă­пĕ Еле­нă­па унăн пу­лас ачин аш­шĕн­чех. «Вĕ­се­не пу­рăн­мал­ли ус­ло­ви­се­не пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕ­пе ла­йăх­лат­маш­кăн че­ре­те те тă­рат­ма пу­лĕч­чĕ, ан­чах  до­ку­мент­се­не йĕр­ке­не кĕрт­се пуç­тар­ма вас­ка­ман­ни кă­на ура ху­рать», – çап­ла ăн­лан­тар­нă жур­на­лист­се­не Сер­гей Юрье­вич. Ачан пу­лас аш­шĕ ĕç вы­рă­нĕ туп­ма вас­ка­ман­ни те ки­лĕш­мест вы­рăн­ти хăй ты­тăм­лăх уп­рав­ле­ни­йĕн ер­тÿ­çи­не. Тă­рăх­ра прес­туп­ле­ни­сен-­йĕр­ке­не пăс­нă тĕс­лĕх­сен ста­тис­ти­ки шă­пах ĕç­сĕр­ри­сен шу­чĕ­пе ÿсет те. Паян­хи кун тĕл­не кил-­тĕ­рĕ­шĕн­чи йы­вăр ла­ру-­тă­рă­ва пу­ла ырă мар ят­ли­сен йыш­не лек­нĕ çемье­сем Шем­шер ял тă­рă­хĕн­че 8. Вĕ­сен­чен 7-­шĕн­че çул çит­мен ача­сем çи­тĕ­неç­çĕ. Ен­чен те çемье пур­нă­çĕн­че тă­рă­шу­лăх кă­тарт­ма­сас­сăн, пу­лас­лă­ха хăй ек­ки­пе яр­сан çак йы­ша хă­йĕн ачи­пе Еле­на та кĕ­ме пул­та­рать. Опе­кă­па по­пе­чи­тель  ор­га­нĕ­сем ха­лех чан çа­паç­çĕ. Ача çу­рал­нă хыç­çăн ла­ру-­тă­ру та­тах та кăт­кăс­ла­нать.

Е­ле­нăн амă­шĕ те вар­та пеп­ке тĕ­вĕ­лен­сен тух­тăр пат­не çÿ­ре­мен­ни­не, уче­та тă­ман­ни­не вы­рăн­ти фельд­шер та суй­ма па­мĕ. Ап­тă­ра­нă хыç­çăн тин «­вас­кав­лă пу­лă­шу» чĕн­нĕ. Ун чух­не, те­ми­çе çул каял­ла, çак сăл­тав­пах ача çут тĕн­че­не ви­лĕ кил­нĕ. Ку син­ке­ре, пал­лах, ха­лĕ ни­кам та аса ил­мест. Ан­чах та ача­сен тă­ван аш­шĕ-а­мă­шĕн йă­нă­шĕ­сем тă­рăх мар тăк ка­мăн­ни­сен­чен пур­нă­çа вĕ­рен­мел­ле-­ха?

Ре­дак­ци­рен: ăн­лан­мал­ла сăл­та­ва пу­ла ят-­шы­ва улăш­тар­нă, ма­те­риа­ла ха­тĕр­ле­се пĕ­тер­нĕ тĕ­ле ла­ру-­тă­ру­па кă­сăк­лан­нă май Еле­на Са­ра­то­ва ти­нех пас­порт ту­тар­ни, пеп­кин та­та хă­йĕн сыв­лăх­не сă­на­са тă­ма боль­ни­цă­на çÿ­ре­ме ты­тăн­ни пал­лă пул­чĕ. «Я­па­ла­се­не çу­са çак­нă, çур­тĕн­че тир­пей­лĕч­чĕ», – пĕл­тер­чĕç шан­чăк­лă çăл куç­сен­чен.

Таи­сия Кро­то­ва

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости