Çамрăксенче пуласлăх е ват лаша йăрана пăсмасть

«Тырă шăтса тухнине курсанах чунăм савăнать», – тет Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра агрономра тăрăшакан Роман Федоров. Тÿрех паллă, çĕре юратать, çакнашкал çынсенчен çеç çакăн пек сăмахсем илтейĕн.

Яла килĕштернĕ

Апашра çуралса саларах çитĕннĕскершĕн хресчен пурнăçĕ питĕ çывăх. «Ачаллах комбайн çинче ларса çÿренĕ», – темиçе çул каялла таврăнса каласа парать Роман. Алла аттестат илсен вара ăçта вĕренме каясси пирки ыйту та тăман, тÿрех ял хуçалăх академине çул выртнă. Аслă пĕлÿ илнĕ, практикăсене çÿренĕ май çамрăкăн яла таврăнса пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарас ĕмĕт çултан-çул вăйланнă. Диплом илсен пурнăçлама пултарнă та вăл ăна. Çулталăк çурă ĕнтĕ вăл Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра тăрăшать. Каламасăрах паллă, çур аки тăвасси, лайăх тыр-пул пухса кĕртесси агрономран нумай килет. Çавăнпа та çурхи акаран пуçласа тыр-пула пÿлмене кĕртичченех унăн сывлăш çавăрма та вăхăт сахал. Роман ир-ирех ура çинче. Халĕ ĕççи вăхăчĕ: курăк çулаççĕ, сенаж хываççĕ. «Ултă сехетре ĕç кунне пуçлатăп», – хăйĕн кун йĕркипе паллаштарать çамрăк специалист. Ăна миçере вĕçлесси пирки вара калама та хĕн. Хиртен юлашки техника ансан çеç киле кайма тухать иккен. Вăл вара хăть миçепе те танлашма пултарать: каçхи 8, 9, 10 сехетпе…

Роман специальноçпа нумай вăхăт вăй хумасть пулин те хăйĕн ĕçĕпе, коллективпа кăмăллă. Малтанхи тапхăрсенче çеç йывăрлăхсемпе тĕл пулнине пытармасть. Пуринчен ытла ăна ялта пурăнма килĕшет. «Хулара кăкăр тулли сывлăш çавăрма та йывăр», – тет çамрăк кăшт кулкаласа.

Çĕнĕ техникăпа лайăхрах

Шăнкасра пурăнакан Василий Николаев вара асăннă хуçалăхра механизаторта чылай çул тăрăшать. «Çĕр çинче ĕçлеме килĕшет», – хуравлать вăл мĕншĕн çак профессие суйласа илнĕ тесен. Эпир хире пынă чухне вăл Дон 680М комбайнпа ĕçлетчĕ. Василий каланă тăрăх, вăл питĕ меллĕ, управленийĕ ансатрах, кунсăр пуçне тата кабинăра кондиционер пур. Шăрăх çанталăкра çакăнтан ырри мĕн пултăр?! Тĕрĕссипе каласан, унран та нумай килет-çке çуллахи пăчă вăхăтри ĕç тухăçлăхĕ.

Ытти чухне Василий тракторпа вăй хурать. 30 çул пĕр тракторпа çÿренĕ вăл, нумаях пулмасть ăна çĕннине туянса панă. Уншăн савăннă çĕр ĕçченĕ. Унта та кондиционер пур иккен. Василий пысăк опыт пухнă пулин те кашни кун яваплăха туйса тăрăшать. Акă халĕ вĕсем выльăх апачĕ валли курăк çулаççĕ. «Питĕ тимлĕ пулмалла, юнашарти машинăпа пĕрешкел пымалла, курăка чăхăмласа кĕрсе каяссинчен асăрханмалла», – кĕскен каласа парать механизатор. Вăл нумай сăмах вакламасть пулин те, тÿрех сисĕнчĕ: хăйĕн профессине чунĕпе парăннă.

Вулакансене эпир икĕ çĕр ĕçченĕпе паллаштартăмăр: пĕри – çамрăк, тепри – пысăк опыт пухнăскер. Ман шухăшпа, вĕсенчен иккĕшĕнчен те ырă тĕслĕх илмелли пурах. Романран аслă пĕлÿ илсе ĕçлеме яла таврăннăшăн, пысăк укçа шыраса аякка ăнтăлманшăн; Василийрен вун-вун çул çĕре парăнса ĕçленĕшĕн. Çакăн евĕр специалистсем пур чухне ял та, ял хуçалăх предприятийĕ те çĕр çинчен çухалмĕ-ха.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости