Çамрăксен правительстви йыхравлать

— Районта çамрăксен правительстви ĕçленине илтнĕччĕ, унăн йышне миçе çултисем кĕме пултараççĕ?

Вероника ПЕТРОВА, Кÿкеç

Максим АНИСИМОВ, райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн специалист-эксперчĕ:

– 2007 çултанпа Шупашкар районĕнче çамрăксен правительстви ĕçлет. Унăн йышне районта пурăнакан 18-30 çулсенчи çамрăксем кĕме пултараççĕ. Кăсăклантаракан ыйтусемпе райадминистрацие 2-14-82 номерпе шăнкăравлама е chmolod@cap.ru адреспа электрон почтăна çыру яма пултаратăр.

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости