Çамрăк салтакран – тав сăмахĕ

Афган вăрçин, сывлăш десант çарĕсен ветеранĕ Геннадий Орлов районта çар темипе иртекен тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятие час-часах хутшăнать, унăн ят-хушамачĕ район историйĕнче çырăнса пырать. «Тăван Ен» хаçат 2015 çулта сайт урлă ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕпе вăл «Çулталăк çынни» ята та тивĕçрĕ. Паллах, ахальтен мар. Мĕншĕн? Пире интереслентерекен ыйтăвăн хуравĕсене унпа калаçса ларнă май тупрăмăр.

– Геннадий Леонтьевич, çамрăксене çарпа патриотизм воспитанине парас ĕçре тÿпе хывасси, çак енĕпе районта ĕçсем туса ирттересси мĕнпе çыхăннă-ха? Ку тивĕçе мĕншĕн хăвăр çине илнĕ?

– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çулсерен сахалланса пыраççĕ, тантăшсем те, Афган вăрçине хутшăннисем, пилĕк теçетке урлă каçрĕç. Вăхăт иртсе пынă май чи кирлĕ тивĕçе – çамрăксем патне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки кăна мар, ытти хирĕç-тăру пирки те тĕрĕс информацие çитерессине – пурнăçласшăн. Афган вăрçи хыççăн унпа çыхăннă тĕрлĕ хыпара илтме тÿр килчĕ, çав шутра вăл йăнăш утăм пулнине те. Чăннипе вара лару-тăру мĕнле пулнă? Çакна ăнлантарасшăн та эпир. Афганри хирĕç-тăрăва хутшăннă салтаксем тăван çĕршывăн кăнтăр енне сыхланă, Совет Союзĕн салтакĕсене унта ним çукран кĕртсе яман. Эпир мар тăк урăххисем кĕнĕ пулĕччĕç…

Çак тата ытти самант пирки çитĕнекен ăру тĕрĕс ăнланса, арçын ачапа хĕрачасем пĕчĕкренех патриотлăх туйăмне ăша хывса ÿсчĕр – çакă пĕлтерĕшлĕ те сăваплă тивĕç. Çавăнпах ĕнтĕ эпир – тĕрлĕ хирĕç-тăрăва хутшăннă ветерансем – чылай мероприятие çÿретпĕр, шкулсенче ачасемпе калаçусем, ăмăртусем ирттеретпĕр.

– Эсир ку енĕпе пĕр çулталăк кăна мар ĕçлетĕр. Ахăртнех пĕрремĕш çимĕçсем пирки те калаçма пулать?

– Кăшавăш шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ Ленинград облаçĕнче çар службинче тăракан Николай Георгиев шăнкăравларĕ çак кунсенче, хăй вăхăтĕнче ăс панăшăн, салтака кайма хавхалантарнăшăн унран тав сăмахĕсем илтмешкĕн питĕ кăмăллă пулчĕ. Икĕ çул «Синева» çарпа спорт клубĕн лагерĕнче 10-шар кун пурăнчĕ вăл, унти çар пурнăçне çывăх йĕрке витĕм кÿнех иккен ăна. Арçын ачасенчен çакнашкал сăмахсем илтетĕн те чăннипех те чун савăнать, эппин тăрăшни харама кайман. Сăмах май каласан, асăннă клуба çÿренĕ яшсенчен чылайăшĕ хĕсмете кăмăлпах кайрĕ.

Пĕтĕмлетÿсем пирки калаçма иртерех пулин те ырă улшăнусем пуррине çакнашкал тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп хальлĕхе.

– Иртнĕ çул майăн 9-мĕшĕ умĕн Ишлейре тăван çĕршыва хÿтĕленĕ пĕтĕм салтака асăнса «БМП-1» çар машинине вырнаçтарчĕç. Ку пысăк ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри шăпах эсирччĕ. Пĕлетпĕр, кунпа кăна лăпланасшăн мар-ха, умра – пысăк тĕллевсем…

– Телее, халăх пулăшса пынипе тĕллеве пурнăçлама пултартăмăр. Ял-сала ачисем историйĕн пĕр пайне куçпа курса ĕненччĕр, тытса пăхчăр, вĕсен çутă ас тăвăм пултăр, патриотлăх туйăмне аталантарса çитĕнччĕр тесе тăрăшрăмăр. Çавăнпа та кунашкал ĕçе малалла тăсас ĕмĕт пур. Пĕтĕмĕшле тишкерсен, районти палăксене чылай çул каялла лартнă, ман шухăшпа, вĕсене çĕнетсе тăнипе кăна çырлахма юрамасть. Эпир, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри тата ытти çĕрти хирĕç-тăрусене хутшăннисем, Кÿкеçри мемориал комплексне çĕнетес ыйтупа район администрацине сĕнÿпе тухрăмăр, унта пуçарăва ырларĕç. Проект тăвассине хам çине илтĕм – ку çул унпа ĕçлеме палăртнă. Мемориал комплексĕнче бронетранспортер вырнаçтарассине те плана кĕртнĕ.

– Район çыннисем çĕнетнĕ мемориал комплексне хăçан курма пултарĕç?

– Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле, 2020 çул валли, ĕçсене вĕçлеме палăртатпăр. Тĕллев пур – ăна пурнăçлама тăрăшăпăрах. Кунашкал пуçарусене халăх та ырлать-çке. Ишлейре çав ĕçе пуçарса ятăмăр кăна… çынсем алă тăсса пама васкарĕç – кам мĕн чухлĕ пултарать, çавăн чухлĕ нухрат хыврĕ. Çавăнпа çĕнĕ пуçарура та нимĕн чухлĕ те шикленмелле мар.

– Ишлей салинче «БМП-1» çар машинине вырнаçтарнăранпа çулталăк çитрĕ. Эсир, çав тăрăхри Матикассинче çуралса ÿснĕскер, ахăртнех унта час-часах кайса çÿретĕр, парка кĕрсе тухатăр. Çĕнĕ «палăка» çынсем мĕнле упраççĕ?

– Ку – чуна ыраттаракан тема маншăн. Çар машинин люкне уçса шала кĕнĕ, унта сигарет тĕпĕсем йăваланаççĕ, тупă «сăмсипе» аялалла пăхать… Кунашкал ÿкерчĕке курсан чăннипех те кăмăл хуçăлчĕ манăн. Мĕн калама пулать çакăн хыççăн – хăвăрах чухлатăр пулĕ. Чылайăшĕ айăпне шкул ачисенче шырарĕ, анчах ăна вĕсем çине кăна йăвантарни тĕрĕс мар, каламасăрах паллă – чылай усал ĕçе аслисемех тунă.

Чăтаймарăм, Ишлей шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕм, чуна ыраттарсах калаçрăм… Çамрăксене çар машинин туппи аялалла анни мĕне пĕлтернине ăнлантартăм: вăл «сăмсипе» çĕре пăхни парăннине сăнарлать, пирĕн тăван çĕршыв вара тăшман куçĕнчен нихăçан та пăхман. Çакна çамрăксем пĕлменни питĕ пăшăрхантарать, апла тăк вĕсене кун пирки пирĕн, аслисен, лайăх ăнлантарса памалла – кунашкал япăх тĕслĕхсем урăх ан пулччăр.

– Сирĕн чун ыратăвĕ куç умĕнчех. Аслă уяв умĕн вулакансене тата мĕн суннă пулăттăр?

– Ман шухăшпа, çынсенче патриотлăх туйăмĕ майăн 9-мĕшĕ умĕн кăна вăранмалла мар, вăл кашни çын чĕринче яланах пурăнмалла, ветерансене хисеплемелле. Ун чухне çутă тĕнче тата та ырăрах пулĕ.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости