Çарта – кавалерист, ялта – председатель

Хастар юланутçă, Раççейĕн паллă генералĕ, Кăнтăр-Хĕвеланăç фрончĕн командующийĕ Алексей Алексеевич Брусилов ертсе пынипе I Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче çĕнтерÿллĕ çар операцийĕ тунăранпа иртнĕ эрнере 100 çул çитрĕ.

Çак кун историе «Брусиловский прорыв» ятпа кĕрсе юлнă. 29 сехете тăсăлнă артхатĕрленÿ хыççăн вырăс çарĕсем наступлени пуçарса яраççĕ. Июнĕн 7-мĕшĕнче Луцк хулине Австри-Венгри çарĕсенчен хăтарнă. Тăшман 1,4-1,6 млн салтакпа офицера çухатнă. Вĕсенчен 20% – нимĕçсем. Вырăс çарĕсем 3 хут сахалрах çухату тÿснĕ. Алексей Брусилов генерал бриллиантсемпе илемлетнĕ Георгий хĕç-пăшалне тивĕçнĕ.

Çак сăн ÿкерчĕкре – I Тĕнче вăрçине хутшăннă Андрей Алексеевич Гарашкин юланутçă. Вăл 1887 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Атăлъялта, хресчен çемйинче çуралнă. Андрей Гарашкин çырулăха вĕреннĕ, хăйĕн пурнăçĕнчи паллă тапхăрсем çинчен çÿхе тетраде çырса хăварнă. 21-ри çамрăка 1908 çулта Патша çарне илеççĕ. 1913 çулта Андрей Гарашкин çар тивĕçне пурнăçласа тăван яла таврăнать. Çав çулах июлĕн 5-мĕшĕнче Матрена Илларионовнăпа венчете тăрса çемье çавăрать. Вĕсен çемйинче 6 ача çут тĕнчене килеççĕ: Васса (1914 ç.), Аверкий (1918), Георгий (1921), Юлия (1925), Пимен (1928), Августа (1932).

Вăрçă пуçлансан çамрăксене кăна мар, запасри салтаксене те çапăçу хирне ăсатнă. 1914 çулта кăна унта Шупашкар уесĕнчен 5507 çынна янă. 1915 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1916 çул вĕçлениччен Козьмодемьянск уесĕнчен 8297 çынна çар ретне илнĕ. Запасри салтака Андрей Гарашкина 1916 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче Козьмодемьянск уесĕнчи çар пуçлăхĕ патне чĕнсе илеççĕ. Вăл июлĕн 20-мĕшĕнче Козьмодемьянск хулинчен тухса вăрçа кайиччен яла кĕрсе тухнă. Июлĕн 27-мĕшĕнче Андрей Гарашкина мăшăрĕ пĕчĕк пепкипе йĕре-йĕре салтака ăсатнă. Вăл саппасри 1-мĕш кавалери полкне лекет, юланутçă пулса тăрать.

Иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре, хĕç-пăшалпа, шинельпе ура çинче тăраканскер – юлташĕсемпе пĕрле. Шел, ыттисем камсем пулнине тата ăçта ÿкерĕннине çырса хăварман. Андрей Гарашкин 1916 çулхи августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 28-мĕшĕччен лазаретра сипленет. 1917 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче хастар юланутçă 10 кунлăха тăван ялне отпуска килсе каять. Ун чухне çапăçура хастарлăх кăтартнисене кăна канма янă. 1918 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче ăна 193а номерлĕ çар билечĕ параççĕ. Андрей 1918 çулхи майăн 20-мĕшĕнче тин тăван тăрăха çаврăнса çитет. Ялта çĕнĕ пурнăç йĕркелесе ярас юхăма пуçĕпех кÿлĕнет. 1924 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче ăна ял Совет председательне суйлаççĕ. Вăл çырса пынă тăрăх, 1925 çулта Атăлъял ялĕнче 74 кил-çуртра 167 çын пурăннă. Ял Совет председателĕ налуксем пуçтарнă çĕре те хутшăннă. 1925 çулта атăлъялсем 244 пăт та 12 фунт сĕлĕ – унчченхи укçапа 157 тенкĕ те 94 пуслăх – Çĕр суди тÿленĕ. 1924-1925 çулсенче Пĕрлĕхлĕ ял хуçалăх налукне 369 тенкĕ те 82 пус тÿлемелле пулнă. Страхламалли кассăна 1925 çулта 103 тенкĕ те 89 пус кÿнĕ. 1927 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Андрей Гарашкина каллех председателе лартнă. 1932 çулхи çурхи тата кĕрхи акасем туса ирттерме тырă вăрлăхĕ кам мĕн чухлĕ панине çырса хуни те пур. Юлашкинчен, 1935 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче, «Богатырь» колхоз тихи Иван Лялин конюх асăрхайманнипе, ветврача вăхăтра пĕлтерейменнипе вилсе кайни çинчен пĕлтернине те вулама кăсăклă. Çарта кавалерист, ялта ял Совет председателĕ пулнă Андрей Гарашкин хăйĕн тăванĕсенчен, ял-йышран 1948 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Мăшăрĕ Матрена вара 89 çула кайсан çĕре кĕрет. Вăл çырса хăварнă йĕркесем мăнукĕн Вениамин Гарашкинăн çемйинче çитĕнекен ăрăва паллашма типтерлĕн упраççĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости