Çе­мен Эл­кер­пе пĕр­ле тыт­кăн­ра

Çе­мен Эл­кер çу­рал­нă­ран­па 120, I Тĕн­че вăр­çи пуç­лан­нă­ран­па 100 çул çит­рĕ. 1914 çул­та кă­на Шу­паш­кар уесĕн­чен 5507 çын­на вăр­çа янă. 1915 çул­хи ап­ре­лĕн 1-­мĕ­шĕн­чен пуç­ла­са 1916 çул вĕç­ле­нич­чен Козь­мо­демьянск уесĕн­чен 8297 çын­на çар рет­не ил­нĕ.

Окоп чав­нă çĕр­те

Çе­мен Эл­ке­ре ăн­сăрт­ран аса ил­ме­рĕ­мĕр. Унăн вăр­çă вă­хă­тĕн­чи шă­пи Атăлъял ялĕн­чи Фи­лип­па Егор Ма­тюш­кин­сен, пич­чĕ­шĕ­пе шăл­лĕн, шă­пи­пе та­чă çы­хăн­нă. 1897 çул­хи шут­лав тă­рăх, Козь­мо­демьянск усĕн Сĕн­тĕр ву­лăс­не кĕ­ре­кен Атăлъя­лĕн­че 254 çын пу­рăн­нă. Вăр­çă пуç­лан­нă тĕ­ле Иван­па Мар­фа Ма­тюш­кин­сен çемйин­че 2 ывăл­па 2 хĕр пул­нă. 1914 çул­хи кĕр­кун­не 24 çул­ти Фи­липп Ма­тюш­ки­на çар рет­не ил­нĕ. Кăшт кая­рах 20 çул­ти Его­ра пат­ша çар­не кай­ма ят тух­нă. Ăна Йĕп­реç ра­йо­нĕн­чи Пы­сăк Упа­кас­син­че кун çу­ти кур­нă Çе­мен Эл­кер­пе пĕр кун­ра сал­так ши­не­лĕ тă­хăн­тарт­нă. Кун пир­ки вăл «Вут­па çу­лăм ви­тĕр» ро­ман­ра уçăм­лă çыр­са кă­тарт­нă. Çам­рăк­се­не Йĕп­реç ур­лă пу­йăс­па кăн­тă­рал­ла ил­се кай­нă. Пен­за кĕ­пер­нин­чи Мок­шанск ху­лин­че çам­рăк сал­так­се­не вăр­çă вăрт­тăн­лă­хĕ­се­не 5 эр­не вĕ­рент­нĕ. 1915 çул­хи ап­ре­лĕн 6-­мĕ­шĕн­че вĕ­се­не пу­йăс çи­не ларт­са янă. Пу­йăс 2 эр­не­рен Ль­вов ху­ли­не ил­се çи­тер­нĕ.

Кай­ран ва­ра Кар­пат тă­вĕ­сен çы­вă­хĕн­че чă­ваш сал­та­кĕ­се­не тĕр­лĕ ро­тă­па полк­ра çа­пăç­ма пÿр­нĕ. Çе­мен Эл­кер Лит­ва пол­кĕн 13-­мĕш ро­тин­че пул­нă. «Сан юхан шыв ур­лă ла­йăх кĕ­пер пурч­чĕ. Ăна ап­ре­лĕн 28-­мĕ­шĕн­че çĕ­мĕр­чĕç. Çа­вăн­па та Сан ур­лă иш­се каç­мал­ла пул­чĕ… Çы­ран хĕр­ри­пе окоп­сем чав­рă­мăр. Чав­са пĕ­тер­тĕ­мĕр кă­на, авст­риец­сем пи­ре ар­тил­ле­ри­пе пе­ме те ты­тăн­чĕç», – çыр­нă Çе­мен Эл­кер хă­йĕн «Вут­па çу­лăм витĕр» кĕ­не­кин­че. Çав вă­хă­тал­лах Сан ур­лă каç­са Фи­липп Ма­тюш­кин та çы­ран хĕр­рин­че окоп­сем чав­нă. Вăл Çĕ­пĕ­рĕн 10-­мĕш пол­кĕн 12-­мĕш ро­та сал­та­кĕ пул­нă. Вĕ­сен Гер­ма­ни-Авст­ри çар­не пу­лăш­ма янă чаç­сем­пе çа­пăç­ма тив­нĕ. «Дум-­дум» пу­ля сыл­тăм пĕç кă­кĕн­че­нех лек­нĕ-­мĕн», – çыр­нă ма­лал­ла ав­тор. Çап­ла Пы­сăк Упа­кас­си çам­рă­кĕ 1915 çул­хи ма­йăн 5-­мĕ­шĕн­че аман­са тыт­кă­на лек­нĕ.

Фи­липп Ма­тюш­кин 1916 çул­хи ию­лĕн 5-­мĕ­шĕн­че Козь­мо­демьянск уесĕн çар на­чаль­ни­кĕ пат­не янă çы­ру­ран: «Çар ре­тĕн­че пул­нă вă­хăт­ра Сан юхан шыв хĕр­рин­чи Кра­ковец ху­ли тă­рă­хĕн­чи çа­пă­çу­сем­шĕн ма­на 10-­мĕш Çĕ­пĕр пол­кĕн 12-­мĕш ро­та ко­ман­ди­рĕ Лав­ре­нец 1915 çул­хи ма­йăн 18-­мĕ­шĕн­че çа­пă­çу­ри пат­тăр­лăх­шăн Геор­гий хĕ­рес­не ил­ме та­вăç тă­рат­нă, ан­чах наг­ра­дă­на вă­хăт­ра ил­ме май кил­мен. Мĕн­шĕн те­сен 12-­мĕш ро­та тăш­ман ата­кă­ла­ни­пе Кра­ковец­ран 20 çух­рăм чак­нă. Çав вă­хăт­ра ма­нăн сыл­тăм ура­на сы­пăк­ран çÿ­ле­рех амант­рĕç». Аман­нă хыç­çăн ăна çа­пă­çу хи­рĕн­чен уй­рăм пуç­лă­хĕ ыт­ти сал­так­па пĕр­ле 12 çух­рă­ма яхăн йăт­са тух­нă. Ан­чах от­де­ле­ни пуç­лă­хĕ­пе сал­так­сем хăй­сем те аман­ни­не пу­ла урăх çĕк­ле­се каяй­ман, хă­вар­нă. Ăна 1915 çул­хи ию­нĕн 7-­мĕ­шĕн­че авст­риец­сем тыт­кă­на ил­нĕ.

Çă­нăх шÿр­пи – кун каç­ма

Чă­ваш кач­чи­сем те ну­май­йăн пул­нă тыт­кăн­ра.  «Авст­ри­рен яра­кан ин­ва­лид­се­не пур­не те Те­ре­зиенш­тадт ла­герь­не пух­са хуп­нă. Рос­си­йă­на Гер­ма­ни­пе Шве­ци ур­лă ăсат­мал­ла. Авст­ри­пе Гер­ма­ни­рен яра­кан вы­рăс ин­ва­ли­чĕ­сем вы­рăн­не çав вă­хăт­рах Рос­си­йă­ран ни­мĕç ин­ва­ли­чĕ­сен пыр­са тă­мал­ла», – çыр­нă Çе­мен Эл­кер. Сă­мах май, Те­ре­зиенш­тадт (­ха­лĕ Че­хи çĕр­шы­вĕн­че) ла­ге­рĕн­че II Тĕн­че вăр­çин­че фа­шист­сем ев­рей­сен гет­ти­не ту­са ху­нă. Ун­та пĕ­тĕм­пе 140 пин çын­на тыт­нă, вĕ­сен­чен 33 пи­нĕ çа­вăн­тах вил­нĕ. 1945 çул­хи ма­йăн 9-­мĕ­шĕн­че Совет çа­рĕ­сем Те­ре­зин ла­герь­не ирĕ­ке кă­лар­нă. 1996 çул­тан­па ун­та 2 му­зей йĕр­ке­ле­нĕ, Че­хи­ри хо­ло­кост­па Те­ре­зин­ри тыт­кăн­ра асап­лан­ни­се­не асăн­нă ме­мо­риал­се­не уç­нă. 1915 çул­хи мар­тăн 30-­мĕ­шĕн­чен пуç­ла­са ма­йăн 5-­мĕ­шĕч­чен пу­лать çав ла­герь­те Çе­мен Эл­кер. «Ку уйăх ман­шăн выç­лăх­лăх­па ха­лич­чен Авст­ри­ре тÿс­се кур­нă выç­лăх­сен­чен пу­рин­чен те ирт­те­ре­кен чи усал вă­хăт пул­са тă­чĕ», – çыр­нă ав­тор, – «Çын пуç­не каш­ни кун 250 грамм çă­кăр. Кăн­тăр­ла­па каç­хи­не çур­шар мис­ка çă­нăх шÿр­пи… 2 хут чус хă­мин­чен çап­са ту­нă вă­рăм ба­рак­сен­че каш­нин­чех 2-­шер хут­лăн сар­нă 2 рет нар сак­ки. Нар­сем çин­че çум­ма-­çу­мăн сар­са ху­нă улăм тÿ­шек­сем».

Çе­мен Эл­кер Фи­липп Ма­тюш­кин­па тĕл пул­ни çин­чен «Вут­па çу­лăм ви­тĕр» кĕ­не­кин­че çап­ла çыр­са кă­тарт­нă: «Им­шер­рĕн пуп­леш­се ла­ра­кан ин­ва­лид­сем, сал­ху пит-­ку­çĕ­се­не кăшт йăл­кăш­тар­са, ма­на тĕл­ле­се ил­чĕç. Вĕ­сем­пе пу­рин­пе те ма­на Кĕр­ку­ри хăех пал­лаш­та­рать: «Ак ку – Чик­ме уесĕ­сем… Ху­ра­ма­кас­си па­са­рĕ па­тĕн­чи Атăлъял чă­ва­шĕ – Ма­тюш­кин Хĕ­лип»,– тет вăл ма­на, пĕр ури çĕ­мĕ­рĕл­се кĕс­кел­нĕ пĕ­чĕк са­рă çын çи­не кă­тарт­са». Ма­тюш­кин­па та­та пĕр­ле ла­ра­кан чă­ваш­сем­пе, уйăх хуш­шин­че каш­ни ку­нах тĕл пул­са вăр­çă, ял­ти йы­вăр пур­нăç çин­чен ка­лаç­нă. Ап­ре­лĕн юлаш­ки ку­нĕ­сен­че ла­герь­те Кĕр­ку­ри, Ма­тюш­кин та­та вăл, пу­рĕ виç­çĕн, тăр­са юл­нă. Вăл те­пĕр кун­не Кĕр­ку­ри­пе (­ху­ша­мат­не па­лăрт­ман) Ма­тюш­ки­на та ăсат­са ярать.

Фи­липп шăл­лĕ, Егор Ма­тюш­кин ва­ра вăр­çă­ра Геор­гий хĕ­рес­не ти­вĕç­нĕ, Г­раж­дан вăр­çи­не хут­шăн­са хă­рах ура­сăр тав­рăн­нă. 1950 çул­сен­че ту­нă сăн ÿкĕр­чĕк­сен­че Фи­лип­па Мар­фа Ма­тюш­кин­се­не ку­рат­пăр. Тус­лă çемье 5 ача: 2 ывăл­па 3 хĕр пăх­са çи­тĕн­тер­нĕ. Ывă­лĕ­сем, аш­шĕ пе­кех Тă­ван çĕр­шы­вăн Ас­лă вăр­çи пуç­лан­сан ни­мĕç­сем­пе çа­пăç­ма тух­са кай­нă. Ан­чах каял­ла тав­рă­най­ман. Ра­йон­ти Асă­ну кĕ­не­ки çин­че: «И­ван Ма­тюш­кин ря­до­вой, 1943 çул­хи июнь уйă­хĕн­че хы­пар­сăр çу­хал­нă. Ва­си­лий Ма­тюш­кин ря­до­вой 1944 çул­хи мар­тăн 7-­мĕ­шĕн­че вил­нĕ. Ăна Хмель­ниц­кий об­ла­çĕн­чи Кра­си­ловс­ки ра­йо­нĕн­чи Ча­паев­ка ялĕн­че пы­тар­нă», – те­се çыр­нă. 1950 çул вĕ­çĕн­че, ха­лĕ те сых­лан­са юл­нă çур­та, хă­йĕн вăр­çă­ри юл­та­шĕ пат­не Çе­мен Эл­кер хă­на­на кил­се кай­ни çин­чен пĕл­тер­чĕç тă­ва­нĕ­сем. Ха­лĕ, çурт­па ху­çа­лă­ха Оль­га хĕ­рĕн Ва­ле­ра ывă­лĕ­пе 3 хĕ­рĕ та­та унăн мă­ну­кĕ­сем тыт­са тă­раç­çĕ. Егор Ма­тюш­кин 78 çул пу­рăн­са Аг­рип­пи­на мă­шă­рĕ­пе 4 ывăл­па 1 хĕр пăх­са çи­тĕн­тер­нĕ.

  Ни­ко­лай Смир­нов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости