Çерем тăрăх – çара уран

Икĕ-виçĕ çул каялла паллă журналист Вячеслав Костиков çырни куç умне пулнăччĕ. «Юлашки 20 çулта кăна Раççей çĕрĕ çинчен 20 пин ытла ял пачах çухалчĕ. Эппин кашни çул, вăтамран, 1 пин ял пĕтет», – тенĕ вăл хăйĕн статйинче.

Пирĕн çĕршывра ялта пурăнакансен йышĕ хăвăрт чакса пынин сăлтавне кам ăнлантарса парĕ-ши? Эпĕ пурăнакан Чăрăшкассинех илер. 1943 çулта ялта 60 çултан иртнĕ 39 арçын пурăннă пулсан, паянхи кун вĕсен йышĕ 17 çынпа кăна танлашать. Çакна та манар мар – вăрçă пынă вăхăтра 100 ытла вăй питти арçын алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçнă. 74 çул каялла ялта 18 çула çитмен 128 ача пулнă, халĕ вĕсен йышĕ самай пĕчĕк – 18 кăна. Эпĕ пурăнакан «Луговая» урамра кăна ун чухне 46 ача çара уран çерем тăрăх чупнă, халĕ шкула каякансене шутласа кăларма пĕр алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Çав çулта ялта 93 хĕрарăм (хĕрачасене шута илмесĕр) пурăннă, паян 56 çеç. Пĕтĕм ялĕпе илсен паянхи кун 35 хĕрарăм мăшăрсăр пурăнать.

30 çул каяллахи сăн ÿкерчĕкре Чăрăшкасси шкулĕнче вĕреннĕ ачасем сăнланнă. Ун чухне вĕрентÿ учрежденийĕнче 100 ытла ача ăс пухнă. Шел те, 15 çул каялла вăл хупăнчĕ.

Çул çинче хампа тан ватăсемпе тĕл пулсан иртнине аса илетпĕр, калаçу хускатсан нумай ялта та пирĕн патăрти пекех лару-тăру пулнине ăнланатăп. Малалла та каплах пулсан, тепĕр 50-60 çултан çĕршыв картти çинче хуласем кăна тăрса юлмĕç-ши?

ЛЕОНИД ПАВЛОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости