Çирĕп никĕс çинче

Толик-Хураски шкулĕ вĕр-çĕнĕ автобуслă пулчĕ, халĕ ачасене тĕрлĕ ялтан пухмашкăн Тутаркасси ял тăрăхĕнче 3 павильон вырнаçтармалла. Çак хушăрах Юртукасси çамрăкĕсем çĕнĕ клублă пулĕç, тутаркассисем вара поселокри культура çуртĕнче спортзал валли пÿлĕм хатĕрлеççĕ… Кунти çамрăксен вĕресе тăракан пурнăçĕ иртнĕ эрнере Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕпе Георгий Егоровпа йĕркеленĕ тĕл пулăвăн тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕ.

Пăрахăçланнă проект – çĕннин пуçламăшĕ

Каçхи çичĕ сехет. Тĕп хула енчен хуп-хура пĕлĕтсем капланса килеççĕ, районăн тахăш кĕтесĕнче пăрлă çумăр тăкма пуçланă та ĕнтĕ… Анчах та çакă хăратать-и паянхи пурнăçпа тан утма, кулленхи ыйтусене куçа-куçăн сÿтсе явма хăнăхса пыракан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа? Çамрăксен йышĕ – сунчăкпа та, унсăр та – поселокри клуб еннелле утрĕ те утрĕ.

Мероприятие çавăн пекех райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн представителĕсем, Тутаркасси ял тăрăх пуçлăхĕ Алексей Елимов хутшăнчĕç. Калаçу вара район аталанăвĕшĕн юлашки çулсенче туса ирттернĕ ĕçсене сÿтсе явнинчен пуçланчĕ. Паллă ĕнтĕ, унăн пуласлăхĕ – çамрăксенче. Çавăнпа та район ертÿлĕхĕ хаксăр çак капитала пĕр шелсĕр кĕмĕл хывать. Акă пĕр тĕслĕх кăна: районти спорт аталанăвне иртнĕ çулхи виçепе укçа-тенкĕ уйăрни хальччен пулман – 9 млн тенкĕ таран! Георгий Иванович çавăн пекех республикăра пĕрлештернĕ бюджетри 1 млр 100 тенкĕрен 700 млн тенке çулсерен вĕрентÿ тытăмне валли уйăрнине аса илтерчĕ. Ача сачĕсен черетне пĕтерме май панă «стратегиллĕ йышăну» вара район историне те çырăнса юлĕ-ха. Сăмах садикре вырăнпа тивĕçтермен амăшĕсене килте ларнăшăн субсидипе пулăшас проекта (вăл Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисемсĕр пуçне Шупашкар районĕнче те пурнăçланнă) пăрахăçлама тивни пирки пырать. Ăна тÿлесе тăнă май район бюджечĕ тăкак сахал мар тÿснĕ – çулталăкра 15 млн тенкĕ таран. Çакă вара черете нихăш енчен те чакарма пулăшман. Пушшех те пулăшăва илес тесе районта тăванĕсем патне урăх муниципалитет çыннисем те пропискăна тăма пуçланă. Тÿлеве пăрахăçлани вара укçа-тенке сапаламасăр 3 çулта шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 18 хушма ушкăн йĕркелеме май панă. Çав шутра Тутаркассинче те. «Паянхи кун тĕлне 3 çултан аслăрах ачасене садикри вырăнпа тивĕçтерес тĕлĕшĕпе йывăрлăх çук», – пĕлтерчĕ пуçлăх.

Вĕрентÿ тытăмĕн темине малалла тăсса Георгий Иванович ăнăçлă тепĕр пуçарупа паллаштарчĕ. Район, республика, федерацин Атăлçи округĕнчи, çĕршыв шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисене пурне те пĕр пек виçепе çулталăк вĕçĕнче конвертпа преми панă. «Эпир вара çак йĕркене тĕпрен улăштартăмăр. Преми виçине конкурс-
олимпиада шайне кура темиçе хутшар ÿстертĕмĕр. Халĕ вара районти олимпиадăра çĕнтернĕшĕн çамрăксем 2 пин тенкĕ илеççĕ, республика шайĕнче мала тухнăшăн 5 пин тенкĕ, çĕршывра – 10 пин тенкĕ. Икĕ олимпиадăра та çĕнтерсен – 20 пин тенкĕлĕх преми. Виççĕ – татах та ытларах», – çамрăксенче хавхалану хушрĕ райадминистраци ертÿçи. Пĕтĕмлетÿ вăрах кĕттермен: тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче мала тухнисен йышĕ 2012 çулхи 36-ран çулталăк хушшинче 68 çитнĕ, 2014 çулта – 82. Ку та чикĕ мар. Вĕсене хатĕрлекен вĕрентекенсене хавхалантарассине те йăлана кĕртнĕ.

Ÿсĕм çĕнĕ майсем уçать

Район экономикин никĕсĕ çирĕп, эппин, пуласлăхĕ пысăк. Ĕнентерме Георгий Иванович цифрăсем те илсе кăтартрĕ. Перестройка тапхăрĕччен, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, Чăваш çĕрĕ çинчи пĕтĕм чăх-чĕп фабрики, тĕслĕхрен, çулталăкра 15 пин тоннăран ытла мар чăх какайĕ туса илнĕ пулсан хальхи вăхăтра районти предприятисем кăна çак кăтартăва 37 пин тоннăна çитернĕ. «Ăна 100 пин тоннăпа танлаштарма та майсем çителĕклĕ», – терĕ вăл. Тирпейлекен промышленноçăн пулас кадрĕсем хушшинче, ахăртнех, ял хуçалăхĕнче вăй хума хатĕр çамрăксем те пурччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та Георгий Иванович çакăнпа, уйрăмах усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе, çыхăннă ыйтусене те сирсе хăвармарĕ. Ахăртнех, çак самантра вĕри чунлă хавшак яшсен паянах трактор рулĕ умне ларса вĕсене сухаласа тăкас, акса тыр-пул туса илес шухăш та çуралчĕ-тĕр. Пушшех те çак темăна малалла тăсса вырăнти СХК директорĕ Сергей Анучин çуллахи вăхăтра ют çĕрте тара кĕрсе ĕçлемесĕрех, тăван çĕрсем çинчех трактористсен 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран ĕçлесе илме май пурине асăнчĕ. «Налог тупăшĕ те район территорийĕнчех юлать, хамăршăнах тăкакланать», – пĕтĕмлетрĕ Георгий Иванович. Юлашки çулсенче тыр-пул, вăл вара ял хуçалăхĕн тĕп таварĕ шутланать – туса илес кăтартусем ÿсни çакăн пек майсем уçать. 2012 çулта 14 пин те 915 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ пулсан пĕлтĕр çак кăтартăва 30 пин тоннăран та ирттерме май килнĕ.

Çак тĕл пулăва тĕплĕ хатĕрленнĕ тейĕн вĕсем: калаçу вăхăтĕнчех пуçлăх залран умлă-хыçлă ыйтусем йышăнчĕ, кашнин çине тĕплĕ тата тулли хурав пачĕ – пурне те хутсăр. Хăшĕ-пĕрне компетентлă органсене çитерме шантарчĕ. Икĕ сехетре – тĕл пулу шăп çакăн чухлĕ вăхăта тăсăлчĕ – 16 сĕнÿпе ыйту çитрĕ. Пурте вĕсем райадминистраци пуçлăхне шанни, вăл пулăшасса ĕненни пирки систерчĕç.

Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости