Çитмĕл урлă каçрăмăр

Вăхăт хăвăрт иртет. Çакна яланах асра тытаççĕ Апаш шкулĕнчен 1961 çулта вĕренсе тухнă тантăшсем. Кашни 5 çултанах пĕрле пухăнса аса илеççĕ вĕсем иртнĕ çулсене. Мартăн 29-мĕшĕнче те хулари пĕр кафене 20 яхăн пухăнчĕç.

Малтанах вĕсем хăйсене ăс панă вĕрентекенсене ырă сăмахпа аса илчĕç. Акă, тĕслĕхрен, Кÿкеçре пурăнакан 96 çулти Мария Ивановна Чайникова математика урокĕсене ертсе пынă, Шăнкасра пурăнакан 85 çула çитнĕ Майа Александрова та асрах. Темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлнă Иван Макарович Макарова, Анна Павловна Васильевăна, шкул директорĕ пулнă Георгий Васильевич Чайникова, вĕрентÿ пайне ертсе пынă Георгий Васильевич Васильева… Темиçе минутлăх шăпланса хăйсенчен вăхăтсăр çĕре кĕнĕ юлташĕсене асăнчĕç.

Шкул пĕтерсен 17 çулхи çамрăксем пĕтĕм Союзĕпех саланнă. Каччисем пурте салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Чылайăшĕ тÿрех ĕçе вырнаçнă, теприсем малалла ăс пухнă. Пурте çемье çавăрнă, вăхăт шунăçемĕн ачисем çуралнă, каярах мăнукĕсем хутшăннă. Пурин те тенĕ пекех савăнмалли те, хурланмалли те тупăннă. Йывăртарах кунсенче юлташĕсене аса илнĕ, çырусем çÿретсех тăнă. Телефонсем тухсан çыхăну тытасси тата сарăлнă.

Пĕр класра вĕренекенсем шкултан уйрăлнăранпа 55 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Чи малтанах, пурте пĕр шухăшлă пулса тĕл пулăва йĕркелекен Вениамин Николаевпа Ксения Петровăна тав турĕç. Сĕтел хушшине вырнаçсан пурте хăйсен пурнăç çулĕ çинчен аса илчĕç. Вара çакна пĕлтĕмĕр: Веня Николаев Вологда хулинчи строительсен техникумне пĕтерсен мĕн канăва тухиччен çурт-йĕр çĕкленĕ çĕрте тăрăшнă. Паянхи кун мăшăрĕпе ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Петр Адрианов Сĕнтĕрвăрри хулине çул тытнă. Укçа-тенкĕ çитменнине кура вĕреннĕ хыççăн, канмалли кунсенче тĕрлĕ çĕрте тимленĕ, çак вăхăтрах строительсен техникумне пĕтернĕ. Алла диплом илсен Кÿкеçе таврăннă. Пултаруллă çамрăка часах асăрхаççĕ, «Чувашколхозстрой» пĕрлешĕве чĕнсе илсе тĕп инженер тивĕçĕсене пурнăçлама шанаççĕ. Районти сахал мар шкул çурчĕсене, халăха пурăнмалли çуртсене çĕкленĕ çĕрте вăй хурать вăл. Лев Михайлов вара Шупашкарти строитель техникумне, ял хуçалăх институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Тĕрлĕ вырăнта прораб, мастер пулса ĕçлет, ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пырать. Хуçалăхсен çитĕнĕвĕсене шута илсе темиçе хут та ЧР ял хуçалăх министерствин тав хучĕсене тивĕçет.

Куснар ялĕнчи Глафира Федорова-Российская бухгалтера вĕренсе тухать, чăх-чĕп фабрикинче, ялти клубра, «Гвардеец» колхозра тимлет. Паянхи кун та килти хуçалăхра сахал мар выльăх-чĕрлĕх тытать. Чăрăшкассинчи Ева Васильева Ульянов ячĕллĕ университра пĕлÿ илнĕ хыççăн Муркаш районĕнчи пĕр шкула лекет, 34 çул шкулта ачасене истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет. Мăшăрĕпе 2 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Чăрăшкассинчи Роза Николаева аслă пĕлÿ илсен нумай çул ача садĕнче ĕçлет, «Чувашкабель» заводра вăй хурса канăва тухать. Ывăлĕпе хĕрне ура çине тăратать.

Галина Николаева шкул пĕтерсенех пĕр завода çул тытать, 40 çул ĕçлесе канăва тухать. Хăйсен ялĕнчи Николай Еремеевпа 50 çул ытла Алькеш ялĕнче пурăнаççĕ. Эссеккассинчи Тамара Егорова Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе кĕрет те кунтан урăх уйрăлмасть. Шкулта чухнех çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе ярăнас енпе темиçе хут та çĕнтерÿçĕ ятне илнĕскер кунта та спорта пăрахмасть. Ĕçре тата спортра палăрнăшăн темиçе хутчен те тав хучĕсемпе парнесене тивĕçет, «ЧР çăмăл промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илет. Хыркассинчи Валя Иванова И.Я. Яковлев ячĕллĕ институтран вĕренсе тухсан Шăмăршăри шкулта ачасене вырăс чĕлхипе вĕрентме тытăнать. Çавăнтах çемье çавăрать. Мăшăрĕпе 2 ывăлпа 1 хĕре пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.

Эсеккассинчи Ксения Петрова мĕн ачаранах хăйĕн ашшĕ çулĕпе кайса учитель пулма ĕмĕтленет. Шкул пĕтерсен хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлать – Арккассинчи пуçламăш шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсене пĕлÿ пама тытăнать. Пурĕ 38 çул вăй хурать, 27 çулне шкул ертÿçинче тимлет. Ĕçе юратакан çамрăка обществăлла ĕçсене чылай шанса параççĕ. Çав хушăрах И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне те вĕренсе пĕтерет. Вăл хăйĕн ялĕн старости, депутат, ветерансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи. 70 çултан та иртнĕскер паянхи кун та ларма-тăма пĕлмесĕр халăх хушшинче.

ЛЕОНИД ПАВЛОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости