Çиçĕмле хăвăртлăхпа

Атайкасси тăрăхĕнчи хастар спортсменсем те «Раççей йĕлтĕр йĕрĕнчен» пăрăнса юлмарĕç. Кăнтăрла тĕлне самаях пысăк ушкăн шкул стадионне пухăнчĕ.

Чи малтанах кĕçĕн классенче вĕренекенсем старта тухрĕç. Чылайăшĕ кун пек ăмăртăва пуçласа хутшăнать. Чи пĕчĕккисене йĕлтĕр çинче тытăнса тăма та çăмăлах мар: хăшĕ-пĕри ÿкрĕ, çапах парăнмарĕ: пĕтĕм вăй-халне пухса çĕнĕ хăватпа тантăшĕсене хăваларĕ. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче малти вырăнсене Софья Абрамова, Данил Чижов, Илья Батраков, Артем Козлов, Сева Аверкиев йышăнчĕç. Аслăрах ачасен хушшинче чи маттурри Александр Башкиров пулчĕ. Ун хыççăн Андрей Курбатовпа Антон Степанов финиша çитрĕç.

Хĕрарăмсен ăмăртăвĕнче Йăршури Лина Трофимова ыттисене чылай кая хăварчĕ. Моççакассинчи пĕртăвансем – Ольга Башкировăпа Татьяна Виноградова та – пьедестал çине хăпарчĕç. Сархурăнта пурăнакан 63 çулти Раиса Петрова тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсен хушшинче çĕнтерчĕ. Елена Смирновăпа Татьяна Макарова та çулсем парăнтарайман хастарлăхпа палăрчĕç.

Арçынсен дистанцийĕ чи вăрăмми пулчĕ. Йăршури Анатолий Григорьев ăна çиçĕмле хăвăртлăхпа чи малтан парăнтарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Атайкассинчи Андрей Гавриловпа Сархурăнти Владимир Петров пайларĕç.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма кăмăл тунă хастар ентешсене çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Атайкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Башкиров тав турĕ. Çĕнтерÿçĕсене вăл грамотăсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕ.

Линда Федина

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости