Çула – «Попутчикпе» кăна

Пассажирсен çул çÿревне май килнĕ таран хăтлă тăвасси – акă мĕнле тĕллеве чи малти вырăна хурать «Попутчик» ООО. Теçетке çул ытла ĕнтĕ (пĕрремĕш маршрут çула тухнăранпа шăпах çакăн чухлĕ вăхăт иртрĕ) ăна çак ĕçре çĕнĕ технологисем, çĕнĕ майсем пулăшса пыраççĕ.

Компани автобусĕсемпе инçе çула тухакансен ансатлăхĕшĕн «Попутчик» ООО трансфер-пулăшăва сĕнет. Çакă Мускавра тата Мускав облаçĕнче пассажирсене палăртнă вырăна çитме май парать. Вĕсен йывăр багажпа пĕр метро станцийĕнчен теприн патне çÿреме, электричка, автобус е маршрутлă такси чарăнăвне мĕнле çитесси пирки шухăшлама тивмест. Автобуса кĕтсе илнĕ хыççăн клиентсене микроавтобуссемпе тата çăмăл автомашинăсемпе Мускав хулипе облаçĕн районĕсене МКАДран 50 км тăршшĕнче тĕп магистральсемпе вырăна çитереççĕ. Çавăн пекех тĕп хулапа облаçрен каялла çула тухакансене автобус хускалакан çĕре илсе çитерессине те йĕркеленĕ. Палăртнă вырăна хăвăрт, ансат тата чăрмавсăр çитме компани диспетчерĕсемпе кăна çыхăнмалла: Шупашкарти суту-илÿ офисĕ – 8-905-345-53-71, Çĕнĕ Шупашкарта – 8-917-677-67-00.

«Попутчикпе» çула тухма чăннипех те меллĕ. «Шупашкар – Мускав» маршрут автобусĕсен ларкăчĕсен хыçне наушниклĕ ЖК экрансем вырнаçтарнă. Кăмăла каякан фильма, юрра тата вăйăсене кашни хăйне валли суйлать. Канакан пассажирсене çакă нимле те чăрмантармасть. Интернета тухма Wi-Fi пур.

Эрне сиктерсе тенĕ пек Шупашкартан Мускава тата çак маршрутпах каялла çÿрекен Андрей Иванов акă пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ «Попутчик» ООО автобусĕсемпе кăна çула тухать. «Билет туянмашкăн ĕçе пăрахса вокзала чупаймастăп, вăхăт ахаль те питĕ хĕсĕк. «Попутчик» ООО вара клиентсене ăна кирек хăш вăхăтра та Интернет урлă он-лайн мелпе банк картипе туянма май туса панă – автобус каякан вырăн ăçта пулни те пĕлтерĕшлĕ мар», – тет ансатлăхпа хăтлăха хаклакан пассажир. Перекетленĕ вăхăта вара вăл çула тухас умĕн савнийĕ валли парне суйлама усă курать-мĕн.

Паянхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен хăтлă çакăн пек автобуссене компанирен тара илме май пур-и? Организаци сĕнекен майсем пирки каласа панă хыççăн, ахăртнех, хăшĕ-пĕрин пĕр-пĕр мероприяти валли транспорт хатĕрне арендăна илес шухăш та çуралчĕ-тĕр. «Попутчик» ООО операторĕ Людмила Шепилова пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек сĕнÿпе усă курас текенсем йышлансах пыраççĕ. «Аякри тăрăха туя çитмелле-и, уява е юбилее-и, истори вырăнĕсенчи çул çÿреве тухмалла-и – пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшатпăр. Заказсене пурнăçлама пирĕн паркра 19-тан пуçласа 70 таран вырăнлă бизнес класлă «Мерседес-Бенц Спринтер» микроавтобуссемпе автобуссем пур», – тет вăл.

Çакна та палăртмалла: билет сутакан пунктсене Ногинск хулипе Малая Дубна поселок çывăхĕнчи М-7 трасса çинче те йĕркеленĕ.

Ĕç вырăнĕ шыракансене «Попутчик» ООО Кÿкеç поселокĕнче автослесарь вакансине сĕнет. Тăрăшуллисен пысăк ĕç укçи ĕçлесе илме май пур. Тĕплĕнрех çак телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать: 8-917-651-55-38.

Кăсăклантаракан пур ыйту пирки те 8-917-677-77-00, 8-915-000-64-26 телефон номерĕсемпе ыйтса пĕлме май пур, сĕнÿсене вара poputchik.21@mail.ru электрон адреспа йышăнаççĕ. Пĕтĕмпех пассажирсен хăтлăхĕшĕн!

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

На правах рекламы

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости