Çулран-çул йыш хушать эстафета

te17-121[1]«Тăван Ен» парнисемшĕн тупăшма 400 яхăн спортсмен старта тăчĕ

Çăмăл атлетика эстафети историйĕнче кунашкалли хальччен пулман: ача сачĕ, шкул, предприяти-организаци командисемпе танах кăçал район хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕсем – аслă çулсенчи калем ăстисем те – вăй виç­ме кăмăл турĕç. Спорт уявĕн программине сахал мар çĕнĕлĕх кĕртнине эстафета «шур сухалĕсем» тÿрех асăрхарĕç. СССР летчик-космонавчĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн ас тăвăмне халалласа Пресса спорчĕн фестивалĕ шайĕнче «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртнĕ 74-мĕш çăмăл атлетика чупăвĕ – «Тăван Енĕн» 46-мĕш эстафети Шупашкар районĕнчи спорт аталанăвĕн историне хăйĕн курăмлă тÿпине хыврĕ.

Стартра – чи кĕçĕннисем

Сумлă хăнапа та пуян пулчĕ вăл. Мероприятие район администраци пуç­лăхĕ Георгий Егоров, район пуç­лăхĕ Вячеслав Рафинов, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ, нумай кĕнеке авторĕ Геннадий Максимов, район прокурорĕ Александр Моисеев, Шалти ĕç­сен районти пайĕн пуç­лăхĕ Александр Кириллов салам сăмахĕсемпе уç­рĕç. «Пирĕн йыш çулсерен хушăнсах пырать. Район хаçачĕн пуçарăвне хапăл туса йышăнни чăннипех те савăнтарать. Эппин, Шупашкар районĕнче сывă, тĕреклĕ тата малашлăхлă халăх пурăнать», – терĕ «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Алина Сусметова спортсменсене хавхалану хушса.

Чупу çулĕ çине чи кĕçĕннисем тухсан çак сăмахсенче никам та иккĕленмерĕ. Тутаркассинчи «Золушка» ача сачĕ эстафетăна çулсерен хутшăнать. «Пÿрнеске», «Ягодка» тата «Колосок» шкул умĕнхи учрежденисемшĕн стадиона çитесси те чăрмавлă мар ĕнтĕ – вĕсем Кÿкеç­ренех – апла пулин те юлашки виçĕ çулта команда тăратманнине кура вĕсен шăпăрланĕсене стартра курма та шанманччĕ. Стадионти çĕр-çĕр çын хăйсемшĕн пăшăрханса хытăрах чупма хушнине туйнипе сăнĕсем çуталчĕç, пичĕсем хаваслă кулăпа йăлтăрарĕç ачасен. Пултарулăхне кăтартма тинех май тупăннăшăн воспитательсем чăннипех те тав сăмахне тивĕç­лĕ. Финиша «Ягодка» чи малтан çитрĕ, 2-мĕш вырăнта «Пÿрнеске» пулчĕ, «Золушка» – 3-мĕшĕнче.

Çемьесем хастар

Ача садне çÿрекенсем «Тăван Ен» парнисене пахаланă хушăра вĕсен тантăшĕсем «Çемье» чупу ушкăнĕнче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вăй виç­ме хатĕрленчĕç. Тÿрех каламалла, ку таранччен 1-2 çемьерен ытла хутшăнман. Кăçал вара эстафета патакки харăсах 5 çемье пуçĕн аллинче пулчĕ. Регистрациленнисем вара улттăн. Шел, Кÿкеç­ри Удаловсем юлашки самантра шухăшне улăштарнă. Районăн тĕп инструкторĕ – «Улăп» ФОК ĕç­ченĕ Павел Цветков ăмăртусенче кая юлма хăнăхман. Хальхинче вара унăн Сергей Степанов – «Тăван Ен» хаçат тăратнă çемье командин представителĕ – чылай хыçа хăварнипе çырлахмах тиврĕ. Павелăн мăшăрĕ те спортсмен. Чупăвăн иккĕмĕш тапхăрĕнче Марина Николаевна «Причебоксарье» хаçат редакторне хăваласа çитнипе кăмăллă юлчĕ. Çапла майпа вĕсем 1-мĕш вырăна йышăнчĕç. Степановсем – иккĕмĕшĕнче. Пĕлтĕрхи 45-мĕш чупу çĕнтерÿçи – Тутаркасси ял тăрăхĕнчи Курчининсен команди – 3-мĕшĕнче.

Кубока вĕçертесшĕн мар

«Район администрацийĕн пайĕсемпе управленийĕсем, Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсем тата «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ» ушкăнра Кÿкеç ял тăрăх командине çитекен пулмарĕ, иккĕмĕшпе виç­çĕмĕш вырăнсене администрацин юридици пайĕн ĕç­ченĕсемпе редакци корреспонденчĕсем пайларĕç. Шел те, ку чупăва 17 ял тăрăхĕнчен кÿкеç­семпе кăшавăшсем кăна хутшăнчĕç. Пĕлтĕрхи эстафетăра 3 команда таран тăратса малти вырăнсене йышăннă Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕ кăçал хĕрсемсĕр «юлнă» – чирлеç­çĕ иккен.

ФНСăн Шупашкар районĕнчи 5-мĕш уйрăмĕ те, Çар комиссариачĕн Çĕнĕ Шупашкар хулипе районти пайĕ те, ШĔП те, «Улăп» ФОК та, Пенси фончĕн районти уйрăмĕ те, 41-мĕш пушар чаçĕ те айккинче юлмарĕç.

Шкул чемпионĕсем

Тренккассипе Атайкасси шкулĕсен хушшинче кашни çулах пĕрремĕш вырăншăн хĕрÿ тупăшу пырать. Старта тăнă 7 вăтам шкултан кăçал та тренккассисенчен иртекен пулмарĕ, иккĕмĕшĕнче – атайкассисем, виç­çĕмĕшĕнче – Кÿкеç­ри лицей вĕренекенĕсем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен ăмăртăвĕнче 9 команда вăй виç­рĕ. Янăш тата Тăрăн шкулĕсем икшер ушкăн та тăратнă. Çатра-Лапсар шкулĕн иккĕмĕш команди, шел те, финиша çитеймерĕ. 1-мĕш вырăна Тăрăн шкулĕн команди йышăнчĕ, иккĕмĕшпе виç­çĕмĕшне Янăшпа Çатра-Лапсарти вĕрентÿ учрежденийĕсем пайларĕç.

Ветерансем хавхаланăва тивĕç­лĕ

Эстафета программине арçынсен «50 çултан аслă ветерансем» ушкăнне кĕртнĕшĕн чылайăшĕ хĕпĕртерĕ ахăр. Çакăнтан аслăраххисен унччен нихăш ушкăнра та тупăшма май пулман. Çĕнĕлĕх вăя кĕнĕ-кĕмен 400 метрлă дистанцие харăсах саккăрăн парăнтарма хатĕрленчĕç. Альберт Герасимов, Александр Шихматов тата Юрий Ильин малти вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿрен ытларах ăмăртăва хутшăнни паха. Çавăнпа та хыçалтан пĕрремĕш тухнисене хавхалантарма шут тытни ăнсăртран мар. Шупашкар район прокурорне Александр Моисеева «Хыпар» хаçат редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов мангал парнелерĕ. Финиша юлашкинчен иккĕмĕш çитнĕ район пуç­лăхĕ Вячеслав Рафинов «Тăван Ен» парниллĕ пулчĕ. Юлашкинчен виççĕмĕш çитнĕ Кÿкеç­ре пурăнакан Юрий Крылов çур çул «Хыпар» хаçат илсе тăрĕ.

Этемлĕхĕн черчен çуррийĕн 11 представителĕ те хăйĕн вăйне çакăн пек тăршшĕнчех тĕрĕслерĕ. Район администрацийĕн пуç­лăхĕн çумĕ Зоя Маслова, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Алевтина Исаева, ШĔПĕн следстви уйрăмĕн пуç­лăхĕн çумĕ Светлана Андреева хастарлăх кăтартрĕç. Сăмах май, «Тăван Ен» хаçат харăсах виçĕ спортсмена тăратрĕ. Ку ушкăнри парне хуçисем – Регина Руманова (Ишек), Светлана Андреева (Кÿкеç) тата Нина Иванова (Тутаркасси).

«Предприятисемпе организацисем» ушкăнри арçынсен командисенчен «Улăп» ФОК ĕç­ченĕсем, пушарнăйсем тата налукçăсем чи малта пулчĕç, хĕрарăмсенчен те физкультура комплексĕн ĕç­ченĕсенчен иртекен пулмарĕ. Район больниципе пенси фондĕнче тăрăшакансем иккĕмĕшпе виç­çĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Тĕп ушкăнра Атайкасси ял тăрăхĕ пĕрремĕш чупса çитрĕ, вĕсем хыç­çăнах – Кÿкеç­пе Ишлей ял тăрăхĕсем.

Районти сулмаклă аталанакан предприятисенчен пĕри – Ленин ячĕллĕ хуçалăх – ăмăрту историйĕнче пуç­ласа хăйĕн спортсменĕсене чупу çулĕ çине кăларчĕ. Хуçалăх ертÿçинчен Святослав Егоровран тĕслĕх илсе килес çул ыттисем те хăйсен ĕç­ченĕсене «Тăван Ен» парнисемшĕн ăмăртма явăç­тарасса шанас килет.

«Юбилейлă» чупу

Çапла ят патăмăр эпир кăçал район йĕркеленнĕренпе 85 тата вырăнти хаçат тухма пуç­ланăранпа 80 çул çитнине халалланă массăллă ăмăртăва. Штатра тăман корреспондентсен 300 метра парăнтарма тиврĕ. Туслăх яланах çĕнтерет – çапларах пулчĕ ку эстафета пĕтĕмлетĕвĕ. Пичет ĕç­не чунтан парăннă калемçĕсем нихăçан та айккинче юлмаç­çĕ. Вĕсенчен чи асли, Леонид Павлов вара, финиша 3-мĕш çитрĕ. 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене Николай Смирновпа Валентина Ильина йышăнчĕç. Апла пулин те редакци кашнин валли паха парне хатĕрленĕ, кашнинех юбилей тĕлне ятарласа кăларнă медальпе чысларĕ. Кунсăр пуç­не «Танец в ночи» кĕнекене автор аллинчен илчĕç. «Тăван Ен» парнисемшĕн 46-мĕш хут иртекен ăмăртура эпĕ пĕрремĕш хут, район шайĕнчи мероприяти сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан çакăн чухлĕ çынна пухни пирки шухăшлама та пултарайман», – терĕ Геннадий Максимов. Ксения Михайлова, Валентин Синельников, Тамара Верендеева, Алексей Михайлов, Алексей Хундимиров çитĕнекен ăрушăн чăннипех те ырă тĕслĕх.

Хĕвеллĕ çак кун хаваслă, çав вăхăтрах хумхануллă самантсем татах та пулчĕç. Массăллă спорт аталанăвне тÿпе хывнăшăн, ĕç­ри тăрăшулăхшăн район хаçачĕн тĕп редакторне Алина Сусметовăна ЧР Спорт министерствин сывлăха çирĕплетес ĕçĕн йĕркелÿ пайĕн пуç­лăхĕ Вера Лысова Хисеп грамотипе чысларĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости