Çул çинче сыхă пул

Ыран-паян ачасен чи юратнă вăхăчĕ – çуллахи каникул – пуçланать. Вăл вара савăнмалли çеç мар, асăрхануллă пулмалли тапхăр та.

Çул çинчи хăрушсăрлăха ÿстерес тĕллевпе республикăра «Асăрхăр – ачасем!» профилактика мероприятийĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем велосипедпа, мопедпа, мотоциклпа çÿренĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалли, аякран çутатакан япаласемпе усă курмалли пирки ачасемпе калаçусем ирттереççĕ. Рейд вăхăтĕнче инспекторсем автомобильсенче хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе мĕнле усă курнине, кану лагерĕсем патне кĕмелли çулсене те тĕрĕслеççĕ. Асăннă мероприяти июнĕн 10-мĕшĕнче вĕçленĕ.

Аса илтеретпĕр, çулталăк пуçланнăранпа районта ачасемпе пулнă 5 аварие регистрациленĕ, вĕсенче çул çитмен пĕр çамрăк вилнĕ, тăваттăшĕ суранланнă. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курманшăн – 114, ачасене тытмалли хатĕр çуккишĕн 11 водителе штрафланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости