Çунатлă туссене манмаççĕ

Хĕл сивви вӑйланса пыни сисĕнет. Уйрӑмах ирхине ирех тата каҫхи вӑхӑтра “сивĕ аллисем” пит ҫӑмартисенчен, сӑмсаран чĕпĕтеҫҫĕ. Ҫавӑн пек вӑхӑтра хӑвӑрт кӑна ӑшӑ пӳрте чупса кĕрсе вĕри чей ĕҫес кӑмӑл çуралать.

Пирĕн çунатлă туссене те сивĕ паллах. Çавăнпа та вĕсене валли сырăшсем туса ҫакса тырӑ пĕрчисем, кĕрпе ытти апат сапса парсан питĕ аван пулĕ. Ҫавна пĕчĕккĕн сӑхни кайӑксене хĕллехи шартлама сивве тÿсме пулăшать.

Чӑрӑшкасси шкулĕнчи маттур каччӑсем сырăшсем ӑсталаса тахçанах йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Кашни класăн ĕçĕ хăйне евĕрлĕ. Кашни класс кайăк çурчĕ илемлĕрех, ҫирĕпрех тата хӑтлӑрах пултӑр тесе тӑрӑшса ĕҫлени палăрать. Çак ĕç усӑллӑ тата питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен йывӑҫсене илем кӳрет, тепĕр енчен Чӑрӑшкасси шкул территорине вĕҫсе килнĕ хӑнасем тутӑ та кӑмӑллӑ. Ыттисен те кайӑксене пулӑшма ӳркенмелле мар.

Ксения Родионова,
Чӑрӑшкасси шкулĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости