Çурта аçа-çиçĕм çапнă

Тунтикунхи каç кÿлĕм çăлав службин пультчĕ çине Кипечкассинче çурт çунни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Шупашкар районĕнчи надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пушар сăлтавĕ аçа-çиçĕм çапнипе çыхăннă.

Телее, инкек пирки пĕлтернĕ хыççăнах килсе çитнĕ 37-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем вут-çулăм çулне вăхăтра пÿлме ĕлкĕрнĕ. Ку вăл – çут çанталăк шар кăтартнă кăçалхи çакнашкал пĕрремĕш тĕслĕх. Шăп çулталăк каялла, июнь уйăхĕнче, аслатипе çиçĕм республикăра виçĕ пушар сăлтавĕ пулса тăнăччĕ: Йĕпреç районĕнче пушă çурт çуннă, Шупашкар районĕнчи вăрманта курăк икĕ хут хыпса илнĕ. Ун хыççăнах Томаккассипе Чакăр ялĕсем хушшинче çиçĕм разрячĕ 58-ти хĕрарăм кĕтÿçе вĕлернĕ. 2014 çулти август уйăхĕн варринче аçа-çиçĕм хăватне янăшсем те туйса илнĕ. Вăйлă çумăр вăхăтĕнче телевизор курса ларнă çемье инкекрен телевизорпа ун айĕнчи скатерьтсĕр тăрса юлнипех хăтăлнă – электролини тăрăх кĕнĕ разряда пула вĕсене çулăм хыпса илнĕ. Хăрушсăрлăхăн ансат правилисене пăхăнни тата çак инкексене асра тытни кăна вĕсене сирме пулăшать.

Вут-çулăм этем айăпĕпе те хăйĕн вăйне кăтартать. Ăна пăхăнтараймасăр шар курнă тĕслĕхсем районта та пулнă. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн служби халăха унпа асăрханса усă курмалли пирки тепĕр хут асăрхаттарать. Кăçалхи 5 уйăхра акă 26 пушара шута илнĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 36). Вăл 5 млн 600 пин ытла тенкĕлĕх (8 млн 800 пин тенкĕ ытла) сăтăр кÿнĕ, вилнисем çук (2 çын), анчах та ведомствăра 4-шĕн ÿт-пĕвĕ пиçсе суранланни пирки пĕлтереççĕ. «Хĕрлĕ автан» 7 (21) çурт-йĕре тĕп тунă. Пушарсен шучĕ Лапсар ял тăрăхĕнче 3-рен 5, Сарапакасси ял тăрăхĕнче 1-рен 3, Çырмапуç ял тăрăхĕнче 2 таран ÿсни паллă.

2010-2014 çулсенче пушар районта 456 хут алхаснă, вăл 43 çын пурнăçне сарăмсăр татнă. 30 çын вĕрипе пиçсе суранланнă, аманнă. Пĕтĕмĕшле сăтăр вара 55 млн тенкĕрен те иртет.

Виктория Вышинская

Шута илме

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ сывлăхпа пурнăçшăн хăрушă, синкерлĕ лару-тăру пирки пĕлтерме республикăри талăкĕпех ĕçлекен пĕрлехи çăлав телефонне тепĕр хут аса илтерет: «01» («112»).

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости