Çуртра çÿп-çап çук-и?

Е ăна илсе тухнишĕн пурте укçа тÿлеме хатĕр-и?

Çÿп-çап ыйтăвĕ хулара пурăнакансемшĕн те, ял çыннисемшĕн те çав тери çивĕч. «Тăван Ен» хаçата çитнĕ черетлĕ çыру та çак ыйту тавра… Чуна ыраттараканни вулакана ручка тытма хистенĕ-тĕр. Ăна пĕр улăштармасăр пичетлетпĕр…

«Тарăн шухăша кайса чун хистенипе каллех алла ручка тытас терĕм, пĕрре кăна мар çырнă, çапах татах çырас килет. Пирĕн Шăнкас ялĕнче Шкул урамĕнче пурĕ 82 хуçалăх. Çулталăк хушшинче ялти урам тасалăх енне лайăх енне улшăнни курăнать. Ял хушшинчи çырма-çатрасене çÿп-çап сахалтарах курăнма пуçларĕ. Куншăн эпир, ялта пурăнакансем, питĕ хĕпĕртетпĕр. Çÿп-çапшăн укçа пухасси вырăнти халăх тата ял тăрăх администраци ĕçченĕсем пулăшнипе йĕркене кĕме тытăнчĕ. Шел те, çав вăхăтрах чуна ыраттаракан самантсем те пур. Ялти 82 хуçалăхран 6-шĕнче никам та пурăнмасть. Тепĕр 5-шĕнче пурăнакансем çаплах ăнланса çитеймеççĕ-ха. Питĕ хушамачĕсене çырса намăслантарас килет. Вĕсен яланах пĕр хурав: «Пирĕн çÿп-çап çук». Пурăнакан кил-çуртра мĕнле çÿп-çап çук-ши? Тен, çак йĕркесене вуланă хыççăн хăшĕ-пĕри ăнланасса шансах тăрас килет. Пирĕн пурнăç, сывлăх, тасалăх веçех хамăртан килет. Çавна ăнланса илессе чунтан кĕтетпĕр», – тенĕ çырура.

Чăннипех те, ялсенче йăлари хытă каяшсене илсе тухассипе халăхран укçа пухасси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Кашни пухурах ăна хускатаççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсене сăмах парар-ха, çак ĕçсене пурнăçласси вырăнта мĕнле пырать?

Иван ГРАЧЕВ, Янăш ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Пĕлтĕр ял тăрăхĕнче 3 ялта – Турикасра, Янăшра тата Кĕçĕн Турханра – çу кунĕсенче контейнерсем лартрăмăр, юр çума тытăнсан пуçтарса илтĕмĕр. Кăçал пур яла та контейнерсене лартса пăхасшăн – вĕсен йышĕ 30 таран. Пирĕн тăрăхра та укçа-тенкĕ пухассипе йывăрлăхсем çук мар, «манăн çÿп-çап çук», «эпĕ çунтарса тăратăп» текенсем сахал мар. Анчах та ялсен çывăхĕнчи çырма-çатра кам «пулăшăвĕпе» çÿп-çаппа тулать-ши? Кашни çулах райадминистраци тата культура ĕçченĕсен санкцилемен свалкăсене тĕп тума лекет.

Пĕлтĕр пирĕн тăрăхри каяшсене «Спецавтохозяйство» ОАО турттарса тăчĕ, 1 кубла метршăн 550 тенкĕ тÿлесе тăтăмăр, хальлĕхе 2017 çулта каяшсене илсе тухассипе подрядчикпе килĕшÿ туман. Ял тăрăхĕ хуларан самай аякра вырнаçни те витĕм кÿрет – хаксем ытти ял тăрăхĕнчен пысăкрах.

Сергей АВЕРКИЕВ, Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Ял тăрăхĕнчи 6 ялта 52 контейнер вырнаçтартăмăр, саппасра тепĕр 8 пур. Йăлари каяшсене тиесе тухассипе пĕлтĕр «Спецавтохозяйство» ОАО-па килĕшÿ тунăччĕ, 1 кубла метршăн 395 тенкĕ тÿленĕ. Кăçал тарифсем пысăкланчĕç, 1 кубла метршăн 600 тенкĕ ытла тÿлеме тивĕ. 46 контейнера пĕр хутчен тиесе яма кăна 20-22 пин тенкĕ кирлĕ. 2017 çулта подрядчикпе хушма килĕшÿ кăна тунă, апрель-май уйăхĕсенче кашни ялта канашлусем ирттерме палăртатпăр, вĕсенче пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ыйтăва – çав шутра каяшсене илсе тухнишĕн тÿлемелли укçа-тенкĕ виçине те – сÿтсе явăпăр. Тăрăхри ялсене илес пулсан çакна палăртмалла: Шорчекассинче пурăнакансенчен çуррийĕ çÿп-çап укçине тÿрĕ кăмăлпа тÿлесе тăрать, тепĕр çуррийĕ кĕсьерен нухрат кăларасшăнах мар. Анчах та юлашки вăхăтра ытти ялта та тÿлекенсен йышĕ чакса пыни палăрать. Подрядчик укçа-тенкĕ тÿлесен паянах çÿп-çапа тиесе тухма хатĕр.

Республикăра йăлари каяшсене илсе тухас ыйтупа ĕçлекен Регионри оператор халăхран çÿп-çап укçине пухас ĕçе çăмăллатасса шанатăп.

Мĕн чухлĕ калаçсан та килсенчи йăлари каяшсене тата çÿп-çапа пуçтарса тухасси, пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кÿресси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса юлать. Тавралăх тасалăхĕ, илемĕ хамăртан нумай килнине манас марччĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости