Çыравçă та, драматург та…

Паян тĕрленчĕкĕмре 2009-2010 çулсенче хаçатăн тĕп редакторĕнче тимленĕ Б.Б. Чиндыков çинчен аса илтерем-ха.

Борис Чиндыков Етĕрне районĕнчи Палатай ялĕнче 1960 çулхи август уйăхĕнче çуралнă. 1977 çулта вырăнти вăтам шкула, 1984 çулта Мускаври А.М. Горький ячĕпе хисепленекен литература институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1990 çулта Чăваш писателĕсен союзĕн членĕсен ретне тăнă. Борис Борисович драматурги, проза, литература критикин жанрĕсемпе ĕçленĕ, ĕçлет те. 1985 çулта вăл Чăваш АССР-ĕн писательсен союзĕнче литература консультанчĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Виçĕ çул çак ĕçре вăй хурать, 1988 çулта ăна республикăра тухса тăракан «Тăван Атăл» журналта литература критикипе публицистика пайĕн редакторĕ пулма шанаççĕ.

Борис Борисович хăйĕн пултарулăхне çĕнĕ хаçат кăларас енĕпе тĕрĕслесе пăхать. 1990 çулта «Аван-и» хаçат кăларма тытăнса редактор ĕçне туса пырать. Çав вăхăтрах 1992-1993 çулсенче рекламăпа пĕлтерÿсем кăларас тĕлĕшпе те тăрăшулăх кăтартать. Вăл 1994-1997 çулсенче Чăваш Республикин культура министерстви çумĕнчи «Лик Чувашии – литература, искусство, культура» журналăн тĕп редакторĕнче тимлет. Ун хыççăн вунă çул ытла Мускавра пурăнать, Раççейри Турци фирмисенче куçаруçă, реклама директорĕ пулса вăй хурать.

2009 çул шăпа Борис Чиндыкова Шупашкар районне илсе çитерет. Шăпах çав вăхăтра «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редактор вырăнĕ пушă пулнă. Конкурсра çĕнтерсе вăл тĕп редакторăн пуканне йышăнать. Ĕçе пысăк çĕкленÿпе кÿлĕнет вăл. 2009-2010 çулсенче «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторăн тивĕçĕсене пурнăçласа вăл хаçат историне палăрмаллах тарăн йĕр хăварать, хаçат ĕçне чылай пысăк çĕнĕлĕх кĕртет. 2010 çулхи январьтен тытăнса район хаçачĕ эрнере пĕр кун 16 страницăпа тухма тытăнать. Çав вăхăтрах «Кугеси плюс» («Причебоксарье») ятпа вырăсла хаçат та кун çути курать. Борис Чиндыков редактор çак çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе пуçарулăх кăтартса тăрăшать. Анчах районта «Тăван Ен» хаçат пирки шăв-шав пуçланать. Çаксене шута илсе Борис Борисович хăйĕн ирĕкĕпех редактор ĕçне пăрахать. Апла пулин те журналистикăран уйрăлмасть вăл. 2011-2014 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн журналистика факультетĕнче студентсене тĕрлĕ дисциплинăна вĕрентет.

2014 çулта журналистика факультечĕ хупăнать. Преподаватель ĕçне пăрахма тивет. 2015 çултанпа «ЛИК – литература, искусство, культура» журналăн редактор-составителĕ пулса вăй хума тытăнать.

Борис Борисович ку таранччен журналистикăра кăна мар, литературăра та ăнăçлă ĕçлесе тарăн йĕр хăварчĕ. Вăл «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» (1982), «Çур çĕр хыççăнхи апатлану» (1983), «Алăсем умĕнче» (1985), «Чÿк уйăхĕ» (1987), «Hotel Chuvashia», «Урасмет» (1989), «Хура чĕкеç» (2002), «Тухса кайиччен» (2009) кĕнекенсен авторĕ. Унăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесине артистсем Чăваш академи театрĕн сцени çинче выляса панине эпĕ паян та манмастăп-ха. Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем чылай юрă шăрçаланă. 2008 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕнче Б. Чиндыков либреттипе концерт лартнă. «Нарспи» мюзикл вара (композиторĕ – Н. Казаков) паян кун та сцена çинче пырать, ăна çамрăксем уйрăмах килĕштереççĕ.

«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесăшăн çыравçă 1993 çулта Чăваш республикин патшалăх премине тивĕçнĕ.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости