Çыру тĕп çул-йĕре палăртĕ

Январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика парламенчĕн черетлĕ çирĕм çиччĕмĕш сессийĕнче Патшалăх Канашĕ тата чăваш халăхĕ патне черетлĕ уçă çырупа тухать.

Ăна хатĕрленĕ чухне республика çыннисен, общество организацийĕсен членĕсен шухăшĕсене шута илнĕ, унта патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне палăртнă, Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ.

Ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне лартнă тĕллевсем – çырăвăн тепĕр пайĕ. Пуçлăх кĕске вăхăтра тата вăрăм хушăра пурнăçлама палăртнă пур ĕçе те пĕр шухăш çыхăнтарать – халăх пурнăçне лайăхлатасси, унăн ывăл-хĕрне сывă çитĕнме, аталанма, тăван çĕр çинче укçа-тенкĕ ĕçлесе илме майсем туса парасси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев август уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире: «Эпĕ должноçа йышăннă кунранах Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăç пахалăхĕн шайне лайăхлатма тĕллев лартрăм», – тенĕччĕ.

Тăватă çулта – Республика Пуçлăхĕ яваплă должноçа йышăннăранпа – мĕнле çитĕнÿсем тума май килнине тишкерчĕ. Çак тапхăрта граждан обществин пĕлтерĕшлĕ институчĕсене – Общество палатине, Ача, Этем, Предприниматель прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕсене – çирĕплетнĕ. Вĕсем паянхи кун хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пыраççĕ. Министрсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуç­лăхĕсем çулталăкри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе халăха паллаштараççĕ – политика ахаль халăхшăн нихçанхинчен те уçă. Республикăри влаç органĕсен çумĕнче общество канашĕсем туса хунă.

Тăватă çулта чылай кăтарту ырă енне улшăнчĕ: республикăра уйăхри вăтам ĕç укçи 13 пин тенкĕрен 21 пин тенкĕ таран пысăкланчĕ. Ÿсĕм – 1,5 хут е çулталăкра 12-шер процент. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвĕ халĕ экономикăри вăтам ĕç укçипе тан. Çак тапхăрта тухтăрсен ĕç укçи малтанхинчен – 1,5 хут, учительсен – 2 хут, воспитательсен 3 хут ытларах ÿснĕ. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне вара палăрмаллах чакарнă. Чăваш Республики ĕçсĕррисене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче 3-мĕш вырăнта (2012 тата 2013 çулсен кăтартăвĕсемпе).

Чăваш Енре çамрăк çемьесемпе учительсене пурăнмалли условисене лайăхлатмалли программăпа килĕшÿллĕн ипо0публика бюджечĕ шучĕпе саплаштарчĕç. Ку программа хута кайнăранпа, 2011 çултанпа, 2600 çамрăк çемьепе учитель хваттер туяннă е çурт лартнă.

Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕç­терес енĕпе те ырă туртăмсем пур. 2011 çултан пуç­ласа çак тĕллевпе 1 млрд та 16 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Çапла вара харпăр кĕтеслĕ пулса тăнă тăлăхсен шучĕ малтанхинчен 4 хут ÿснĕ. 2011 çултанпа Чăваш Енри 15 пин ытла çемье тĕрлĕ программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса панă.

Агропромышленноç комплексне патшалăх кÿрекен пулăшу çак тапхăрта ÿснĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи кăçал 12 пин ытла тенке çитмелле. 2010 çултипе танлаштарсан хамăр тупăшсен виçи 1,4 хут пысăкланнă. Тăватă çулта Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 70%-ран 37% таран чакнă (хамăр тупăшсемпе).

Чăваш Енре 2012 çултан тытăнса демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнса пырать. Çынсен пурнăç çулĕ вăрăмланни те савăнтарать. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ 22% ÿснĕ. 3 çултан аслăрах ачасене пурне те садикре вырăнпа тивĕç­терни ашшĕ-амăшĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллеве иртнĕ çул пурнăçлама май килнĕ. 2015 çулта вара 1,5 çулти ачасен садик черечĕн ыйтăвне татса пама тĕллев лартнă. Чăваш Енре физкультурăпа спорт юхăмне аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртмалла, çавна май сывă пурнăç йĕркине хисеплекенсен шучĕ те ÿссех пырать.  

Анонс

Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ кашни çулах хатĕрлекен, регионри политикăн никĕс пулса тăракан, хыçа юлнă тапхăрти çитĕнÿсемпе пĕрлех йывăрлăхсене те, Правительство ĕçĕн программинчи тĕп çул-йĕре те палăртакан документпа январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн влаç органĕсен порталĕ çинче (www.cap.ru) паллашма пулать. «Россия-24» информаци каналĕн, Наци телекуравĕн, Наци радиовĕн тата Тăван радион эфирĕсенче Çырăвăн тÿрĕ трансляцине йĕркелеç­çĕ. Церемони 12 сехетре пуç­ланать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕпе республика çыннисен çак кунах 18 сехет те 30 минутра Наци телекуравĕн эфирĕнче паллашма май пулĕ. Парламентарисемпе экспертсен комментарийĕсемпе хатĕрленĕ ятарлă репортаж «Россия 1» телеканалăн «События недели» программинче январĕн 25-мĕшĕнче, 10 сехет те 20 минутра эфира тухать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости