Ыйту-хурав

Кÿршĕ камерăпа сăнать

— Манăн кÿршĕ лаççи тăррине видеокамера вырнаçтарнă. Вăл манăн килкартине те ÿкерсе тăрать. Пускилпе калаçса татăлма май килмерĕ, камерăсене суд урлă илсе пăрахтарма пултаратăп-и эпĕ? Любовь Кирилловна, Курак Чурачăк Петр…

Сиенлĕ эмел

— Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх валли суя эмелсем сутнă тĕслĕхсем пулни пирки ăнсăртран илтрĕм. Çак тавар сĕнме сутуçа лицензи кирлĕ-и? Производительсене мĕнле майпа тĕрĕслеççĕ? Агафий Васильков, Çĕнĕ Тутаркасси Алексей ПАЛЬКИН, Россельхознадзорăн…

Ĕç шыракан – ăна тупатех

— Юлашки вăхăтра интернетри хăш-пĕр кăларăм ĕçпе тивĕçтерессинче йывăрлăхсем пуррине пĕлтерет, республикăра пурăнакансен 40% ĕçсĕр имĕш. Ăçтан илнĕ кунашкал кăтартусене? К. ВОРОБЬЕВ, Кÿкеç Сергей ДИМИТРИЕВ, ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх…

Сипленме хирĕçлесен…

— Наркомансене хистесе сиплеме пулать-и? Енчен те хирĕçлесен вĕсемшĕн мĕнле те пулин яваплăх пур-и? Кирилл ЖУКОВ, Кÿкеç Илья ГАВРИЛОВ, район прокурорĕн пулăшуçи: – РФ Уголовнăй кодексăн 72.1 статйин 1-мĕш пайĕпе…

Хыçне пăрахтăр…

— Кÿршĕсен ĕни пăруланă хыççăн хыçне пăрахайманнипе нушаланчĕ. Часах хамăрăн выльăхăн та пăрулама вăхăт çитет. Хыçне ăнăçлă пăрахтăр тесен мĕн тумалла? Елена САВЕЛЬЕВА, Ишлей Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ): –…

Йытăсем текех явăнмĕç?

— Кÿкеçри «Дорожник» суту-илÿ çурчĕ тавралла яланах килсĕр йытăсем çÿреççĕ, контейнерсем çывăхĕнче явăнаççĕ, иртен-çÿрен çумне çулăхаççĕ. Çак эрнере контейнерсем çухалнине асăрхарăм. Вырăнти ял тăрăх администрацийĕ çивĕч ыйтăва çакăн пек майпа…

«Сăрă» ĕç укçи – штраф сăлтавĕ

— Ĕçлеме вырнаçрăм – анчах та ĕç кĕнеки манăн халĕ те тап-таса. Предприяти ертÿçи стажировкăпа сăлтавласа манпа килĕшÿ тума васкамасть. Манăн мĕнле майпа çине тăмалла? Елена ДМИТРИЕВА, Кÿкеç Илья ГАВРИЛОВ,…

Çĕнĕ технологисем ансатлатаççĕ

— Росреестр куçман пурлăха регистрацилеме документсене нумай функциллĕ центрсенче кăна мар, Интернет урлă та йышăнма тытăннине илтрĕм. Тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха тархасшăн. Валентина Ильина, Çĕнĕ Тутаркасси Екатерина КАРПЕЕВА, Росреестрăн Чăваш Республикинчи…

Ачасене сивĕ

— «Ягодка» ача садне хăçан йĕркеллĕ хутса ăшăтма тытăнаççĕ? Ушкăнсен пÿлĕмĕсенче термометр +13 тĕлĕнче кăначчĕ. Ачасем тумтирпе çывăраççĕ, мĕншĕн тесен спальнăра вылямалли пÿлĕмринчен те сивĕрех. «Ягодка» ача садне çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕ…

Килте ÿстересшĕн

— Кашни çулах ялти пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Помидорпа пăрăç калчисене хальччен сутăн илсе тăраттăм, кăçал вĕсене килте ÿстерсе пăхас кăмăл пур. Вăрттăнлăхсене уçса парăр-ха? Алена САВЕЛЬЕВА, Тури Макаç…

Сообщить об опечатке

Текст, который будет отправлен нашим редакторам: