Çĕнĕлĕхсем: кашни пĕлме тивĕç

Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕтсене кăна мар, закон улшăнăвĕсене те пĕрле илсе килчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

Чи малтанах улшăну ОСАГО страхлакан полис хакланнипе çыхăннă. Малашне унăн хакĕ йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутĕнчен килĕ. Енчен те вăл нумай пулсан полис хака ларĕ. Кунсăр пуçне тата автомобиль правишĕн тÿлемелли пошлина ÿсет, çав вăхăтрах предприятисене транспортшăн илекен пурлăх налогĕнчен хăтарĕç.

Кăçалхи январь çурринчен пуçласа парăмлă çынсене – парăмĕ 10 пин тенкĕрен пысăкрах пулсан – вăхăтлăха водитель прависĕр хăварĕç. Камсене? Алимент тÿлеменнисене, преступлени туса сиен кÿнĕ парăмçăсене, çул-йĕр правилисене пăсакансене, суд йышăнăвĕпе ачипе хутшăнма хирĕçлекенсене тата ыттисене суд приставĕсем транспортпа çÿреме чарĕç.

Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коллекторсемпе çыхăннă çĕнĕ закон та вăя кĕрет. Мĕн пирки каланă-ха унта? Малашне коллекторсем коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемен парăмсене шыраса илеймĕç. Вĕсен парăмлă çынпа талăкра 1 хутчен, эрнере вара икĕ хутран ытла мар калаçма-курма юрать. Парăм пуçтарăннăранпа 4 уйăх иртсен парăмçăн коллекторпа адвокат урлă калаçма ирĕк пур. Чи кирли вара – кăçалхи январьтен пуçласа коллектор парăмçа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те, хăратса-çапса та сиен кÿреймест, унăн пурлăхне пăсаймасть.

2017 çулта электронлă больничнăй вăя кĕрĕ. Вăл хутлă версийĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмĕ. Электронлă больничнăя ятарлă информаци тытăмĕнче хатĕрлĕç, специалист вара ăна электронлă майпа алă пусса çирĕплетĕ.

Кăçалтан мигрантсемпе çыхăннă закон та вăя кĕмелле. Раççей патшалăхĕн историне тата вырăс чĕлхине пĕлнине çирĕплетекен документа илмешкĕн январĕн 1-мĕшĕнчен пошлина тÿлемелле пулĕ. Ку çĕнĕлĕх Раççее ĕç шырама килекен ют патшалăх çыннисене пырса тивет. Пошлина виçи 1000 тенкĕрен хаклă пулмĕ – 80% субъект бюджетне, 20% патшалăх хыснине кĕрĕ.

Кăçалтан патшалăх служащийĕсен пенсие тухмалли вăхăчĕ çур çулшар ÿссе пырĕ. Сăмахран, 2017 çулта хĕрарăмсем тивĕçлĕ канăва 55,5 çулта, арçынсем 60,5 çулта тухĕç. Çапла майпа ерипен хĕрарăмсем валли ăна – 63, арçынсем валли 65 çул таран çитересшĕн.

Тепĕр улшăну пирки те асăнса хăварас килет. Раççейре 2014 çул хыççăн çуралнисене сигарет туртма чарасшăн, паллах, ÿссе çитĕнсен. Хальхи вăхăтра ку сĕнĕве сÿтсе яваççĕ. Документра çак вăхăт хыççăн çуралнисене сигарет сутма чарасси пирки сăмах пырать. Çĕнĕлĕх çул çитмен çамрăксене кăна мар, 18 çул тултарнисене те пырса тивĕ. Çавăн пекех законра аслисене автомобиль салонĕнче ача пур пулсан тĕтĕм мăкăрлантарма чарасшăн, тутлă хутăшлă тата сăрăллă сигаретсене вара сутма юрамĕ. Ку таварăн акцизне пысăклатасси пирки те сăмах пырать. Официаллă статистика тăрăх 2014 çултанпа Раççейре туртакансен йышĕ 10% сахаланнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости