Çĕн­ни­не шы­ра­кан ре­дак­тор

Çи­тес çул «Тă­ван Ен» ха­çат 85 çул­хи юби­лее паллă тума ха­тĕр­ле­нет. Çав­ра да­та умĕн хăй­сен кун-­çул­не тĕр­лĕ вă­хăт­ра ха­çат пур­нă­çĕ­пе çы­хăн­тар­нă çын­сен аса иллĕ­вĕ­се­не но­мер­тен-­но­ме­ре пи­чет­лĕпĕр, ре­дак­цие кĕр­се па­нă ал çы­ру­сен­чен, асăн­ма­лăх юл­нă япа­ла­сен­чен му­зей кĕ­тес­не йĕр­ке­лет­пĕр.

Пĕр­ре­мĕш çы­рă­ва РФ Жур­на­лист­сен Союзĕн чле­нĕн­чен, 1947 çулта Шу­паш­кар ра­йо­нĕн «Ле­нин çу­лĕ­пе» ха­çат ре­дак­то­рĕн­че ĕç­ле­нĕ Ана­то­лий  Се­ме­нов­ран ил­нĕч­чĕ.

Халь­хин­че сă­мах Шу­паш­кар­та пу­рă­на­кан  86 çул­ти Анд­рей Ми­хай­лов пир­ки. Вăл хă­йĕн вăй­пит­ти ĕмĕр­не пи­чет ĕçĕн­че, совет ор­га­нĕ­сен­че, ком­со­мол пар­ти­йĕ­сен­че ĕç­ле­се ирт­тер­нĕ.

Анд­рей Ива­но­вич 1930 çул­хи фев­раль уйă­хĕн 16-­мĕ­шĕн­че Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи Ха­чăк ялĕн­че кун çу­ти кур­нă. Иш­лей вă­там шкул­не (1948 çул), Чă­ваш пат­ша­лăх пе­да­го­ги­ка инс­ти­тут­не, пар­тин Чул­ху­ла­ри ас­лă шкул­не (1959 çул), Ле­нинг­рад­ри ас­лă шку­лăн ха­çат уй­рăм­не (1966) вĕ­рен­се пĕ­тер­нĕ.

Ĕ­çе вăл 12 çул­та­нах кÿ­лен­нĕ. Вăр­çă вă­хă­тĕн­чи хă­йĕн ыт­ти тан­тă­шĕ пе­кех «З­на­мя ком­му­низ­ма» кол­хоз­ра çу ку­нĕ­сен­че тĕр­лĕ ĕç пур­нăç­ла­нă. 1948 çул­та ВЛКСМ Иш­лей рай­ко­мĕн ор­га­ни­за­цил­лĕ пай пуç­лă­хĕ пул­ма уйăр­са лар­таç­çĕ. Çак ĕç­ре вăл 1952 çулч­чен вăй ху­рать. Çы­рас тур­тăм çак çул­сен­че пуç­ла­нать те Анд­рей Ми­хай­ло­вăн. А. Ва­нин псев­до­ним­па ра­йон ха­çа­тĕн­че статья хыç­çăн статья пи­чет­ле­се кă­ла­рать. Пул­та­рул­лă та тă­рă­шул­лă за­вор­га 1952 çул­та ВЛКСМ рай­ко­мĕн пĕр­ре­мĕш сек­ре­тарь­не суй­лаç­çĕ.

1955 çул­та Анд­рей Ива­но­ви­чăн пур­нă­çĕн­че пы­сăк ул­шă­ну­сем пул­са ир­теç­çĕ. Ăна пар­тин Чул­ху­ла­ри ас­лă шкул­не вĕ­рен­ме яраç­çĕ. 1959 çул­та çак шкул­тан вĕ­рен­се тух­сан 1964 çулч­чен Çĕр­пÿ та­та Шу­паш­кар ра­йо­нĕ­сен­че «Ок­тябрь çу­лĕ­пе» та­та «Ле­нин çу­лĕ­пе» ха­çат­сен ре­дак­то­рĕн çу­мĕн­че ĕç­лет. Жур­на­лис­ти­кă­на чу­нĕ­пе па­рăн­нă çы­рав­çă­на 1964 çул­та пар­тин Ле­нинг­рад­ри ас­лă шку­лĕн ха­çат уй­рăм­не вĕ­рен­ме кай­ма нап­рав­ле­ни па­раç­çĕ.  1966 çул­та ку шку­ла вĕ­рен­се пĕ­тер­сен вăл КПСС Чă­ваш об­ко­мĕн про­па­ган­дă­па аги­та­ци па­йĕн инст­рук­то­рĕн­че ĕç­лет.

1970 çул­та шă­па ен­те­ше ĕç­ле­ме тă­ван ра­йо­нах ил­се çи­те­рет. Çак çул ăна кун­та тух­са тă­ра­кан «Ле­ни­нец» ха­çат ре­дак­тор­не çи­рĕп­ле­теç­çĕ. Ĕç­ле­се та­та вĕ­рен­се опыт пух­нă жур­на­лист çак ĕçе пы­сăк  çĕк­ле­нÿ­пе кÿ­ле­нет. Хăй вăй ху­нă çул­сен­че ра­йон ха­çа­чĕн ĕç­не чы­лай çĕ­нĕ­лĕх кĕр­тет. Пи­чет ĕç­не вă­хăт ыйт­нă пек йĕр­ке­лес тĕл­лев­пе çĕ­нĕ­лĕх­сем шы­ра­са вăл Лу­ка (Ле­нинг­рад об­ла­çĕ), По­дольск (Мус­кав об­ла­çĕ) ху­ли­сен ха­çа­чĕ­сен опы­чĕ­сем­пе пал­ла­шать, «Ле­ни­нец ха­çа­чĕн» ял­ко­рĕ­сен пос­чĕ­се­не ту­са ху­рать, мал­та пы­ра­кан­сен опыт­не сар­ма ра­йон­ти спе­циа­лист­се­не явăç­та­рать, пур­нăç­ри çит­мен­лĕх­сем­пе та­та пă­тăр­мах­сем­пе çи­вĕч кĕ­реш­ме ра­йон ха­çа­тĕн­че «Ят­ман Якур ят­ра­нах ят­лать» кĕ­тес йĕр­ке­лет.

Ÿр­кен­мен ре­дак­тор ра­йон пур­нă­çĕ­пе, ра­йон çын­ни­сем­пе та­та вы­рăн­ти ял­кор­сем­пе ву­ла­ка­на та­тах та çы­вăх­рах пал­лаш­та­рас­си­шĕн тă­рă­шать. 1972 çул­хи кĕр­кун­не ăна КПСС Чă­ваш об­ко­мĕн пи­чет, те­ле­ви­де­ни, ра­дио сек­то­рĕн заве­дую­щи­не çи­рĕп­ле­теç­çĕ. Вун икĕ çул вăл рес­пуб­ли­кă­ри мас­сăл­лă ин­фор­ма­ци ха­тĕ­рĕ­сен ĕçĕ­се­не ти­вĕç­лĕ шай­ра тыт­са тă­рас­си­шĕн ыр­ми-­кан­ми вăй ху­рать. Çа­кăн хыç­çăн ăна Чă­ваш АССР ми­нистр­сен сове­чĕ çу­мĕн­чи пат­ша­лăх вăрт­тăн­лă­хĕ­се­не пи­чет­ре сых­ла­кан уп­рав­ле­ни пуç­лăх­не уйăр­са лар­таç­çĕ. 1984-1991 çул­сен­че çак долж­ноç­ре те вăл пы­сăк тă­рă­шу­лăх­па па­лă­рать. Ти­вĕç­лĕ ка­нă­ва тух­сан та ахаль лар­масть. 1992-2001 çул­сен­че Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин жур­на­лист­сен союзĕн прав­ле­ни­йĕн кон­суль­тан­тĕн­че, кая­рах­па ответ­лă сек­ре­тарь­те вăй ху­рать.

«Жур­на­лис­ты Чу­ва­шии» (2005 ç.), «Вое­ва­ли на всех фрон­тах» (2010 ç.) кĕ­не­ке­сен ав­то­рĕ пар­ти ор­га­нĕ­сен­че тă­рăш­са ĕç­ле­нĕ­шĕн чы­лай наг­ра­дă­на ти­вĕç­нĕ. Хă­йĕн тă­ван ялĕн­чен II Тĕн­че вăр­çи­не хут­шăн­нă çын­сем çин­чен те кĕ­не­ке кă­лар­чĕ. ЧР Куль­ту­рăн та­ва ти­вĕç­лĕ ĕç­че­нĕн ул­тă ме­даль, вăл – «Пи­чет ĕçĕн от­лич­ни­кĕ» пал­лă ху­çи, Раç­çей­ри  жур­на­лист­сен союзĕн та­та рес­пуб­ли­кă­ри сою­зăн Çе­мен Эль­кер ячĕл­лĕ пре­ми­сен  лау­реа­чĕ. Ха­лăх хуш­шин­чи ĕç­ре çу­лĕ­се­не ку­ра мар хас­тар. 2007 çул­та пи­че­те тух­нă «Го­родс­кие и ра­йон­ные га­зе­ты Чу­ва­шии»  кĕ­не­ке­ре вăл Шу­паш­кар ра­йо­нĕн «Тă­ван Ен» ха­çа­чĕ çин­чен те ан­лă çыр­са кă­тарт­нă.

 ФА­ДЕЙ КОНС­ТАН­ТИ­НОВ, КИ­ПЕК­КАС­СИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости