Çĕнтерес кăмăл пысăк

Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас, ÿссе пыракан ăрăва спорта явăçтарас, çамрăксене çар службинче тăма хатĕрлес ĕçе республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ – çакна палăртса хăварнă ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ уйăх вĕçĕнче РФ оборона министерствин представителĕсемпе тĕл пулсан. Регионта çар училищисене вĕренме кĕрекенсен йышĕ ÿсни, ентешсем çарта хăйсене тивĕçлĕ тытни те çакнах çирĕплетет.

Республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче январĕн 23-мĕшĕнче оборонăпа массăллă ĕç тата спорт уйăхлăхĕ старт илчĕ.

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕпе ЧР Çар комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи уйрăмĕ йĕркеленипе январĕн 29-мĕшĕнче уйăхлăх шайĕнче Вăрман-Çĕктер шкулĕнче кадет класĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта шкул ачисем турник çинче туртăнассипе, отжимани тăвассипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, пăшал магазинне патронсемпе авăрлассипе, пневматика винтовкинчен перессипе тупăшнă, устава, çар званийĕсене мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Вăрман-Çĕктер, Кÿкеçри 1-мĕш шкул, Тутаркасси, Çĕньял-Покровски, Ишлей шкулĕсенчи 5-7-мĕш кадет класĕсем хăйсене тивĕçлĕн кăтартма пултарнă. Пуринчен нумайрах очко пухса чăрăшкассисем малти вырăна тухнă.

Шкул чысне хÿтелекенсем – Юра Николаев, Игорь Матвеев, Денис Иванов, Игорь Кетмелев, Карина Афанасьева, Дарья Байкова, Рома Фомин. Кадет класĕнче ăс пухакансем хăйсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине ăнланса вĕренÿре те тăрăшулăх кăтартаççĕ, спортпа та туслă. Ачасем уроксем хыççăн иртекен хушма занятисенче пĕлĕве кăна мар, хул-çурăма та çирĕплетеççĕ, ташлама, юрлама вĕренеççĕ, шахматла выляççĕ, туризм пĕлĕвне илеççĕ, стройпа утма хăнăхаççĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости