Çĕнтерес кăмăл-туйăм чакмасть

Сывлăхран хавшакрах çынсен хăюлăхĕ, хастарлăхĕ, кăмăл çирĕплĕхĕ, чир-чĕрпе пыракан кĕрешĕвĕ пуриншĕн те тĕслĕх. Вĕсем сыввисенчен нимпе те кая мар, хăш чухне малта та. Шăпах пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ çывхарса пынă май «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче ĕнер инвалидсен районти спорт фестивалĕ иртрĕ. Сусăрсемпе инвалид-ачасем дартс перессипе, алă вăйĕ виçессипе, шашкăлла выляссипе тупăшрĕç, хĕрÿ тупăшура кам вăйлăрах, ăнăçуллăраххине палăртрĕç.

Районта сывлăхран хавшак çынсен спорт фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Унта кашни ял тăрăхĕнчи сусăрсем хутшăнма тăрăшаççĕ. Ĕнерхи ăмăртура Кăшавăш, Çĕньял-Покровски, Кÿкеç, Апаш ял тăрăхĕсенче пурăнакан сусăрсем хастар пулчĕç. 18 çулчченхи инвалид-ачасем дартс перессипе тата шашкăлла выляссипе тупăшрĕç. Арçынсемпе хĕрарăмсем вара алă вăйне те виçрĕç.

Фестивале райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин тата районти инвалидсен ертÿçи Анатолий Архипов уçрĕç. Культура ĕçченĕсем пухăннисене пĕчĕк концертпа савăнтарчĕç. Унтан пурте спортри ÿсĕмсене кăтартма васкарĕç.

Кăшавăш тăрăхĕнчи инвалидсен ушкăнĕн ертÿçи Елена Ильина – чи хастаррисенчен пĕри. Вăл пĕр фестивале те сиктермест. Елена Петровна – хĕрарăмсен вырăнти канашĕн членĕ те. «Ăмăртăва хатĕрленнĕ май фитнеса çÿренĕ эпĕ», – пĕлтерчĕ вăл.

Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче пурăнакан Николай Максимов та ăмăртусенчен айккинче юлмасть. Вăл инвалид кÿмине кустарассипе темиçе хутчен те районта пĕрремĕш пулнă. Çапах та ытларах шашкăлла тата шахмăтла выляма кăмăлланине пытармарĕ вăл. Республика шайĕнчи ăмăртура пауэрлифтинг енĕпе тупăшнине каласа пачĕ. Икĕ хутчен те хăй виçинче малти вырăна тивĕçнĕ. «Çакăн евĕр ăмăртусем пĕр-пĕринпе курса калаçма май параççĕ», – тет вăл хăпартланса.

Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчи Татьяна Федимирова вара чăннипех те район мăнаçлăхĕ. 35 çулти спортсмен çÿпçинче медаль тем чухлех. Дартс перессипе вăл Раççей чемпионатĕнче те, ытти ăмăртура та пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Ăсталăха малаллах аталантарса пырать пултаруллăскер.

Спорт фестивалĕнче малти вырăнсене йышăннисене парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости