Çĕнтерĕве вĕсем те çывхартнă

Вăрçă тата тыл ветеранĕсем çулран çул сахалланса пыраççĕ. Йывăрлăхсене парăнтарса хĕн-хур витĕр тухнă, пурнăçра хурипе шуррине самаях курнă ватăсем хăйсен пурнăçĕ пирки нумай кăсăклине каласа пама пултараççĕ.

Кăшавăш ял тăрăхне кĕрекен Котяк ялĕнче пурăнакан Екатерина Степанова кĕçех 91 çул тултарнине паллă тăвĕ. Вăл 1923 çулта декабрĕн 5-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаранпах ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕскер аслисемпе пĕрле уй-хирте тимленĕ, çум çумланă, ытти ĕçсене пурнăçланă. 7 класс пĕтернĕ хыç­çăн Ишлей шкулĕнче пĕлÿ пухма тытăннă, 3 уйăх пĕлÿ пухнă хыççăн укçа тÿлеме тивнĕрен вĕренме пăрахнă. Екатерина Степановна аса илнĕ тăрăх, вăрçă пуçланнă хыпара вăл Мамăш пуххинче, ярмăрккăра илтнĕ. Хаваслă пухура савăнакан халăхшăн вăрçă пуçланни пирки пĕлтерни уяр кун аçа-çиçĕм кĕмсĕртетнĕ евĕр илтĕннĕ, фашистсем тапăнса кĕрессе никам та тĕлленмен. Çав вăхăтра Екатерина 17-18 çулхи пике пулнă. Килĕнче унсăр пуçне тата 3-ĕн çитĕннĕ – икĕ пиччĕшĕпе йăмăкĕ.

Вăрçă çулĕсенче никама та çăмăл пулман, арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă чухне хĕрсемпе хĕрарăмсем тылра вăй хунă. Екатерина Степановна та вăрçă çулĕсене паянхи пекех ас тăвать. Вăл вăхăтра çамрăксен ир пуçласа каçченех тар тăкма лекнĕ. «Çиме çăкăр та, тумланмалли те пулман. Аттене вăрçа ăсатрăмăр. 1942 çулта мана ытти çамрăксемпе пĕрле Атăл леш енне торф кăларма, йывăç касма илсе кайрĕç. Ас тăватăп, ĕçленĕ вырăнтан инçех те мар бомба пăрахрĕç, пурте вăрмана тарса кĕтĕмĕр», – каласа парать тыл ветеранĕ. Çапла темиçе çул хĕл кунĕсенче вăрман касса, çулла вара торф кăларса типĕтнĕ Екатерина.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçлениччен кăшт маларах вăл Ишлейри больницăра ĕçлеме пуç­ланă. Вăрçă пĕтнĕ хыпара вăл унта кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн колхозсене çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ, Екатерина Степановна нумай çул колхозра, Кăрмăш йĕтемĕ çинче вăй хунă. Склад ертÿçи, бригадир, пĕр вăхăт диспетчерта та ĕçленĕ вăл. Пенсие тухсан та тепĕр 8 çул колхозрах тăрăшнă.

Вăрçа пула чылай çамрăк пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вăй питти арçынсем сахал юлнăран пĕтĕм йывăр ĕç-хĕл хĕрсемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Никама та çăмăл пулман ун чухне. Екатерина Степановна хăйĕн пурнăçĕнче арçын тĕрекне курайман, çапах та ывăл çуратса ÿстернĕ. Халĕ унăн 5 мăнук, пĕр мăнукĕ пĕрле пурăнать.

Екатерина Степановнăн çулĕсем те самаях, чир-чĕр те аякран иртесшĕн мар. Нумаях пулмасть кăна-ха выльăх-чĕрлĕх те усранă кинемей. Май пур таран пахчара кăштăртаткалать, кил-çуртри ĕçсене те хăех пурнăçласа тăрать.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости