Çĕнтерÿ Кубокĕшĕн кĕрешрĕç

Аслă Çĕнтерĕве халалласа Çĕнĕ Шупашкарта 40 çултан иртнĕ арçынсен хушшинче иртнĕ футбол турнирне пурĕ ултă команда хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ, «А» тата «Б», ушкăнсене пайланса тупăшрĕç. Кÿкеçĕн «Ротор» команди Çĕнĕ Шупашкарти «Заря» командăна 2:0 шутпа парăнтарчĕ.

Мечĕке Валера Шмелев пĕрремĕш таймра пуçпа çапса кĕртрĕ, иккĕмĕш таймра Андрей Красных пас панă хыççăн ăна Николай Платонов хапхана вăркăнтарчĕ.

Тепĕр вăййа кÿкеçсем Çĕнĕ Шупашкарти сăра завочĕн командипе выляса, вĕсене 1:0 шутпа çĕнтерсе (мечĕке тапса кĕртекенĕ Павел Цветков), ушкăнра пĕрремĕш вырăн йышăнса финала тухрĕç. «Заря» тата «Пивзавод» футболисчĕсем кÿкеçсене çĕнтерес тата хăйсен командине вăйлатас шухăшпа Йошкар-Ола хулинчен чи вăйлă пилĕк футболиста илсе килсе хăйсемшĕн выляттарчĕç. Çакăн пек чеелĕх те пулăшаймарĕ вĕсене.

«Б» ушкăнран «Тус» команда «Водоканал» командăна çĕнтерсе тата Канашри «Алрост» командăпа 1:1 шутпа выляса финала тухрĕ. «Туссемшĕн» Вăрман Çĕктер тата Шупашкар футболисчĕсем мечĕке хăваларĕç. Виççĕмĕш вырăна «Алрост» команда йышăнчĕ.

Финалта «Роторпа» «Тус» командăсем питĕ çивĕч те хăюллăн кĕрешрĕç. Хĕрсе кайсан хăшĕсем пĕр-пĕринпе тытăçса ÿкме те хатĕрччĕ. Юрать-ха судья ун пеккисене вăхăтра лăплантарса пычĕ. Çапах та ытла чăрсăррăн вылянăшăн Сергей Петрова судья асăрхаттарса сарă карточка кăтартрĕ. Çивĕч кĕрешÿ никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Пенальти вăхăтĕнче вара Андрей Красных мечĕке хапхана тапса кĕртрĕ те хăех хапхаçă вырăнне тăчĕ. «Тус» команда футболисчĕсем Александр Семеновпа Яков Андреев тапнă мечĕксенчен пĕрне Андрей Красных тытма, теприне сирсе яма пултарчĕ. Сергей Петров мечĕке хапхана тапса кĕртнĕ хыççăн Кÿкеçри «Ротор» команди Çĕнтерÿ Кубокне çĕнсе илни паллă пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ветерансен футбол обществин председателĕ Геннадий Степанов «Ротор» командăн капитанне тата турнирăн чи лайăх хапхаçине, Николай Ларионова, Çĕнтерÿ Кубокĕпе чысларĕ. Вăл Кÿкеçри шкул-интернатра ачасене ĕç урокĕсене вĕрентет, халĕ те район командишĕн хоккейла вылять. Вăлах 1980 çулта, Олимп çулăмне Грецирен Мускава илсе килнĕ чух, Орлов облаçĕн çулĕпе факелпа чупма тивĕç пулнă. Турнирăн чи лайăх футболисчĕн ятне Андрей Красных тивĕçрĕ. Вăл Кÿкеçри лицейра физкультура урокне ертсе пырать. Иртнĕ çулсенче вăлах Шупашкарти «Динамо» командăшăн выляса Чăваш Республикин чемпионĕ пулса тăнăччĕ.

Кÿкеçри «Ротор» командишĕн вылянă хастарсене пурне те алла çыхмалли, шыв кĕмен хаклă йышши сехетсем парнелерĕç. Ытти футболистсем те асăнмаллăх парнесене тивĕçрĕç.

Николай алексеев, Шоркка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости