Çĕнтерÿ кунне халалласа

Çĕнтерÿ кунĕ спортпа туслисемшĕн, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансемшĕн Иккасси-Кÿкеç чупуран пуçланчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă, йăлана кĕрсе пыракан çăмăл атлетикăн IV чупăвне 200 яхăн çын хутшăнчĕ.

Кăкăр çинче Çĕнтерÿ кунĕн символĕ – георгий хăйăвĕ, пуçĕсене «Çĕнтерĕве – 70 çул» тесе çырнă шурă тĕслĕ бейсболка тăхăннă. «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ умне пухăннă çамрăксене çак паллăсемпе тÿрех уйăрса илме май пулчĕ. Кусем – Иккасси-Кÿкеç чупăва хутшăнма кăмăл тунисем.

Чупăва хутшăнакансене автобуссем Иккасси салине илсе çитерчĕç. Спортсменсен хушшинче аслăраххисем те, шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем те самаяхчĕ. Каччăсемпе танах хĕрсем те старта тăма кăмăл тунă. Вĕсен те 10 çухрăмлă дистанцие парăнтарма тивĕ.

Палăк умне чечексем хурса, пĕр минут шăплăхра тăрса пухăннисем хаяр вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçса пуçне хунă салтаксене асăнчĕç.

Старт пачĕç. Малти ретрисем, алла ялав тытнисем, «Урра!» кăшкăрса малалла ыткăнчĕç. Вĕсем хыççăн – ыттисем те. Старта Кÿкеçри лицейра 4 д класра ăс пухакан Валентина Ивановăпа Виктория Михайлова та тăчĕç. Вĕсем кăçал пĕрремĕш хут чупăва хутшăнчĕç. Çак класра ăс пухакан арçын ачасем те чупура пĕрремĕш хут. Вĕсем спортпа туслă ÿсеççĕ, пĕрисем бассейнта ишес ăсталăха туптаççĕ, теприсем çăмăл атлетикăпа туслă.

Лицейрах 4 в класра ăс пухакан Илья Степанов та спортра хастар. Çакă та ăна чупăва хутшăнма хавхалантарнă. 10 км дистанцие парăнтарма çитĕннисене те çăмăлах мар, ачасемшĕн пушшех те. Çапах арçын ача тепĕр çул та çак чупăва хутшăнас ĕмĕтлĕ.

Чупăва хутшăнакансем дистанцие кая хăварса Кÿкеçри палăк патне чупса килчĕç. Вĕсене парада пухăннисем чысласа кĕтсе илчĕç.

Сăмах май

Çĕнтерÿ кунĕнче – волейболла

Янăшра Çĕнтерÿ кунне халалланă митинг хыççăн Янăш тата Кĕçĕн Турхан ялĕсен командисен хушшинче юлташла волейбол матчĕ иртрĕ. Матч юлташла пулчĕ пулсан та, тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Кĕçĕн Турхансем 2:1 шутпа янăшсене çĕнтерчĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости