Çĕнтерÿ кунне – çĕнĕ палăк

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă уява Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ Малти Ункăпуçĕнче анлăн паллă турĕ. Ял тăрăхĕнче тыл ĕçченĕсем 83-ĕн пурăнаççĕ, 26 тăлăх арăм, 423 çын вăрçă ачисен йышĕнче. Малти Ункăпуç ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 114 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 62-шĕ таврăннă. Çĕнтерÿ кунĕнче ялта çĕнĕ палăк уçрĕç. Ку вăл, 16 яллă ял тăрăхĕнчи 8-мĕш палăк.

Митинга ял тăрăхĕнчи ытти ялсенче пурăнакан ветерансем те хутшăнчĕç. Пирĕн ялтан Галина Хрисанфовăпа Юлия Никитина тыл ветеранĕсем пулчĕç унта. Уява Варпуç ялĕнчи тыл ĕçченĕ Клавдия Репкова (Тимофеева) та пынă. Вăл 1946-1953 çулсенче ун чухнехи Ишлей районне кĕрекен Мишер шкулĕнче, пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. «1952 çулта, Варпуçĕнчи Леонид Репков вăрçă ветеранĕпе çемье çавăртăмăр. Шел те, 2001 çулта вăл пирĕнрен уйрăлса кайрĕ», – каласа пачĕ ветеран. 1953 çултанпа, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Салапайкасси шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ тыл ĕçченĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 46 çултан та иртет.

Уяв программине Шупашкаркассинчи культура çурчĕн ертÿçи Любовь Иванова ертсе пычĕ. Шкул ачисем уяв митингне пухăннă ветерансене чечексем парнелерĕç, шкул ачисем палăк умне кăшăл хучĕç. «Вăрçăра вилекенсенчен кашни 4-мĕшĕ ача пулнă», – терĕç вĕсем.

Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев, Çÿлтикасси чиркĕвĕн настоятелĕ Феодосий атте, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, вырăнти депутат Вячеслав Спиридонов, ял тăрăхĕн ветерансен канашĕн ертÿçи Мария Изванова сăмах илчĕç. Çавăн пекех ялти сумлă çынсем: Михаил Фомин, Юрий Федимиров, Георгий Вавилов сцена çине тухрĕç. Николай Евгеньевич уявпа ветерансене килрен-киле çÿресе саламланине пĕлтерчĕ. Николай Костина акă Шупашкаркассинчи «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ клубра ятран концерт та лартса панă. Борис Романов районта 9 шкулта музейсем ĕçлени пирки каларĕ. Тин çеç уçăлнă палăк умне ветерансемпе хăнасем, ачасем чĕрĕ чечексем хучĕç.

Вячеслав Спиридонов палăк тума пулăшнисене тав тунă май çапла каларĕ: «Вăрçăра манăн аннен кукашшĕ Федот Леонтьев 1942 çулта вилнĕ. Ашшĕ енчен Алексей Спиридонов вăрçăран таврăнсан 1955 çулта вилнĕ», – терĕ. Ĕç ветеранĕ Георгий Вавилов: «Атте, Константин Вавилов, вăрçа иккĕмĕш куннех тухса кайнă. 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Берлин хулишĕн пынă çапăçура вилнĕ. Ăна Ландсберг хулинче пытарнă. Ялти Иван Мадиков та апрелĕн 14-мĕшĕнче Германи çĕрĕ çинче пуçне хунă. Халĕ вăрçăран ашшĕсене кĕтсе илейменнисем 18-ăн»,– терĕ. Михаил Фомин: «Михаил Ярдухин Ленинград хÿтĕлевçи. Тыл ĕçченĕсене те йывăр лекнĕ. Елена Ярдухина, Сăр тăрăхĕн хÿтĕленмелли рубежĕнче окоп чавнă çĕре хутшăннă»,- терĕ. Юрий Федимиров хăйĕн пиччĕшĕ çинчен каласа кăтартрĕ: «Николай Федимиров 1938 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех вутта кĕнĕ. Малтан Сталинграда çити чакнă, унтан тăшмана каялла хăваланă. Курск пĕкки çинчи хаяр çапăçура пулнă. Пĕлтĕр Белгород облаçĕнчи Яковлевский районĕнчи Дмитриевка салине унăн вилтăпри çине кайса килтĕм. Кунтан çăва çинчен илсе кайнă тăпрана сапрăм. Чул плитасем çине паттăр салтаксен ячĕсене, хушамачĕсене, званийĕсене çырса хунă. Унта: «Гв. Старшина Николай Андреевич Федимиров 1943 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче вилнĕ»,- тесе çырнине вуласан куçăм шывланчĕ. Унтах тепĕр ентеш, Вăрманкассинчи Павел Емельянович Селедкин, гвардин кĕçĕн сержанчĕ выртать. Вăл вара 1943 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче пуçне хунă. Дмитриевкăна пирĕн çарсем 1943 çулхи августăн 28-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. Салара чиркÿ, вăтам шкул тата техникум пур. Техникумра паттăрсене асăнса музей уçнă».

Елена Барабашпа унăн мăшăрĕ Сергей хуран çакса салтак пăтти пĕçернĕ. Нина Спиридонова ялти хĕрарăмсемпе пĕрле уяв сĕтелĕ хатĕрленĕ. Пĕр харăсах тĕпеле 32 ветерана йыхравларĕç. Пăтти те тутлă, сăрипе кукăлĕ те техĕмлĕ пулчĕ. Пĕтĕмпе манăçми Аслă уява 300 ытла çын хутшăнчĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости