Çĕнтерÿ çулĕпе «Ура!» кăшкăрса

10 çухрăма парăнтарчĕç

«Иккасси-Кÿкеç» маршрутпа Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа кăçал улттăмĕш хут иртнĕ çăмăл атлетика чупăвне кăкăр çинчи Георги хайăвĕпе, Раççей ялавĕнчи хĕрлĕ, кăвак тата шурă тĕслĕ бейсболкăсемпе 200 яхăн спортсмен хутшăнчĕ.

Спортсменсене Кÿкеçрен Иккассине автобуспа çитерчĕç. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Шупашкар район çыннисем те çапăçнă. Çĕнтерÿре вĕсен тÿпи те пур», – терĕ Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Иккасси пултарулăх çурчĕ умĕнче строя тăнă спортсменсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă май, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Димитриев. 139-мĕш стрелоксен дивизийĕн пĕр полкĕ Иккассинче тăнă. Пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче çак дивизие йĕркеленĕренпе 75 çул çитни пирки те аса илтерчĕ вăл. Спортсменсене ăнăçлă финиш суннă май çак чупу малалла та иртессе шаннине пĕлтерчĕ Владимир Павлович.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалласа лартнă палăк умне чечексем хунă хыççăн ăмăр çанталăка пăхмасăрах сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем старта тухрĕç. Чи малта тăракансем алăсене ялавсем тытса «Ура!» тесе кăшкăрса малалла ыткăнчĕç, вĕсем хыççăн – ыттисем те.

Кÿкеçри «Олимпийский» стадион заведующийĕ Николай Иванов çак чупăва хутшăнакансене тренировкăсене юр ирĕлсенех илсе тухма пуçланă. Чупакансен хушшинче шкул ачисем, боксерсем, спорт ветеранĕсем те пулчĕç. 77 çулти Петр Федоров çак чупăва йĕркеленĕренпех унта хутшăнать. Спорт ветеранĕ дистанцие яш каччăсемпе пĕрлех вĕçлерĕ.

Кÿкеçе пырса кĕрсен чупакансен йышĕ татах та ÿсрĕ. Ача садне çÿрекен 10 шăпăрлан 500 метра Паллă мар салтак палăкĕ умне ыттисемпе тан чупса çитрĕ. Вĕсенчен чи кĕçĕнни – 4 çулти Елисей Елисеев. Шкул çулне çитмен ачасем Николай Иванов тренер патĕнче пĕчĕккĕллех çан-çурăмне пиçĕхтереççĕ. Çак чупăва хутшăнма вĕсем стадионра кашни эрнере çаврăм хыççăн çаврăм чупса хатĕрленнĕ. «Çăмăл атлетика чупăвне çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе ирттеретпĕр. Ачасене вăрçă паттăрĕсемпе, вĕсен мухтавлă ĕçĕсемпе паллаштарасси – пирĕн тивĕç», – терĕ Николай Геннадьевич.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости