Çĕнтерÿçĕсем паллă

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, июнĕн 1-мĕшĕ, районта ĕнер чылай ырă пулăмпа палăрса юлчĕ. Хăйĕн кĕçĕн вулаканĕсене тата пулăшуçисене «Тăван Ен» те аса илмесĕр хăвармарĕ. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе номертен-номере пĕрле пурнăçланă «Шкул корреспонденчĕ» проекта пĕтĕмлетме çак вăхăта ăнсăртран суйласа илмерĕмĕр эпир.

Район шкулĕсен корреспонденчĕсем хатĕрленĕ страницăсене Виталий Станьял литературовед, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика уйрăмĕн преподавателĕсем – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Олег Студенцовпа Людмила Васильева (вăл çавăн пекех деканăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ те) тата Журналистсен пĕтĕм тĕнчери организацийĕн, Раççейри журналистсен союзĕн членĕ Амин Эшкерат доцентсем жанр, дизайнпа сăн ÿкерчĕк, тематика тĕрлĕенлĕхĕ, стильпе чĕлхе пуянлăхĕ, тема çивĕчлĕхĕ тĕлĕшĕнчен хак пачĕç. Пирĕн https://tavanen.ru/ сайтри сасăлавра çĕнтернĕ Çÿлтикасси шкулĕ проекта хастар хутшăннăшăн редакцин тав çырăвне тивĕçрĕ. Хаçатăн 85 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă мероприятире вара чи нумай балл пухнă çĕнтерÿçĕ-шкулсен чи хастар корреспонденчĕсем пурте пысăк опытлă «ĕçтешĕсен» – жюри членĕсен аллинчен дипломсемпе парнесене тивĕçĕç. Жюри шкул корреспонденчĕсен хушшинче пĕлĕве журналистика уйрăмĕнче тăсма тивĕçлисем те пуррине асăрханă. Янăш, Шăмăш, Кÿкеçри 1-мĕш шкулсем тата Кÿкеç лицейĕ жюри хакĕпе чи нумай – 28 балл – пухрĕ. Кăшавăш, Чурачăк, Тренккасси, Çатра Хочехмат шкулĕсем вĕсен шучĕпе кăшт кăна каярах пыраççĕ. Пĕтĕмлетÿсемпе туллин пирĕн сайтри «хаçат/газета» вкладкăри «шкул корреспонденчĕ» пайра паллашма май пур.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ – çуллахи кану пирки хаçатра çырса пĕлтермелли пăтăрмахсемпе пулăмсем пуçланаççĕ кăна-ха. Эпир унчченхи пекех сирĕн çырăвăрсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, хаклă çамрăк вулаканăмăрсем!

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости