Çĕнтерÿçĕсене – парнесем

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ытларикун райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ертсе пынипе ял тăрăх пуçлăхĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç.

Чи малтанах районта пурăнакансене ĕç вырăнĕ тупма пулăшассипе çыхăннă лару-тăру пирки Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Олег Александров тухса калаçрĕ. Вăл ĕç шыракансен ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренме май пурри пирки аса илтерчĕ, ял тăрăх пуçлăхĕсене çак хыпара хăйсем патĕнче пĕлтерме ыйтрĕ. Çавăн пекех  ял хуçалăхĕ тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин, финанс пайĕн пуçлăхĕ Мария Сергеева, информатизаци пайĕн пуçлăхĕ Дмитрий Жаворонкин тухса калаçрĕç, шалти ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Райадминистрацин культурăпа туризм тата социаллă аталану пайĕн пуç­лăхĕ Ольга Матина ял тăрăхĕсен хушшинче çурт таврашĕсене тата кану вырăнĕсене илемлетес енĕпе Çĕнĕ çул тата раштав уявĕсен ячĕпе ирттерекен «Рождественское настроение» конкурсра мала тухнисене саламласа парнесемпе чысларĕ. «Çурт умĕнчи чи лайăх капăрлатнă территори» номинацире 1 степеньлĕ диплома Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Тренккасси ялĕнчи нумай хваттерлĕ (12-мĕш пилĕкçуллăх урамĕ, 5-мĕш çурт адреспа вырнаç­нă), 2 степенлĕ диплома Шемшер салинчи (Шоссейная урам, 13-мĕш çурт), 3 степенлĕ диплома Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Хыркасси салинчи (Сюктерский проезд, 5-мĕш çурт) çуртсем тивĕçнĕ. Районти зданисем, учрежденисемпе предприятисем хушшинче «Çĕнĕ çул юмахĕ» конкурсра мала тухнисен йышĕнче – «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ (2-мĕш вырăн), Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Чăрăшкассинчи культура центрĕ (3-мĕш вырăн). 1-мĕш вырăна тивĕçекен пулман. Шĕнерпуç ял тăрăхĕ «Чи лайăх хоккей площадкипе каток» номинацире 2-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

 ВЕРА ФИЛИППОВА 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости