Çĕнтерÿçĕ паллă

«Тăван Ен» хаçат редакцийĕ Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа пуçарнă «Паттăрсен ячĕ нихăçан та манăçмĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕ. Редакцие чылай çыру килчĕ: пурĕ – 20-е яхăн. Чăвашла та, вырăсла та çырчĕç шкул ачисем. Кашнин хайлавне, паллах, пĕр тема çыхăнтарчĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Чылайăшĕ фронтра пулнă йăхташĕсем пирки очерксем шăрçаларĕç, тылра ĕçленисем пирки те пулчĕç хайлавсем.

Паллах, çăмăл пулмарĕ чи лайăххине палăртма, мĕншĕн тесен çамрăк авторсем статйисене чунĕсене парса çырни лайăх сисĕнчĕ. Редакцин жюри членĕсем йышăннă тăрăх, Çĕньял-Покровски шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Софья Яруткина 1-мĕш вырăна тухрĕ. Хĕрача «Тăван Ен» хаçатăн 500 тенкĕлĕх сертификатне тивĕçĕ. Вăл хаçатра салам пама ирĕк парать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости