Çĕнĕлĕхсене хапăл хуçалăхра

Виçĕм кун район территорийĕнче вырнаçнă «Чурачикское» ОАО хуçалăхра ĕçлĕ çул çÿревпе ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулса курчĕ. Вăл мăйракаллă шултра выльăх тытакан фермăн, аш-какайран кăлпасси тата ытти продукци туса кăларакан цехăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

«Чурачикское» ОАО йĕркеленнĕренпе 11 çула яхăн, çакăнтанпа кунта палăрмаллах улшăнусем пулса иртнĕ. Хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата сăвакан ĕнесем тытассипе тимлет. Предприяти ертÿçи Евгений Шалеев каланă тăрăх, 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 1458 пуç, вĕсенчен 545-шĕ – сăвакан ĕнесем. «Хуçалăх ĕçлеме тытăнсанах кунта сăвакан ĕнесен шучĕ 60 пуç пулнă, пĕтĕмĕшле 80 кг сĕт суса илнĕ», – аса илет хуçалăх ертÿçи Евгений Шалеев. Паянхи кăтартусем урăхлăрах. 2015 çулта пĕр ĕнерен пĕтĕмĕшле 5788 кг сĕт суса илнĕ, вăтамран кунне – 16,6 кг.

Выльăх-чĕрлĕхе усрама хуçалăхăн тыррине те, утă-улăмне те çителĕклĕ хатĕрлеме лекет. Пĕлтĕр «Чурачикское» ОАО 1421 га çинче тырăллă тата пăрçаллă культурăсене акса-туса илнĕ – çав шутра 346 га кĕрхи культурăсем, 1421 га çинче çурхисем. 874 га çинче выльăх апачĕлĕх культурăсем çитĕнтернĕ. 2015 çулта 4777 т тырăллă тата пăрçаллă культурăсене пухса кĕртнĕ, 1 га-тан илнĕ вăтам тухăç 33,6 ц-па танлашнă.

Сергей Геннадьевич хуçалăх ĕçĕпе паллашнă май кунта вăй хуракансен ĕç укçин виçипе те кăсăкланчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсен 2015 çулти январь-ноябрь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 16026 тенкĕпе танлашнă. Çапах та Евгений Федорович хуçалăхра пысăк квалификациллĕ специалистсем çитменнине палăртса хăварчĕ.

«Чурачикское» ОАО – хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе хăюллăн усă куракан предприятисенчен пĕри. Евгений Федорович пуçласа çĕр лаптăкĕсене сухаламасăр («нулевая обработка» меслет) акма, «çанăсем» çинче фураж тырра упрама тытăнчĕ. Кăçал кунта тепĕр çĕнĕлĕх пуç пулса тăчĕ. Кун пекки хальлĕхе районти пĕр хуçалăхра та çук – пĕчĕк пăрусене тулта пластик контейнерсенче çитĕнтереççĕ. Çĕнĕлĕх Сергей Геннадьевича та кăсăклантарчĕ. «Пĕчĕкскерсем шăнса чирлемеççĕ-и?» – ыйтрĕ вăл. «Пăруланă хыççăн 30-40 минут хушшинче пăрăва типĕтсе, сĕт ĕçтерсе тула кăларсан вăл чирлеме кирлĕ мар», – ăнлантарчĕ ветеринар. Пăрусене хĕлле тырă хумалли хÿтĕ, çил лекмен вырăнта усраççĕ, 40° таран ăшăтнă сĕт, урăх апат параççĕ. Çулла вара пăрусен «çурчĕсене» хĕвел питтине куçараççĕ. Çамрăк выльăха ытти çĕршывра çапла майпа усраççĕ иккен. Ку çĕнĕлĕх ытти хуçалăх кăмăлне кайĕ-и – ăна тĕрĕслесе пăхакансем тупăнсан вăхăт кăтартса парĕ.

Сергей Геннадьевич хуçалăх аталанăвне хак панă май лайăх кăтартусене палăртса хăварчĕ, вĕсене малалла та ÿстерсе пыма сунчĕ.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости