Çĕнĕ вĕренÿ çулне – çĕнĕ автобуспа

2015 çулта Чăваш Енре шкул автобусĕсен паркне модернизацилеме 27,5 млн тенкĕ уйăрнă, «ПАЗ» маркăллă 17 автобус туяннă. Июнĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн керменĕ умĕнче савăнăçлă лару-тăрура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, Раççей хоккей федерацийĕн Президенчĕ Владислав Третьяк, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов шăпах çĕнĕ автобуссене тивĕçнисене чысларĕç. Районта вĕсен уççисене Янăш, Чăрăшкасси, Çÿлтикасси, Толик Хураски тата Ишлей шкулĕсем илчĕç.

Михаил Игнатьев юлашки çулсенче ача-пăчана воспитани тата пĕлÿ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăварчĕ: «Шкулсене юсама, спортзалсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме, вĕсене спорт оборудованийĕсемпе тивĕçтерме, пищеблоксене модернизацилеме миллиардшар тенкĕ уйăраççĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин пултаруллă, ăслă, талантлă, РФ тивĕçлĕ гражданинĕсене ÿстерме тĕллев лартать».

Шкул автобусĕсем патне уйрăм требованисем пур – вĕсене туса кăларнă хыççăн 10 çултан ытла усă курма юрамасть. 2011-2014 çулсенче республикăра туяннă 195 шкул автобусĕсене киввисемпе тата транспорт законодательствине пăхăнманнисемпе ылмаштарни шкул автобусĕсен паркне модернизацилес ĕç ăнăçлă пурнăçланнине çирĕплетет. Çакă 2004-2006 çулсенче кăларнă шкул автобусĕсене пĕтĕмĕшле тенĕ пек ылмаштарма май панă.

Толик-Хураски шкулне çÿрекенсене шкул автобусĕпе тивĕçтерес ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе пĕлтĕр иртнĕ старостăсен канашлăвĕнче те хускатнăччĕ. Ун чухне Йăлăмкас ял старости Михаил Иванов Томаккасси ачисем шкула япăх çулпа çуранах çÿренине пĕлтерчĕ, Толик-Хураски шкулне автобус уйăрса пама ыйтрĕ. Кĕтсе илчĕç. Шкул директорĕ Светлана Колпакова пĕлтернĕ тăрăх, тахçантанпах кĕтнĕ парнешĕн ачасем питĕ хытă хĕпĕртенĕ: ăмăртусене, культура мероприятийĕсене, олимпиадăсемпе экзаменсене ытти вĕрентÿ учрежденийĕсене тухса кĕме халĕ вĕсен те транспорт хатĕрĕ пур. «Шкула ачасем 7 ялтан вĕренме çÿреççĕ. 105 ачаран çурри ытла аякри ялсенчен. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса 3-4 çухрăмра вырнаçнă ялсенчен ачасене автобуспа илсе çÿреме тытăнăпăр», – пĕлтерчĕ Светлана Георгиевна.

СанПиН нормисем тăрăх, вĕрентÿ учрежденипе ачасем шкула çÿрекен ял хушши 2 км-тан ытларах пулсан, ачасене вĕрентÿ учрежденине автобуспа илсе çÿремелле. Ачасен вара çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене ăша хывмалла.

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районта 13 автобус 983 шкул ачине турттарса тăнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне 18 шкул автобуссемпе кĕтсе илĕ.

Сăмах май

Паянхи куна Чăваш Енри 481 шкулта 125 пин ытла ача вĕренет. 355 шкул ял-саласенче вырнаçнă, вĕсенче вĕренекен ачасен йышĕ – 36,9%. Пин ытла ялтан 12 пине яхăн ачана кашни кунах 297 автобус турттарать. Тепĕр 32 автобус – спортивлă тата культурăллă-массăллă мероприятисене илсе çÿрет.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости