Çĕнĕ çуртра халăха йышăнма та аван

Июлĕн 23-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Хыркассинче ял тăрăх администрацийĕн çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унччен ял тăрăх администраци ĕçченĕсен вырăнти хуçалăх çурчĕн тара илнĕ пÿлĕмĕсенче хĕсĕнкелеме тивнĕ пулсан халĕ кунта халăха йышăнма та хăтлă.

Укçа та перекетленет. Ку вăл – ял тăрăхĕ кăçал уçнă пĕлтерĕшлĕ иккĕмĕш çĕнĕ çурт. 1-мĕшĕ – иртнĕ уйăхра Малти Ункăпуçĕнче уçнă çĕнĕ клуб. Пĕр хутлă çĕнĕ çуртăн тăршшĕ 17 м, сарлакăшĕ 10 м таран. Çурт йĕри-тавра асфальт сарса, чечексем лартса хăтлăх кĕртнĕ. Шалта ял тăрăх пуçлăхĕн, унăн çумĕн, специалистсен кабинечĕсем, архив, кухня тата акт залĕ пур. Пур çĕрте те çĕнĕ сĕтел-пукан, оргтехника вырнаçтарнă. Кĕрсе тухма тĕп алăк тата пушар хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕпе 2 алăк. Малтанах çĕнĕ çуртăн хăтлă пÿлĕмĕсене Хыркасси чиркĕвĕнчи Николай атте кĕлĕ вуласа тасатнă. Хăнасене çăкăр-тăварпа ырă сунса кĕтсе илчĕç.

Савăнăçлă мероприятие Çÿлтикасси клубĕн ертÿçи Светлана Мартьянова ертсе пычĕ. ЧР тариф службин ертÿçи Альбина Егорова, райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев тата Хыркасси чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Николай Хорасев администрацин тахçанах кĕтнĕ çĕнĕ çуртне кĕске вăхăтрах туса пĕтернĕшĕн Евгений Шигильчева тав сăмахĕ каларĕ. Унтан ял тăрăхĕнчи çулсене тасатнă, юсанă çĕре хастар хутшăннă Виталий Симаева тав хучĕпе чысларĕ. Çакăн хыççăн Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ сăмах илчĕ: «Влаçăн влаç пулмалла. Унăн çурчĕ те, лаши те хăйĕн пулмалла. Эпир улшăнакан çынсем. Ку вун-вун çул юлмалли, халăха йышăнмалли вырăн. Ĕçленĕ вăхăтра пирĕн сăмах çирĕп, ĕç тикĕс, хамăр халăх пек пултăр. Кăçал ĕçре те, уявра та тăрăхри ял халăхĕ туслă пулнине, ĕçлеме пултарнине куртăмăр. Сирĕн кăтартусем малашне ĕçре те, вĕренÿре те лайăх пулччăр», – терĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕнĕ пÿрт уçнă чухне парнесем параççĕ. Чи малтанах çĕнĕ çурт хуçисене Атăлъялсем: Леонид Фадеев поэтпа мăшăрĕ Лидия, ял старости Владимир Андреев, клуб ертÿçи Кристина Семенова тата çак йĕркесен авторĕ пысăк чей сервисĕ парнелерĕç. Иртнĕ ĕмĕрти 1990 çулсенче, нумай çул хушши ял совечĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Виталий Кудряшов хăнасене тараватлăн кĕтсе илме сунса йывăç алтăр парнелерĕ. Çавăн пекех нумай çул ял совет секретарĕнче тăрăшнă Римма Никитина, Салапайкасси клуб ертÿçи пулнă Вячеслав Кудряшов, Людмила Смирнова музыкант, вырăнти шкул директорĕсемпе депутатсем саламларĕç. Куракансене (пĕтĕмпе 60 яхăн çын) Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Палан» тата Нелла Белашăн ачасен «Калинушка» юрăпа ташă ушкăнĕсем хăйсен уяв программипе савăнтарчĕç. Унтан райадминистраци пуçлăхĕ Николай аттепе тата ял тăрăх ертÿçипе пĕрле Хыркасси чиркĕвĕпе паллашрĕç. Кунта çĕнĕ, ылтăн тĕслĕ куполсем вырнаçтараççĕ. Çав вăхăтра чиркĕвĕн пĕр куполне ылмаштарнăччĕ, тепĕр 2-шне хатĕрленĕ. Çĕнĕ администраци çурчĕ çĕкленни те Хыркасси чиркĕвĕ çĕнелни те ял тăрăхĕнче пурăнакансене чунтанах савăнтарать. Кунта пурнăç шав малаллах тăсăлать.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости